13 февраля 2013 г.
Муркаш сăн-сăпачĕ çултан-çул илемленсе пырать. Нумай хваттерлĕ илемлĕ çуртсем ăшă çумăр хыççăнхи кăмпа евