13 февраля 2013 г.
Иртнĕ çул районти промышленноç предприятийĕсем 2223, 9 млн тенкĕлĕх продукци кăларнă. Кунта уйрăмах «Çеçпĕл» предприяти ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл иртнĕ çул 1 млрд та 602 млн та 610 пин тенкĕлĕх продукци реализациленĕ. Çакă районти промышленноç предприятийĕсем кăларнă продукцин 74 проценчĕ пулать.
Çак компание Чăваш Республикинче 1991 çулта йĕркеленĕ, Муркаш районĕнчи производство лаптăкне вара 1992 çулта хута янă. Кунти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле Владимир Бакшаев ертсе, йĕркелесе пырать. Район уявĕ умĕн эпĕ асăннă предприятин тĕп инженерĕпе Валерий Индубаевпа тĕл пулса калаçрăм, çавна май кунти производствăпа паллашрăм.
«Çеçпĕлте» - тăван енре
«Çеçпĕл» тивлечĕпе районти çĕр-çĕр çын ĕç вырăнĕллĕ пулчĕ. Кунта манăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене илсе кăтартас килет: «Çынсем тăван енре пурăнччăр, тăван çĕрĕ çинче хăйсене йĕркеллĕ те хăтлă туйччăр. Çынсене хăйсен килĕнче, тăван çĕрĕ çинче йĕркеллĕ пурăнма майсем туса памалла».
Çапла вара кунран-кун аталанса пыракан производствăра паянхи кун тĕлне 500 çын тăрăшать. Кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕ. Кунта автоцистернăсем ăсталакансемсĕр пуçне çурт-йĕр таврашĕнче юсав ĕçĕсем ирттерекенсем, тĕрлĕ оборудование вырнаçтаракансем, вĕсене кирлĕ шайра тытса тăракансем, кадрсене вĕрентсе пыракансем тата ытти ĕçе йĕркелекенсем пур. Вĕсен пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи калапăшĕ 32 пин тенкĕпе танлашать.
Тĕпре – тĕнче стандарчĕ
Асăннă производство тĕнчери пахалăхăн стандарчĕсене тĕпе хурса экономикăн тĕрлĕ секторĕ – транспорт, строительство, ял хуçалăхĕ, нефтьпе газ комплексĕ, хими, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç тата Оборона министерстви – валли ятарлă цистернăсем тăвать. Иртнĕ çул 869 цистерна хатĕрлесе тĕрлĕ региона ăсатнă. Халĕ уйăхра 110 издели хатĕрлеççĕ. Саккассен пуххи вара питĕ нумай. Тирпейлĕ тата виçеллĕ, энерги перекетлес, хутса ăшăтас, инфратытăма тытса тăрас тăкакасене пĕчĕклетесси – яланхи тимлĕхре. Цехсенче çĕнĕ йышши çутăпа усă кураççĕ. Çутă шайĕ пысăк, анчах та ыттисемпе танлаштарсан икĕ хут укçа-тенкĕне перекетлеме май парать. Кунта ĕçе кĕртнĕ хальхи электронлă хÿтĕлев системи Германирипе пĕр шайрах.
«Çеçпĕл» Хĕвел Анăç Европăри чи вăйлă брендсемпе пĕр рете тăнă. Хăш-пĕр позицире вăл чи малтисен шутĕнче. Чăваш логотипĕллĕ цистернăсене вара Раççей автотрассисем çинче кăна мар, ют çĕр-шывсен çулĕсем çинче те курма пулать: Швеци, Монголи, Куба тата ытти те.
Хăшне-пĕрне тĕлĕнмелле пек те туйăнать пулĕ. Акă, тĕслĕхрен, тиев турттармалли прицепсен чашăкĕсене кунта пĕтĕмпе те 7 минутра хатĕрлеме май килет. Ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе усă курни продукци пахалăхĕ тата калăпăшĕ çине пысăк витĕм кÿрет, ĕçе палăрмаллах хăвăртлатать. Кунти хăш-пĕр технологи тĕнче шайĕнче те сахал. Малтанхи çулсенче цистернăн пĕр çĕввине тума 8 сехет кайнă пулсан, çĕнĕ технологипе ăна халĕ 8 минутра ăсталаççĕ. Çавăн пекех сварка тунă чухнехи сиенлĕ хутăшсем тухасси те палăрмаллах чакнă.
Кунта усă куракан йышши технологипе пысăк хăвăртлăхлă çар карапĕсем (Боинг Дельта, Спейс Икс) тунă çĕрте усă кураççĕ. Пĕрремĕш пусăмри Спейс Шаттл карапăн çунтармалли-сĕрмелли цистернисене те çакăн евĕрлĕ технологипе ăсталанă иккен. Апла пулсан çак кăткăс ĕçе пурнăçа кĕртнинче «Çеçпĕл» предприятие пионер теме пулать.
Продукци ăсталамалли материал çийĕсене çусенчен тасатма пысăк пусăмпа килекен шывпа усă кураççĕ, вăл 1000 атмосферпа танлашать. Иккĕмĕш квартал вĕçне хатĕр продукцие сăрлас умĕн çуса тасатмалли автомойка вырнаçтарса пĕтереççĕ. Производство аталанăвĕнче энерги перекетлекен хăйне евĕрлĕ инноваци оборудованийĕ вырнаçтарни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пахалăха çÿллĕ шая çĕклет те. Хатĕр продукци пахалăхне кунта компьютер мелĕпе, лазер пулăшăвĕпе тата ытти енпе çирĕп тĕрĕслеççĕ. «Çеçпĕлтен» пахалăхсăр продукци пачах та тухмасть. Çавăн пек халĕ кунта «Промтрактор-Вагон» предприятипе пĕрле пĕрчĕллĕ продуктсем турттармалли вакунсем туса кăларас инновациллĕ проектпа ĕçлеççĕ.
