Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне

14 января 2015 г.

 

Хыçра - Культура çулталăкĕ. Вăл пирĕншĕн чылай паллă ĕçпе асра юлĕ. Асăннă сферăра район, республика шайĕнче тĕрлĕ çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Чăваш Ен ялĕсенчи 184 культурăпа кану учрежденине юсани кăна мĕне тăрать. Чылайăшне çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă, ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме пултарнă, автомобиль тивĕçнĕ учреждени те çук мар, грант витĕмĕпе те материалпа техника бази çĕнелчĕ. Акă районти хăш-пĕр культура учрежденийĕ те çĕнĕ тум тăхăнма тивĕçрĕ. Тен хăшĕ-пĕриншĕн çакă çителĕксĕр пек те туйăнать пулĕ, çапах та туни сахал мар.

2015 çул Раççейре - Литература çулталăкĕ. Культурăран литература анине куçни питех те çураçуллă та вырнаçуллă. "Нарспи" поэма авторĕ К.В. Иванов çуралнăранпа   кăçалхи майăн 27-мĕшĕнче 125 çул тултарнине шута илсен пушшех те. Сумлă калемçĕн культура несĕллĕхĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна ĕмĕрлĕхе асра хăварас тесе тата обществăна литература енне тимлĕх уйăрттарас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2015 çула республикăра К.В. Иванов çулталăкĕ тесе йышăннă.

- Çак йышăну пирĕншĕн, культура ĕçченĕсемшĕн, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Черетлĕ çулталăка халалласа чылай мероприяти ирттерме палăртрăмăр, хăшĕ-пĕри вăя кĕчĕ те ĕнтĕ. Ку указ пурнăçланни уйрăмах çитĕнекен ăрăвăн культура вăй-хăватне ÿстерме, пирĕн çĕр-шывăн историпе культура несĕллĕхне сыхласа хăварма, регионсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме тата Чăваш Республикин ят-сумне ÿстерме май памалла тесе шухăшлатăп эпĕ, - терĕ сăн ÿкерчĕкри Оринин ял библиотекин ертÿçи Екатерина Захарова.

Р. Илларионова

сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика