17 января 2015 г.
Сăн ÿкерчĕкре эсир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене куратăр: Анастасия Рожкова, Дарья Борзаева, Ирина Лепешкина, Анастасия Шерстякова, Александра Никитина, Димитрий Данилов.
Кăçал вара телей кайăкĕ районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн алăкĕ умĕнче ытларах чарăнса тăни курăнать. Кунти çичĕ вĕренекен пысăк чыса тивĕçме пултарчĕ, иртнĕ çул вара вĕсем тăваттăн пулнă. Апла пулсан асăннă учреждени вĕренÿпе пултарулăх ĕçĕнче пысăк вырăн йышăнать.
Çулсеренех республикăри пуçаруллă яшсемпе хĕрсене уйрăм ĕçсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантараççĕ. Унăн калăпăшĕ кăçал 1830 тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çул районти 17 çамрăк çак хавхалантарăва тивĕçнĕ, кăçал - 15 яшпа хĕр. Çакăн пек пысăк чыс, паллах, малашне татах та тухăçлăрах тимлеме хавхалантармалла вĕсене. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 473-рг номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ку стипендие кăçал çак пуçаруллă яшсемпе хĕрсем тивĕçрĕç:
Дарья Петровна Борзаева - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Елена Павловна Григорьева - Ф.С. Васильев ячĕллĕ Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ*
Димитрий Александрович Данилов - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Лейла Эдуардовна Игнатьева - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Оксана Георгиевна Кирпичникова - Оринин шкулĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ*
Алексей Николаевич Кудряшов - çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ*
Ирина Витальевна Лепешкина - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн методисчĕ*
Екатерина Александровна Мясникова - "Сывлăх" физкультурăпа спорт шкулĕн вĕренекенĕ*
Александра Николаевна Никитина - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Анастасия Игоревна Павлинова - Муркаш шкулĕн вĕренекенĕ*
Анастасия Владимировна Рожкова - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Лев Анатольевич Романов - çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ*
Елена Алексеевна Тушилкина - Мăн Сĕнтĕр шкулĕн вĕренекенĕ*
Анастасия Юрьевна Шерстякова - районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
Алексей Петрович Яковлев - Йÿçкасси шкулĕн вĕренекенĕ.
Р. Илларионова
сăн ÿкерчĕкĕ.