Алюминии – паха йышши материал
Кивĕ цехсенче цистернăсене хĕç тимĕртен тунă, халĕ çĕнĕ цехсенче вара алюминирен ăсталаççĕ. Ку материалăн хакĕ пĕчĕк мар пулин те, паха енĕсем чылай. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, алюмини йывăрăшĕ пĕчĕк, чылай çула пырать, тутăхмасть тата ытти те. Хăй пахалăхне чакарман продукцие туянакан та кăмăллать. Унран ăсталанă цистерна 25 çула чăтать. Палăртмалла, вăл тапхăрта вара автомашина хăй те кивелет. Алюмини çăмăл пулнипе тиев калăпăшне самай пысăклатма пулать, çапла майпа сĕрмелли-çунтармалли материал та перекетленет. Алюминирен тунă продукцие пăрахăçа кăларсан та иккĕмĕш хут усă курма пулать. Акă, тĕслĕхрен, хурçăран тунă пĕр маркăллă цистерна 8840 килограмм чухлĕ таять. Çавăн йышшиех алюминирен ăсталани – 4250 килограмм. Иккĕшĕн хушшинче пысăк уйрăмлăх пулчĕ, ăна 220 ĕç кунĕ (рейс) çине хутласан 1000 тонна пулать е çавăн чухлĕ пĕр çулталăкра тÿлевсĕр тиев пурнăçланать. Тĕнчипе те кун пек цистернăсем хатĕрлекенсем сайра. Кунта Швейцарире, Америкăра, Италире туса кăларнă хальхи çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă.
90-мĕш çулсенче çуралнă, йывăрлăхсене çĕнтернĕ
Чи малтанхи утăм вара «таса хутран таса уйра» пуçланнă. Паллах, йывăрлăхсем те самай пулнă. Иртнĕ тапхăра вара «Çеçпĕл» предприятин тĕп инженерĕ Валерий Иванович çапларах аса илет:
– Бизнес ăнлав вăл тапхăрта питĕ тÿрккес те кăнттам пулнă. Налукçăсем вара хăйсен килне пынă евĕрех пырса кĕретчĕç. Мĕн чухлĕ илес тенĕ, çавăн чухлĕ илетчĕç. 1991 çулта пире пĕр сăлтавсăрах миллион тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Вăл вăхăтра вара Шупашкар хулинче хваттер 14 пин тенкĕпе туянма май пулнă. Çакă пире еплерех çапса хуçни кашни çыннах ăнланмалла пулĕ.
Кулленхи ĕç-хĕле хăй вăхăтĕнче пĕтĕм тĕнчери кризис чăрмав кÿнĕ пулин те кунта коллектив ураран ÿкмен. Вăл тапхăрта хăш-пĕр производство линийĕсене вăхăтлăх хупма та тивнĕ.
2009 çулти кăрлач уйăхĕнче производство пĕтĕмпе те икĕ цистерна туса кăларасси патне анса ларнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене вăхăтлăх ĕçе явăçтарма пулăшнă, патшалăх хута кĕнипе кредит илнĕ. Çапла майпа производствăна кăна мар, коллектива, ăста специалистсене упраса хăварнă. Çак тапхăрта туса кăларнă продукци ассортиментне 70 процент таран анлăлатнă, халĕ вара кунта тулли хăватпа тăрăшаççĕ. Ку тапхăрта чылай предприяти кризис тĕрĕслевне тÿсеймесĕр тĕп пулчĕ, анчах çав кризисах хамăр çĕр-шыв производствине шанăç пачĕ, тĕслĕхре – «Çеçпĕл».
Сывлăш çавăрса ямалли самантпа предприятире конкуренцие тÿсекен çĕнĕ изделисем хатĕрлеме, продукци ассортиментне анлăлатма усă курнă. Ростехнадзор ирĕк панă хыççăн завод хими хутăшĕсем, шĕвĕ газ, çавăн пекех тĕксĕм тата çутă нефть продукчĕсем турттармалли цистернăсем кăларма тытăннă. Çавна май вĕсене туянакансен йышĕ тăруках анлăланнă, вĕсемпе хими комбиначĕсем, нефть кăларакан тата ăна тирпейлекен компанисем кăсăкланма пуçланă. Шăпах вĕсем паян саккасен 80 процентне йышăнаççĕ. Юлашки çулсенчи пысăк саккассенчен пĕри – «Мордовцемент» компани. Иртнĕ çул акă производство лаптăкĕнче 72 метр сарлакăш, 60 метр тăршшĕ çĕнĕ цех çĕклерĕç, кĕçех кунти агрегатсем хута каймалла.
Çынсем вырăнне – роботсем
Кунта халĕ çынсен ĕçне роботсем пурнăçлама пуçларĕç. Пĕрремĕшне вырнаçтарнă та ĕнтĕ, вăл лазер пайăркипе хăй тĕллĕнех тимĕр касать. Иккĕмĕшĕ вара хатĕр продукцие – цистернăна сăрлать. Çапла аталанать, вăй илет «Çеçпĕл».
Р. ИЛЛАРИОНОВА.