17 января 2015 г.
"Канашлура паян эпир Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн ĕçне кăна мар, районти пур право сыхлав органĕсен, район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи ĕçне пĕтĕмлетрĕмĕр тесен те йăнăш мар. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе Муркаш полицейскийĕсем республикăра 1-мĕш вырăнта пулни пĕрлехи ĕçе эсир лайăх йĕркеленине çирĕплетет кăна. Малашне те çак çыхăнăва ан çухатăр", - Муркашри шалти ĕçсен пайĕн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетекен канашлăва çапла вĕçлесе каларĕ республикăри шалти ĕçсен министрĕн çумĕ В. Толстов.
Канашлу вара ырă самантран пуçланчĕ: полицейскисен ĕç-хĕлне объективлă çутатса тăнăшăн "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцине ведомство дипломне парса чысларĕç, шалти ĕçсен пайне профилактика ĕçне туса пыма пулăшса пынăшăн вара Н. Шишокина (Ильинка ял тăрăхĕ) тата В. Федоров (Юнкă ял тăрăхĕ) халăх дружинникĕсене пайăн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç.
Малалла канашлăва пухăннисем пай пуçлăхĕн Е. Плечовăн докладне итлерĕç.
Евгений Иванович каланă тăрăх пай иртнĕ çулта ĕç эффективлăхне ÿстерессипе, услугăсемпе тивĕçтерессине лайăх шайра йĕркелессипе чылай тимленĕ. Çак тата ытти задачăна пурнăçланипе пĕрлех полицейскисем халăхпа çыхăну тытассипе тата ăнлантару ĕçне те айккине хăварман.
Чăнах та иртнĕ çул çынсенчен чылай хыпарпа заявлени пулнă - 6179. Çавăнпа та полицейскисен ĕç тиевĕ çăмăл пулнă теме çук, пĕрлехи вăйпа пурĕ 14 пин ытла документпа ĕçленине шута илсен - пушшех те.
Районта иртнĕ çул 410 преступлени регистрациленĕ. Полицейскисем 350 уголовлă ĕç пуçарнă. Çапла вара преступноç шайĕ районта пĕчĕк мар темелле, анчах та йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шутне чакарма пултарнă, преступленисене уçса парасси те ÿснĕ, малтанхи çулсенче тунă 24 преступление те тăрă шыв çине кăларнă. Ют пурлăха вăрласси, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснипе çыхăннă преступленисен, çул çитменнисем тунă преступленисен тата ытти хăш-пĕр сферăри преступленисен шучĕ чакнине те палăртмалла.
Районта экономика преступленийĕсене пурĕ 30 регистрациленĕ, вĕсенчен 12-шĕнче коррупци енĕ палăрать. Ку тĕлĕшпе полици пайĕ лайăх ĕçленине республикăри шалти ĕçсен министерствин инспекци пуçлăхĕ Н. Ефремов та палăртрĕ.
Ĕç хаклавĕн критерийĕсенчен чылайăшĕпе Муркаш полицейскийĕсем республикăра малта пыраççĕ. Е. Плечов сăмахĕнчен вара уйрăмах следстви тата дознани уйрăмĕсем аван ĕçлени палăрчĕ.
Районта çынна вĕлернĕ, пĕлсе тăрсах çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ, общество вырăнĕсенче тунă тата ытти хăш-пĕр преступлени, малтанхи çулхипе танлаштарсан, нумайланнă. Преступленисене нумай чух ÿсĕрле тунă е маларах та преступлени тунисем. Çапла вара саккуна пăсакансен контингенчĕ улшăнман: яланхи тупăш çуккисем, эрех ĕçекенсем тата малтан та пĕрре мар суд тенкелĕ çине ларнисем. Çавăнпа та профилактика ĕçне вăйлатма, ăна çирĕпрех туса пырасси пирки те сăмах пулчĕ канашлура. Малашне вара ку ĕçе пурнăçласа пырассинче общество пулăшăвĕ парăмлăрах пулмалла: çитес вăхăтрах районта пĕрлехи дружина йĕркелĕç - кашни ял тăрăхĕнчен виçшер çын.
Йĕркене пăсакансене административлă майпа асăрхаттарни те профилактика шутĕнче. Иртнĕ çул акă район территорийĕнче йĕркене пăснă тĕслĕх пурĕ 7077 регистрациленĕ, йĕркене пăсакансене штраф парса асăрхаттарнă. Профилактика ĕçне пурнăçлама районта 2014-2010 çулсем валли йышăннă «Повышение безопасности жизнедеятельности населения и территорий Моргаушского района Чувашской Республики» тĕллевлĕ программа пулăшăвĕ те курăмлă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев район администрацийĕпе шалти ĕçсен пайĕн ĕçри çыхăну çирĕппине палăртрĕ, районта профилактика ĕçне пурнăçлама туса хунă ятарлă комиссисен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăннă май ял тăрăхĕсенче те ку ĕçе япăх мар йĕркеленине каларĕ. Иртнĕ çул профилактика канашĕсем вырăнсенче пурĕ 96 лару ирттернине, вĕсенче йĕркене пăсакан 221 çынна итленине пĕлтерчĕ. "Профилактика ĕçне малашне те пурнăçласа пырăпăр, "фанфуриксем" сутма чарассине те куçран вĕçертме шутламастпăр. Район центрĕнче вĕсемпе сутă тăвакан тепĕр икĕ уйрăм предпринимателе те çак усал шĕвеке сутма чарăнмаллине ăнлантарма пултарăпăрах тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен иртнĕ çул 7 уйрăм предпринимателе "фанфуриксем" сутма чарăнма ÿкĕте кĕртме пултартăмăр. Вĕсем çакна çирĕплетсе ятарлă килĕшÿ çине алă пусса çирĕплетрĕç", - палăртрĕ Ростислав Николаевич.
Е. Плечов полици пайĕнчи ĕç дисциплини çинче те чарăнса тăчĕ. "Дисциплина çирĕп пулни - ĕç никĕсĕ, унсăр тĕллевсене туллин пурнăçлама çук. Эпир малашне те çак ен çине пысăк тимлĕх уйăрăпăр", - тесе вăл иртнĕ çул пайра çирĕп контроль пулнине палăртрĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен Евгений Иванович доклачĕ пурне те ăнланмалла пулнине право сыхлав органĕсен республикăри тата районти ертÿçисем те, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пай çумĕнчи общество канашĕн членĕсем те каларĕç. Ветерансен канашĕн ертÿçи Ю. Соловьев та палăртрĕ. "Доклад уçă тата пурне те ăнланмалла. Профилактика ĕçĕ вара чăнах та чи пĕлтерĕшли пулса тăрать", - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.
Канашлура шалти ĕçсен пайĕн хăш-пĕр уйрăмсен ертÿçисем те тухса калаçрĕç, лару-тăрăва тĕплĕнрех ăнлантарса малашнехи задачăсене уçăмлатрĕç.
Н. Николаева.