17 января 2015 г.
Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата халăхăмăр умне хăйĕн çулленхи черетлĕ Çырăвĕпе тухать. Ăна итлеме хатĕрленнĕ май республика ертÿçин иртнĕ çулсенчи Çырăвĕсене тата тăван республика аталанăвĕн юлашки тăватă çулхи хăш-пĕр енĕсене - ытларах ял хуçалăхĕпе - тишкертĕмĕр. Вĕсене районти лару-тăрупа танлаштартăмăр. Çырусенче каланисем, тĕллеве лартнисем пурнăçа кĕчĕç-и тата пурнăçланаççĕ-и;
2011 çулта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла" Çырăвĕнче çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстересси чи яваплă тĕллевсен шутĕнче пулмаллине палăртнăччĕ. Çак сăмахсем çилпе вĕçсе каймарĕç. Асăннă çыру хыççăнхи çулсенче яла юлакан çамрăксене пÿрт-çурт çавăрма çĕрпе тивĕçтересси, хваттерсемпе пурăнмалли çуртсем туянма çăмăллатнă йĕркепе ипотека кредичĕ парасси, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем е килти фермăсем йĕркелеме пулăшасси, килти хушма хуçалăха аталантарма тĕкĕ парасси вăй илчĕ. Кунпа пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕç условийĕсене лайăхлатасси те, ĕç укçи тивĕçлипе тÿлесси те палăрмаллах лайăхланчĕ. Патшалăх паракан пулăшу яла юлакан çамрăксенче ырă шанăç çуратрĕ. Вĕсем агропромышленность комплексĕнче пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарас çул çине тăчĕç. Паянхи куна пĕчĕк калăпăшлă хуçалăх йĕркеленĕ çынсем миллионшар тенкĕ çăмăллатнă кредит илсе хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма тĕллевлĕ усă курчĕç. Çакăн пек хастарлăх чăннипех кăмăла çĕклет. Вăл паян чи пысăк хака тивĕç. Асăннă тĕслĕхсем пирĕншĕн ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес, çынсем хăйсем тĕллĕн ĕç пуçарас, ял ĕçченĕн ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ пурнăç йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.
Михаил Игнатьев 2011 çулхи Çырăвĕнче палăртнă хыççăн паянчченех ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илесси пĕлтерĕшлĕ вырăна тухса пырать. Ун хыççăнхи виçĕ çул хушшинче Чăваш Ен тулашĕнче ял хуçалăх продукчĕсен рынокне аталантарма пулăшакан çĕр ĕç политикине йĕркеленипе Чăваш таварĕсене Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи рынока ăнăçлă кăларнă лайăх тĕслĕхсем пур та ĕнтĕ. Тĕслĕх вырăнне Москакассинче вырнаçнă "Сеспель" обществăна илер. Унăн ĕçне паян тĕнчипех пĕлеççĕ. Хыççăнхи çулсенче пĕтĕм тĕнчери экологи фончĕ ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе "АККОНД" общество тата "Шупашкарти сăра вĕретекен "Букет Чувашии" фирма Раççей Федерацийĕнче натураллă тата шанчăклă пахалăхлă продукци туса кăларакансемпе сутакансен реестрне кĕме пултарчĕç.
Çакăнта ĕçри пахалăх шайне самай ÿстернипе хуçалăхсен экономикине вăйлатма пултарнă хамăр районти хуçалăхсене те ырăпа палăртас килет. Ĕне фермисенчи сĕт пăрăхĕсене çĕнетни продукцие чи пысăк пахалăхпа сутма май туса пачĕ. Çакă пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемшĕн хушма тупăш çăл куçĕ пулса тăчĕ. Уй-хирте перекет ыйтăвне тĕпе хурса ĕçленĕрен хуçалăхсем пусу уйĕсемпе анлăн усă курма пуçланипе тата ăна технологие пăхăнса пурнăçланипе тыр-пул тухăçне курăмлă ÿстерме май тупни каллех хуçалăхсен экономикишĕн тĕрек пулса тăрать. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăрта ĕçсене агротехнологипе килĕшÿллĕн пурнăçлани пахалăх çине витĕм кÿнине те чылай хуçалăхра курма пуçларăмăр. Халĕ каланипе пĕрлех çĕнĕ техникăпа тăтăш пуянланакан хуçалăхсем хăйсен ĕçне хуçалăх ĕçченĕсемшĕн пурнăçлани М. Игнатьевăн 2012 çулхи Çырăвĕпе (Пĕтĕмпех çын валли тата йăлтах ĕçлекен çыншăн) килĕшсе тăрать.
Иртнĕ çулсенчи Çырăвĕсенче Михаил Васильевич тăтăшах çĕрпе тухăçлă усă курас ыйтăва хускатрĕ. Пытармалли çук, хресченсемшĕн çĕрпе тухăçлă усă курасси - пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Çавăнпа та 2012 çулхи Çырăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку ыйтăва хускатсан республикăра усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тата пĕтĕм лаптăка инвентаризаци туса ирттерессипе анлă ĕçсем пуçăнчĕç. Çавăнпа пĕрлех хресчен малта пыракан çĕр ĕç технологийĕсемпе хĕç-пăшалланчĕ, производствăра альтернативлă экологи мелĕсемпе анлăрах усă курма пуçларĕ.
"Агропромышленноçа аталантарасси" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа ял хуçалăх тытăмĕнче пĕтĕмпе çĕнĕ йышши 85 проект хута кайнă. Вĕсен йышĕнче: ÿсен-тăран çитĕнтересси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, продукци тирпейлесси т. ыт. те. Çак проектсем ĕçлеме пуçлани чылай çĕрте производствăна çынсем тÿрремĕн хутшăнассине палăрмаллах чакарчĕ, ĕç укçине ÿстерчĕ, ĕçсене тĕнче шайĕнчи технологисен виçине çитерчĕ. Çавнашкал çĕнĕлĕхсем ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен психологине тата шухăшлавне тĕпрен улăштараççĕ. Çавăнпа пĕрлех вĕсем хăйсен бизнесне йĕркеленĕ чух теветкеллĕхрен хăраман, яваплă та хăюллă çынсене ял хуçалăхне илĕртеççĕ.
