14 января 2015 г.
Пĕрлехи тăрăшулăхпа пурнăç анлăшĕнче тепĕр утăм малалла турăмăр: 2015 çулта пурăнма пуçларăмăр. Хатĕр-и-ха эпир Çĕнĕ çул сĕнекен çĕнĕлĕхсене алла илме; Паллах. Çакна пирĕн район иртнĕ кунсенче чăваш художникĕсен анлă выставкине йышăннипе çирĕплетрĕ. Çак пулăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Указĕпе 2015 çула - Раççей шайĕнчи Литература çулталăкĕпе тÿрремĕнех çыхăнтарса - вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторне Константин Васильевич Иванова халалласа ирттерме йышăннине эпир те çывăха илнине çирĕплетет.
Харпăр хăй ĕçĕнче халăхăмăр пуянлăхĕшĕн, унăн аталанăвĕпе ят-сумĕшĕн, Чăваш Енĕн ыранхи пурнăçĕпе кун-çулĕшĕн вăй хуракансем Муркаш районĕнче те пĕр-икĕ çын çеç мар. Москакасси ял тăрăхĕнчи Уйкас Хачăкра çуралса ÿснĕ Анна Брагина художница - çавăн пеккисенчен пĕри. Кашни илемĕн - хăйĕн вăхăчĕ тата хăвачĕ. Ăна курса, асăрхаса çав самантрах ÿкерчĕк пирри (холст) çине ăста куçарма пултарни - "Нарспи" поэма пекех - çĕр çул иртсен те, пин çул хыçа юлсан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ. Вĕсем - вилĕмсĕр ĕçсем.
Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăртнă вăхăта тури чăвашсен музейне культурăна юратакансем тата илеме туйма пĕлекенсем, çын ĕçне тивĕçлипе хаклама пултаракансем чылаййăн пухăнчĕç. Уява килнисен калаçăвĕнче, куллипе шÿтĕнче пĕр евĕрлĕх пурри палăрчĕ. Ку вăл - малашлăхри ĕçсен çирĕп никĕсĕ.
- К. Иванов çулталăкĕ, Чăваш Республикинчи пекех, Муркаш енре пурăнакансем хушшинче те, уйрăмах çамрăксенче, хамăр историе, пурнăç йăли-йĕркине лайăхрах та тарăнрах пĕлме-вĕренме хавхалантарма пулăшасса шанатпăр. Çавăнпа та паянхи выставкăна эпир Чăваш халăхĕшĕн çеç мар, Раççейпе тĕнчешĕн те пĕлтерĕшлĕ тăван поэтăмăра халалларăмăр, - терĕ выставка уçма хатĕрленнĕ май ЧР художниксен союзĕн правленийĕн членĕ А. Брагина. Тÿрех çакна палăртса хăваратăп. Анна Васильевна пĕр вăхăтрах живописец та, график та, алă ĕç ăсти те.
Пирĕн ентешпе пĕрле выставкăна хăйсен ĕçĕсене Анатолий Головинский, Илья Афанасьев, Николай Федотов художниксем тăратнă. Вĕсен ĕçĕсене пĕрлештерекенĕ - çут çанталăкри тата пурнăçри кашни илеме уйрăммăн тата туллин кăтартма пултарни. Пурнăçри тĕп телей вăл - мĕн те пулин тăвасси. Ăçта талант - унта вара вĕçсĕр-хĕрсĕр ĕç. Художник - вăхăтри илеме упраса хăваракан тата çав илеме ыттисем патне çитерекен, илеме курма-туйма вĕрентекен. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ выставкăри ĕçсемпе паллашнă май.
Выставкăна музей ертÿçи Татьяна Ермолаева уçрĕ. Пухăннисене художниксемпе, вĕсен ĕçĕсемпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр районăмăр 70 çул тултарнă вăхăтра паян хăнана килнĕ художниксем А. Брагина йĕркеленипе Ильинка тăрăхне пленэра (уçă сывлăша тухса ÿкерни) килни тата вĕсен çавăн чухнехи ĕçĕсем паян выставкăна тухни пирĕн ентеш районăмăра епле юратни пирки калать те.
- Сирĕн ĕçсемпе паллашни - чун эмелĕ. Тавах сире çакăншăн. Пирĕн районта вара илемлĕ вырăнсем сахал мар. Вĕсемпе паллашма эсир малашне те пленэрсене Муркаш тăрăхне тухасса кĕтетпĕр, - терĕ художниксене тав туса район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен тата туризм пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова.
- Сирĕн территорипе Атăл юхса иртни - Муркашсемшĕн пысăк телей. Мĕн чуль илем кунта. Пленэра килсен эпир çак илемпе çывăхарах паллашса ăна паян сирĕн ума кăларма пултартăмăр. Кашни ÿкерчĕкре пире хупăрласа тăракан çут çанталăк илемĕ: Атăл хумĕсем, çÿллĕ çырансем, палăк-юман, историпе халап вырăнĕсем, улăх-çаранпа çамрăк ĕшнесем, илемлĕ чечексем т. ыт. те. Шыв сикки мĕне тăрать тата! - аса илÿ çăмхине сÿтсе калаçрĕ А. Головинский художник.
Çакнашкал выставкăна уçма, художниксен ĕçĕсене куракансем патне илсе çитерме пулăшнăшăн Раççейри автор обществин членĕ Н. Федотов художник район администрацине тав турĕ.
- Аслисен тăрăшулăхĕ лайăх-ха, анчах пирĕн çамрăк ăру пирки те манас марччĕ. Вĕсем хушшинче те ÿкерес ăсталăхĕпе палăракан каччăсемпе хĕрсем пур. Çавсем валли те пленэр ирттернĕ пулсан пысăк ĕç пулĕччĕ, - сĕнÿпе тухрĕ И. Афанасьев художник.
Выставка уçăлчĕ. Унта кăларнă вун-вун ĕç - искусствăпа интересленекенсемшĕн паян куç умĕнче. Музея çитсе курăр - ÿкĕнмелле пулмĕ.
Выставка уçăлнă вăхăтра хамăр ентешпе А. Брагина художницăпа çывăхарах паллашма май тупрăм. Ÿкерме ăста Анна Васильевна калаçура та иккĕмĕш вырăна юлмасть. "Ачаллах ларма-тăма пĕлместтĕмччĕ эпĕ. Атте-аннене пулăшассинчен юлманнипе пĕрлех шкулта та яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрес килетчĕ: спорта та юрататтăм, юрлама-ташлама та çÿреттĕм, тĕрĕ кружокĕсенчен те юлмасттăм, çыхаттăм-çĕлеттĕм, аннепе тупăшса çăм арлама та вĕрентĕм. Кану вăхăчĕ тупăнсан урама тухаттăм та пĕр çĕре пухăннă арçын ачасем çине пăхса хамăн алă кĕçĕтни пирки пĕлтерсен вĕсемпе çийĕнчех пĕр чĕлхе тупаттăм. Никампа та вăрçман-ятлаçман, анчах маххă та паман", - терĕ манăн пĕлĕшĕм хăйĕн ачалăхĕпе интересленсен.
Анна Васильевна хăйĕн пĕрремĕш ĕçне те астăвать - "Вазăри чечексем" натюрморт. Хăй творчество ĕçне суйласа илнин никĕсĕнче ылтăн алăллă ашшĕн тÿпи пысăккине пытармасть художница.
- Хăш енпе ĕçлеме ытларах кăмăллатăр; - калаçăва çыхăнтарса ыйтатăп хайхискертен.
- Ĕçĕмсенче, хăвăрах асăрхарăр пулĕ, пейзажсемпе чечексем, ял пурнăçĕн сăнĕсем. Ĕçĕмре çакна суйласа илнĕренех пулĕ, пурнăçăмра та чечексем - манăн чи çывăх юлташсем. Вĕсемпе хутшăнни мана чунри йывăрлăхсене сирме, ĕçри ăнман кунсене çĕнме пулăшать. Хам халĕ аннепе пĕрле хулара пурăнатăп пулин те, çуралса ÿснĕ килĕме самантлăха та манмастăп. Унта кашни чÿрече сулли çинчех чечек ÿсет. Хулари хваттерте те сахал мар вĕсем. Çапла вара чечекĕн вĕçсĕр-хĕрсĕр илемĕ мана та мал туртăмлă пулма хистесе тăрать, - терĕ А. Брагина.
- "Манăçнă пÿрт" ("Заброшенный домик") ÿкерчĕк пирки мĕн калайратăр?
- Ку вăл - паянхи пурнăçăн пĕр кĕтесĕ. Чылай пĕчĕк ялта çамрăксем тăван кĕтесе юлманнипе пÿртсем хупăнасси патне çитсе тухрăмăр. Унта вĕлтĕрен-пиçен кашласа ÿсни мана çак ÿкерчĕк патне илсе çитерчĕ. Ашшĕ-амăш килне хисеп тăвакансем патĕнче çук ĕнтĕ кунашкалли. Анчах мĕн пурри çине те куç хупмасăр тăма çук, - терĕ художница.
Пирĕн ентешĕмĕрĕн ку выставки районти 3-мĕш тĕл пулу пулсан, хулара вĕсем ытларах та иртнĕ. Кунпа пĕрлех фитодизайн выставкисем те - куракансемшĕн яланах пысăк парне вырăнне. Анна Васильевна хăва хуллинчен япаласем çыхассипе те - чăн-чăн ăста. Ку ĕçсемпе вăл тĕрлĕ шайри выставкăсенче пулма ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕм Раççейри выставкăра 3-мĕш вырăна тивĕçни, регионсем хушшинчи выставкăра лауреат пулни пирĕн ентеш амăшĕ вĕрентнине самантлăха та манманнине çирĕплетет. "Пушшăн ан çÿрĕр. Пÿрте кĕнĕ чух мĕн илсе кĕмелли пирки шутлăр. Урама тухнă чух умри тĕллевсене уçăмлатăр. Паянхи ĕçе нихăçан та ырана ан хăварăр", - тетчĕ хĕрне амăшĕ Раиса Георгиевна.
А. Брагинăн Ригăра пурăнакан йăмăкĕ Валентина Латуна та художница-модельер тата дизайнер пулса ĕçлет.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: выставка уçма хутшăннă художниксем (сулахайран сылтăмалла): А. Головинский, И. Афанасьев, А. Брагина, Н. Федотов.