14 января 2015 г.
- Сергей Владимирович, иртнĕ çул сирĕншĕн мĕнпе паллă пулчĕ?
- Иртнĕ çул паллă ĕçсемпе асра юлĕ. Вĕсенчен пĕри - Муркаш район прокуратури Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин прокуратурисен структурин подразделенийĕ шайĕнче вăйра тăнăранпа 70 çул çитнине паллă туни. Асăннă орган йĕркеленнĕренпе вăхăчĕ чылай иртрĕ, унăн тĕп тĕллевĕ вара малтанхи пекех çирĕп.
- Граждансем сирĕн пата мĕнле ыйтусемпе пыма пултараççĕ?
- Пирĕн ĕçри тĕп утăм - граждансен прависене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлесси, коррупципе çивĕччĕн кĕрешесси тата ытти йĕркесĕрлĕхе аталанма парас марри. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата пенси сферинчи, ĕç сыхлавĕнчи саккунлăха кулленхи тимлĕхре тытатпăр. Иртнĕ çул çавăн йышши йĕркесĕрлĕх тĕлĕшпе 318 асăрхаттару тăратнă, суда 169 заявлени ăсатнă. Граждансене саплаштарма тĕрлĕ шайран суд йĕркипе 4,5 миллион тенкĕ шыраса илмелле тунă. Ашшĕ-амăш тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннисенчен 370 пин тенкĕ ытла алимент шыраса илнĕ.
Прокуратура йĕркене пăсакансене саккунлăх чи çÿллĕ шайра пулмаллине тата ăна кирек хăш тăрăхрине пăхмасăр яланах пăхăнмаллине çирĕплетсе парать. Çакна тĕпе хурса ку орган Конституцире çирĕплетнĕ кашни енĕн саккунлă прависене туллин хÿтĕлет. Палăртса хăваратăп, йĕркене пĕтĕмĕшле пăхăнасси мĕнле пурнăçланнинче прокуратура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Пирĕншĕн вара пурте пĕр тан: пуçлăх-и вăл е ахаль çын - йĕркене пăснă пулсан кашни çыннăн ответ тытмалла.
Граждансен прокуратура органĕ яланах саккунлăх хуралĕнче пулнине асра тытмалла, тĕрĕслĕх шырама именмелле мар, çавăн пекех тĕрлĕ йĕркесĕрлĕх пирки информацие вăхăтра пĕлтермелле. Çавăн чухне кăна пĕрлехи тăрăшулăхпа саккунсăр ĕçе ура хума май килĕ.
Истори ахрăмĕнчи тĕрĕсмарлăха хирĕç тăрассинче прокуратура органне йывăрлăх тивнĕ тапхăр та пулнă. Прокурорсемпе следовательсем саккунсăр репрессисене хирĕç тăнă, анчах та каярах хăйсем те шар курнă чылай факт çирĕплетме пулать. Политика репрессийĕсене пула инкек тÿснисен реабилитаци процесне шăпах прокуратура органĕ ирттерет.
- Коррупци пирки сăмах пуçарни ахаль мар, ку ыйту хальхи вăхăтра уйрăмах актуаллă. Ку тĕлĕшпе мĕн каланă пулăттăр эсир?
- Коррупципе кĕрешессинче прокуратура органĕ пысăк вырăн йышăнать. Коррупци сĕмĕллĕ утăмшăн должноçри икĕ ĕçчене административлă ответ тыттарма тиврĕ. Район прокуратурин тĕрĕслевĕ тăрăх пĕр ертÿçĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçартăмăр.
- Тавах калаçушăн. Сирĕн коллектив ĕçе чунпа парăннă çынсене пĕрлештерет. Район прокуратури малашне те хăй тивĕçне туллин пурнăçласса шанăпăр. Саккунлăха сыхласси яланхиллех тĕп вырăнта пултăр. Професси уявĕпе сире тепĕр хут саламласа çирĕп сывлăх сунатпăр.
Р. Илларионова
калаçнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.