Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕ тимлĕхсĕр юлмĕ

14 января 2015 г.

 

Ял хуçалăхĕнче харпăр хăй вăйĕпе кăна ытла мала кайма йывăртарах пулĕ, аталану утăмне хăвăртлатассинче вара патшалăх пулăшăвĕ питĕ вырăнлă. Район шайĕнчи хуçалăхсемшĕн республикăпа федераци бюджечĕсенчен уйăракан пулăшу сисĕмли курăнать. Асăннă ыйту тавра тĕплĕнрех калаçма Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин эксперт специалисчĕ Ольга Макарова кăмăл турĕ.

- Ольга Витальевна, иртнĕ çулхи патшалăх пулăшăвĕн калăпăшĕ çĕр ĕçченне тивĕçтерчĕ-и;

- Тĕрлĕ дотаци, субсиди калăпăшĕ çителĕклипех пулчĕ тени вырăнлах мар пулĕ, укçа-тенкĕ вăл нихăçан та ытлашши мар вĕт. Ăратлă ĕне йышне тытма иртнĕ çул   район шайне 701 115 тенкĕ уйăрнă, вăл шутран республика шайĕнчен - 40 665 тенкĕ, федераци бюджетĕнчен - 660 450 тенкĕ. Пысăк продукци паракан ĕне йышне тытма 2 872 639 тенкĕ республика бюджетĕнчен куçарнă. Ăратлăх вăрлăхĕ туянма республика шайĕнчен 347 994 тенкĕ уйăрнă. Сĕт туса илсе сутлăха ăсатнăшăн иртнĕ çулта 3 492 099 тенкĕ субсидиленĕ. Çавăн пекех ытти отрасль аталанăвĕ валли те патшалăх пулăшу уйăрнă.

Пĕтĕмпе Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн аталанăвне   2 453,6 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1 620,5 миллион тенкĕ, республика шайĕнчен -   833,1 миллион тенкĕ.

Декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне вара республикăри çĕр ĕçченĕ патне           2 430 миллион тенкĕ çитнĕ, вăл шутран федерацирен - 1 614,9 миллион тенкĕ, республикăран - 815,1 миллион тенкĕ.

- Çĕнĕ çула кĕтĕмĕр. Вăхăт вара çур еннеллех туртăнать, умра - çурхи ĕçсене хатĕрленесси. Çĕр ĕçченĕшĕн кашни тапхăрĕ хумхануллă та пысăк тăкаклă. Кăçал тата патшалăх пулăшăвĕ мĕнле шайра пулĕ-ши;

- Кăçал ыррине ытларах шанас ĕмĕт пур. Патшалăх шайĕнче ку таранчченхи пулăшăва йăлтах сыхласа хăварма палăртнă.

- Пулăшни - пулăшманни мар, çапах та ытларах та ĕмĕтленес килет вĕт.

- Ку таранчченхисемсĕр пуçне çĕнĕлĕхсем вăя кĕртме палăртнă, апла пулсан тăрăшмалла та тăрăшмалла. Енчен те ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем материалпа техника базине çĕнĕрен йĕркелеме е анлăлатма, модернизацилеме кăмăл тăваççĕ пулсан, вĕсене 5 миллион тенкĕлĕх грант уйăрма палăртнă.

Чăваш Республикинче селекципе вăрлăх туса илес ĕçе аталантарас тĕлĕшпе вăрлăх завочĕсем çĕклессинче, вăрлăхпа селекцин материалпа техника базине модернизацилессинче 7 миллион тенкĕ чухлĕ тĕрев парĕç. Çÿлерех асăннă енсемпе ĕçлеме Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви тĕллевлĕ программăсем хатĕрлесе хушма укçа-тенкĕ илес тĕлĕшпе Раççей шайне янă, федерацинчен пулăшу кĕтме шанăç пулĕ.  

Унсăр пуçне Раççей Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ проектсем тăрăх кăçал Чăваш Республикине федераци шайĕнчен 148 202 пин тенкĕ уйăрма палăртнă: вăл шутра ăратлă выльăх-чĕрлĕх отрасльне тĕрев пама - 31 745,7 пин тенкĕ (иртнĕ çулхипе 124,4 процент), мăйракаллă шултра выльăхран аш-пăш туса илессине пулăшма - 37,4 пин тенкĕ (96,9 процент), сĕт туса илсе сутлăха ăсатассине субсидилеме - 17 485,4 пин тенкĕ (29,8 процент), элита вăрлăхĕпе ĕçлессине тĕрев пама 14 986,5 пин тенкĕ (140,6 процент), нумай çул ÿсекен улма-çырла йывăççисене лартма, пăхма тăкакланнине саплаштарма 2 798,4 пин тенкĕ (317,5 процент), кивĕ садсене тăпăлтарса тасатма тата унти ытти ĕçе пурнăçласа тăкакланнине саплаштарма 102,2 пин тенкĕ (88,8 процент), ÿсен-тăран отраслĕнче тĕрлĕ тĕрев пама 81,046,4 пин тенкĕ (малтанхи лимитăн 100,7 проценчĕ).

- Агропромышленность комплексне тĕрев пама кăçалхи çул республика бюджетĕнче мĕн чухлĕ укçа уйăрма палăртнипе кăсăкланас килет;

- Ял хуçалăх производствине пулăшма кăçалхи çул республика шайĕнче 807 210,2 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

- Ольга Витальевна, районти пуçаруллă фермерсем грантсене тивĕçсе харпăр хăй ĕçĕсене анлăлатма майсем тупрĕç, хушма ĕç вырăнĕсем те йĕркелерĕç. Ытти фермерсен шанăçне малашне сÿнме памĕç-и патшалăх шайĕнче;

- Пуçаруçăсен ĕçне яланах ырламалла кăна. Çÿлерех асăннă цифрăсем те вĕсенче шанăç çуратма тивĕç. Самантпа усă курса çакна палăртса хăваратăп. Январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикин "Агро-Инноваци" хысна унитарлă предприятийĕ фермер ĕçĕнче пуçламăш утăмсем тăвакансене "Фермер ĕçне пуçăнас текенсене пулăшасси" тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене "Çемье фермине аталантарасси" енсемпе консультаци ирттерме пуçлать. Кăмăл тăвакансем çак адреспа кайма пултараççĕ: Шупашкар хули, Уруков урамĕ, 17А çурт, 2-мĕш хут, телефон: (88352) 45-93-26.

Р. Илларионова калаçнă.            

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика