28 января 2015 г.
Январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче официаллă майпа Литература çулталăкĕ тата К.В. Иванов çулталăкĕ уçăлчĕ. Çак ĕçе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
- Культура çулталăкĕнчи ырă пуçарăва Литература çулталăкĕнче малалла тăсăпăр. Иртнĕ çул ку тĕлĕшпе чылай ĕç вăя кĕртме хăват çитертĕмĕр. Общественноçа искусствăн уйрăм тĕсĕпе - литературăпа - кăсăклантарма, художество произведенийĕсем патне çухалнă интереса каялла тавăрма тăрăшмалла. Çак ĕç патне чи малтан кĕçĕн ăрăва туртăнтармалла. Литература пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, унпа туслă пулни çынна пур енлĕ аталанма пулăшать, - терĕ Михаил Васильевич Литература çулталăкне уçнă май.
Асăннă çулталăк вара чăваш çыннишĕн уйрăмах çывăх. Кăçал "Нарспи" поэма авторĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул тултарать. Çавна май Константин Ивановăн культура несĕллĕхĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна ĕмĕрлĕхе асра хăварас тĕллевпе тата общественноçа литература енне тимлĕх уйăрттарас тĕлĕшпе республика шайĕнче кăçал чылай ĕç пурнăçлама палăртнă. Сумлă калемçĕн кашни хайлавĕ асăмра, анчах та хăш-пĕр произведенийĕ вулавçăшăн тунсăхлать те ĕнтĕ. Апла пулсан вĕсене алла илме васкар, çамрăк ăрăва та ылтăн фондри произведенисемпе кăсăклантарма тăрăшар. Кăçал пурнăçлама палăртнă мероприятисен тĕп тĕшши çакăнта курăнмалла. Çакăн пирки палăртрĕç уяв сцени çине тухакансем.
Кашни библиотека вулавçăна хапăл туса кĕтет. Паянхи кун тĕлне республикăра патшалăхăн виçĕ библиотеки ĕçлет, çавăн пекех ялсемпе хуласенчи 535 библиотека çынсен ыйтăвне тивĕçтерет, пĕтĕмпе вĕсенче информаци технологийĕсене алла илнĕ 1136 библиотекарь тимлет. Асăннă учрежденисенче 8 миллиона яхăн вулавçă регистрациленнĕ, унти услугăпа республикăра пурăнакансен ытларах пайĕ усă курать. Муниципалитет библиотекисен 90 ытла процентне компьютер оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Çулсерен район, республика, регион, Раççей шайĕсенче 35 пин ытла мероприяти ирттернипе федерацинче Чăваш Ен асăннă сферăра ăнăçлă аталаннă субъект шутланать. Çав ĕçсене çулсерен 1,5 миллиона яхăн çын хутшăнать.
Ачасенче вулав туртăмне çуратассинче тата вăйлатассинче учитель профессийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Михаил Игнатьев педагогика ĕçĕнче чылай çул ăнăçлă вăй хунисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Çамрăк вĕрентекенсем вара Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен стипендиат сертификачĕсене тивĕçрĕç, вĕсен шутĕнче Оринин шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Оксана Кирпичникова та пулчĕ.
Январĕн 30-мĕшĕнче районта савăнăçлă лару-тăрура Литература çулталăкне уçма палăртнă.
Р. Илларионова.