Виçĕм çулхи тата пĕлтĕрхи Çырусенче те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тăван ен ырăлăхĕшĕн ĕçлесси, халăхăмăр пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси республика ертÿçисемпе вырăнти влаç органĕсен тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. Анчах çавăнпа пĕрлех вăл ял хуçалăх ыйтăвне нихăш çул та иккĕмĕш вырăна хăвармарĕ.
- Паянхи ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене çĕнĕ условисенче тупăшлă ĕçлеме йĕркелесси-хатĕрлесси паянхи пурнăç норми пулса тăчĕ. Вĕсене ертсе пыма пурнăçпа тан пыракан, çĕнĕлĕхсенчен хăраман, ĕçлеме пĕлĕвĕ тата кăмăлĕ пур çамрăксене, специалистсене шанмалла. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса тăван ен ырăлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесен, саккуна пăхăнса таса чунпа пурăнсан паянхи ял хуçалăхĕ те йывăрлăх шурлăхĕнчен тухмаллах, - тет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Тăватă çулхи Çырусенче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессине пирĕн район администрацийĕ те кун йĕркинчен кăлармасăр ĕç никĕсне хывса пычĕ. Çапла вара тупăш ытларах илсе унпа эффективлă усă курасси районта çулсерен вăй илчĕ. Пĕтĕмлетÿ: обществăлла финанссемпе ĕçлессипе Муркаш районĕ виçĕм çулхи пĕтĕмлетÿпе республикăра 2-мĕш вырăна тухрĕ* финанссемпе ĕçлессипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри 7-мĕш конкурсра 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн район "Бюджет тăкакĕсене пысăк пахалăхпа йĕркелесе пырасси" номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ* инвестици активлăхĕн рейтингĕнче 2013 çул кăтартăвĕсемпе Муркашсем республикăра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Пирĕн район иртнĕ çул туризма аталантарассипе федераци программине кĕме пултарни те - юлашки çулсенчи тĕллевлĕ ĕçĕмĕрсен пĕтĕмлетĕвĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ юлашки çулсенчи Çырăвĕсенче ял хуçалăх аталанăвне нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварман терĕмĕр. Аталанупа перекете мала кăларса производствăна ÿстерес çулпа пыракан районти çичĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх республикăри чи лайăх 100 хуçалăх шутне кĕме пултарни эпир Михаил Игнатьев лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине ĕнентерет. Çак чыса тивĕçнисем: "Муркашри чăх-чĕп фабрики" акционерсен уçă обществи, "Путь Ильича" агрофирма" чикĕллĕ яваплăхлă общество, Суворов ячĕпе хисепленекен, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен, "Герой", "Оринино", Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕсем.
Халăхăмăр пурнăçне лайăхлатассинче çурт-йĕр тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки 3 - 4 çулта районта çине-çинех нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем ÿссе ларчĕç. Пĕлтĕр Мăн Сĕнтĕрте тăлăх ачасем валли 15 хваттерлĕ, çавăн пекех Москакассинче 21 хваттерлĕ çуртсем хута кайрĕç. Иртнĕ çулах Мăн Сĕнтĕрте 51 хваттерлĕ, Муркашра 40 хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем хуçисене йышăнчĕç. Социаллă объектсем тăвассипе пăхас пулсан 2014 çулта Шомикра тата Мăн Шаптакра модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнĕрен уçăлни, Ярапайкассипе Çатракассинчи вăтам шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсаса çĕнетни пурнăç мал туртăмлă аталаннине кăтартать.
Муркашра реконструкци хыççăн "Елочка" ача сачĕ уçăлни те обществăлла пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Çавăн пекех районта çулсем тăвас, юсас, вĕсене пăхса тăрас ĕç çулсеренех пысăк калăпăшпа пурнăçланать. Пĕлтĕр Çурлатринче пĕр километр çул туни, "Муркаш - Турай - Сура" автоçула 6 километр ытларах тĕпрен юсани, М-7 çула Калмăккассинчен пуçласа Ивановка таран реконструкцилени тата Москакассинчи çулсем хĕресленнĕ вырăна тĕпрен çĕнетни пирĕн районшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕç.
Мал туртăмлă ĕçсем пĕччен-иккĕн ĕçленипе пулмаççĕ. Акă иртнĕ çул çеç Ярапайкасси ял тăрăхĕ "Яллă вырăнсене 2014 - 2017 тата 2020 çулчченхи тапхăрсенче аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе 1 миллион та 325 пин тенкĕлĕх грант выляса илни те - район аталанăвĕшĕн пысăк тĕкĕ. Çаксем тата районта уçăлакан модульлĕ котельнăйсем хута кайни район перекет ыйтăвне кашни утăмра курма пултарни пирки калать.
Хамăр районăмăрăн çÿлерех каланă ÿсĕмĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен Патшалăх Канашне тата тăван халăхăмăр патне тухнă Çырăвĕсенче никĕсленчĕç. Çавăнпа та Михаил Васильевичăн кăçалхи Çырăвĕ те пире экономика аталанăвĕн çĕнĕ картлашкисене алла илме çул уçасса шанатпăр.
Тĕллевсем паллă пулсан, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн пĕрле ĕçлесен ÿсĕмсем пулаççех, пурнăç условийĕсем те лайăхланаççех.
А. БЕЛОВ.