14 января 2015 г.
Çĕнĕ çул пире кашнинех савăнăç, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт, малашлăх планĕсем парнелет. Кивĕ çула хыçа хăварнă май вара вăл саншăн уйрăмах мĕнпе асра юлни пирки аса илсе шухăшлатăн. Çулталăк хушши кĕске вăхăтах та темелле мар. Çав хушăра пирĕнтен кашнийĕнех тен ĕмĕрлĕхех асра юлмалли самантсем те пулма пултараççĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах утăмлать вĕт-ха.
Район шайĕпе илес пулсан та пурнăç урапи малаллах куснине пурте курса тăратпăр. Ял хуçалăх продукцине туса илесси унчченхи шайран ÿснĕ-и, промышленноç предприятийĕсем тухăçлăрах ĕçлеме тытăннă-и, çĕнĕрен çурт-йĕр, производство е ытти социаллă объект хута янă-и, е тата ытти те - çакă вăл пĕтĕмпех пурнăç малалла аталанса пынипе, апла пулсан çынсен пурнăç шайĕ лайăхланса пынипе çыхăннă. Пирĕн район пурнăçĕнче те хыçа юлакан 2014 çулта кун пек асра юлмалли пĕлтерĕшлĕ самант сахал мар пулчĕ. Аса илер-ха вĕсене тепĕр хут.
* * *
Малтанах çавна палăртса хăварар. 2014 çул Культура çулталăкĕ пулчĕ. Çавна май районта Культура çулталăкне, тăван район çыннисен культурине, йăли-йĕркине халалланă мероприяти сахал мар иртрĕ. Çак ĕç çулталăк тăршшĕпех пулса пычĕ.
* * *
Çулталăк юбилейсемпе пуян пулнине ниепле те палăртмасăр май çук. Пирĕншĕн пуриншĕн те чи пысăк пĕлтерĕшли те палăрăмли вĕсенчен - Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитни. Район юбилейĕпе çыхăннă пуян та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем те çулталăк тăршшĕпех тăсăлчĕç, вĕсем кашни сферăрах иртрĕç. Районăмăр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă 1944 çулта йĕркеленнĕ пулсан, çав çулах район пурнăçĕпе çыхăннă ытти тĕрлĕ структура подразделенийĕ те ĕçлеме тытăннă. Çавна май районпа пĕрлех 2014 çулта районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат, прокуратура, район сучĕ, Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕ, Муркашри линипе техника цехĕ, Раççей Перекет банкĕн Муркашри хушма офисĕ тата ыттисем хăйсен 70 çулхи юбилейĕсене паллă турĕç. Районти чи пĕрремĕш шкулсем - Муркаш тата Чуманкасси шкулĕсем вара хăйсен 130 çулхи юбилейĕсене уявларĕç.
* * *
Китай Халăх Республикипе тытакан çыхăнусем çирĕпленсе пыраççĕ. Ытларах ку çыхăнусем культура енĕпе йĕркеленнĕ. Районта Китайри Гуйчжоу провинцийĕн делегацийĕ пулса курчĕ. Хăнасем Мăн Сĕнтĕрти информаципе культура центрĕнче Муркашсене хăйсен пысăк та пуян концерт программипе савăнтарчĕç. Малашне те хутшăнусене аталантарса пыма палăртаççĕ.
* * *
Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем Чăвашпотребсоюз шайĕнче кăна мар, Раççей шайĕнче те ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисен шутĕнче. Асăннă райпосен суту-илÿ предприятийĕсем ваккăн тавар сутассипе тавар çаврăнăш планĕсене уйăхран уйăха, çултан-çул ÿстерсе пыраççĕ кăна мар, халăхран сĕт, ытти продукци йышăнассипе те пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлаççĕ, çĕнĕ суту-илÿ предприятийĕсем ĕçе кĕртеççĕ. Акă Муркаш райповĕ 2014 çулта Муркашри хуçалăх таварĕсен магазинне пристрой туса самай анлăлатрĕ, Шарпашра, Кашмашра куллен кирлĕ таварсен çĕнĕ магазинĕсене уçрĕ.
* * *
2014 çул пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе чăннипех те ăнăçлă çул пулчĕ. Мăн Сĕнтĕрте "Чувашагроинвестстрой" ЗАО строителĕсем ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем валли 15 хваттерлĕ çурт, "ПМК "Водоснабжение" ООО строителĕсем ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансем валли 51 хваттерлĕ çурт хута ячĕç.
Хуçалăхсем хушшинчи Моргаушская строительство организацийĕ пурăнмалли çурт-йĕр чылай çĕклет. Москакассинче 3 хутлă, Муркашри Парковая урамра 5 хутлă нумай хваттерлĕ çуртсем хута кайрĕç. Çурт-йĕр тăвас ĕçсем малалла пыраççĕ.
* * *
"Ханты-Мансийскдорстрой" ОАО пысăк реконструкципе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн М-7 "Волга" Мускав - Владимир - Чул хула - Хусан - Ĕпхÿ автомобиль çулĕн Муркаш районĕн территорийĕнче вырнаçнă 613Ç000 - 623Ç 500 километр лаптăкне, Москакасси тĕлĕнчи кĕперлĕ çул юпленĕвне хута ячĕ.
* * *
2013 çулта модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ Шомикра хута кайнăччĕ, 2014 çулта кун пек объект Хорнуй ял тăрăхĕнчи Мăн Шаптак ялĕнче ĕçе кĕчĕ.
* * *
Орининти "Золушка" ача садĕнче пĕчĕккисем валли 20 вырăнлă çĕнĕ ушкăн уçăлчĕ.
* * *
Районта предпринимательство ăнăçлă аталанать. 2014 çулта Муркашра "Bestoil" çĕнĕ автозаправка станцийĕ, автомашинăсене техосмотр тăратмалли пĕрремĕш станци, шăл сиплевĕн "Современная стоматология" клиники тата унăн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕ уçăлчĕç.
* * *
Хăйсен ĕçне пуçăнас текен пуçаруллă çынсене патшалăх грантсем уйăрса парса пулăшать. Кун пек грантсене 2014 çулта Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Дмитрий Пайков тата Шетмĕпуçĕнчи Любовь Волкова тивĕçрĕç.
* * *
Эпир ĕçлеме пултаратпăр. Районти 7 ял хуçалăх предприятийĕ республикăри чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен шутне кĕме пултарчĕ.
* * *
Энергие перекетлессипе тата энергетика эффективлăхне ÿстерессипе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Муркаш районĕ республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
* * *
Обществăлла финанссемпе ĕçлессипе 2013 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш районĕ республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсем хушшинче 2-мĕш, "Бюджет тăкакĕсене пысăк пахалăхпа йĕркелесе пырасси" номинацире Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
* * *
Инвестицисемпе мĕнле усă курнине тишкернин рейтингĕнче республикăри муниципалитетсем хушшинче район 2-мĕш вырăн йышăнчĕ - 573,3 пин тенкĕ субсидие тивĕçрĕ.
* * *
Москакассинчи вăтам шкулта тата кунти "Колокольчик" ача садĕнче модульлĕ газ котельнăйĕсем хута кайрĕç.
* * *
Федерацин яллă вырăнсене аталантарассин тĕллевлĕ программипе Ярапайкасси ял тăрăхĕ 1 млн. та 325 пин тенкĕ гранта тивĕçрĕ.
* * *
38 çамрăк çемьене пурăнмалли çурт тума е хваттер туянма социаллă тÿлев свидетельствисемпе тивĕçтернĕ, федераци тата республика программисемпе 11 çамрăк специалист, 12 çамрăк çемье, 7 граждан, вăрçă ветеранĕсем 6-ăн патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.
* * *
Районта спорт ăмăртăвĕсем чылай иртеççĕ. Пирĕн спортсменсем хăвăрт утассипе Раççей чемпионĕсем пулса тăни - пысăк çитĕнÿ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Ударник" хуçалăха чылайранпа ăнăçлă ертсе пынă П.П. Давыдов ячĕпе ăмăрту пуçласа йĕркелерĕç.
* * *
Муркаш районĕн икĕ проекчĕ тата Шупашкар районĕн пĕр проекчĕ федерацин "Развитие внутреннего и въездного туризма в Российской федерации (2011 - 2018 годы)" тĕллевлĕ программине кĕме пултарчĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен 591 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă.
* * *
Октябрĕн 18 - 24-мĕшĕсенче районта чрезвычайлă лару-тăру пулчĕ. Пăрлă çумăр çунине пула электролинисем татăлчĕç, юпасем сахал мар ÿкрĕç, йывăçсем хуçăлчĕç, чылай ялта çынсем электричествăсăр юлчĕç. Вăхăтлă пулăшу пулнипе тата пĕрлехи вăйпа çут çанталăк инкекне пĕр эрне хушшинче пĕтĕмпех сирме май килчĕ.
* * *
Çулталăк вĕçлениччен Муркашри шкул çулне çитмен ача-пăчапа вĕсен ашшĕ-амăшне вара Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Хĕл мучи пысăк парне туса пачĕ. Лицей пулнă çуртра пысăк реконструкципе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн "Елочка" ача сачĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.