17 января 2015 г.
Ĕнер пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Алла Самойлова министрпа тĕл пулчĕ. Вĕсем сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.
Унтан вĕсем социаллă çăмăллăхпа тивĕçтерекен центрта, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра, нумай функциллĕ центрта пулчĕç.
Хыççăн Алла Самойлова район больницине çитсе курчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.