17 января 2015 г.
Ĕнер çынсен сывлăхне упрассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи районти комисси ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси председателĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ.
Асăннă комиссие район администрацийĕн 2015 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Тĕллевĕ - "Муркаш районĕн сывлăх профильне" хатĕрлесси.
"Сывлăх профилĕ" - çын сывлăхĕ çине япăх енчен витĕм кÿрекен факторсене чакарма май паракан конкретлă мероприятисене çирĕплетекен документ.
Республикăра ку енĕпе "Чăваш Республикин сывлăх профильне" йышăннă. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнчи 420 № йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Документа хатĕрлеме мĕн пур ведомствăсем хутшăннă. Çынсен шухăш-кăмăлне шута илнĕ.
Ларура "Сывлăх профилĕ", унăн тытăмĕ пирки комисси секретарĕ Лилия Тарасова пĕлтерчĕ. (Кун пирки малаллахи номерсенче каласа парăпăр).
Комисси председателĕ районти çынсен сывлăхне упрассипе пĕрлехи документ хатĕрлеме тĕрлĕ ведомство ертÿçисене (вĕсене комисси йышне кĕртнĕ) кирлĕ материалсем тăратма хушрĕ.
- Шанатăп, эпир пĕрле тăрăшни çынсен сывлăхне лайăхлатассипе палăрăмлă утăмсем тума май парĕ, сывă пурнăç йĕркине тытакансен хисепĕ те ÿсĕ, - палăртрĕ Ростислав Тимофеев.
Хамăр инф.