14 января 2015 г.
Çу кунĕсенче районта çулсем тăвасси тата вĕсене пăхса тăрасси тивĕçлĕ шайра пулнине кашни ял тăрăхĕнчех курма пулать. Хĕлле вара час-часах çулсене юр картланине тĕл пулатпăр. Паян автомашинăсен хисепĕ ÿснĕ май çулсене хĕлле юртан тасатса тăрасси пысăк яваплăх ыйтать. Çĕнĕ çул уявĕсенче юр сахал мар çурĕ. Çавăнпа та район территорийĕнчи çулсене уçса тăрассипе лару-тăру еплерех-ши; Çак ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе тата капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕпе В. НИКИТИНПА çыхăнтăмăр. Унăн хуравĕ кĕске те ансат пулчĕ.
- Çулсене пурнăç артерийĕпе танлаштарни паян уççăнах курăнать. Çавăнпа та кунти лару-тăрупа эпир паллашсах тăратпăр. Хĕллехи вăхăтра вĕсене йĕркеллĕ уçса тăрасси - пирĕн тĕллев. Район территорийĕнче автобус маршручĕсем йышлă пулни те çакăн çине тивĕçлĕ пăхма ыйтать. Муркаш енре район харпăрлăхĕнчи çулсем - 210 километр, республика çулĕсем - 97 километр, федераци çулĕсем - 27 километр, ял тăрăхĕсен яваплăхĕнчи çулсем - 375 километр. Çĕнĕ çул уявĕсенче çак çулсем çинче юр хÿсе лартнипе автомашинăсемпе автобуссем чарăнни пулман. Пĕрремĕшсене тасатассипе "ПГС-1" тата "Автодорсервис" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем, иккĕмĕшĕсем çинче "Автодорсервис" общество, виççĕмĕшĕсем çинче "Воддорстрой" акционер обществи ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕсенче - кашнин хăйĕн подрядчикĕ.
Çул уçакансем хăйсен яваплăхне туйнăран Çĕнĕ çул уявĕсенче район территорийĕнче çулсем хупăннă пысăк тĕслĕхсемех пулмарĕç. Ял тăрăхĕсенче хăш-пĕр ялсем патне çул уçайман пулнă пулсан, çакă çĕнĕ подрядчиксем çулсене аванах пĕлейменнипе çыхăннă.
А. БЕЛОВ калаçнă.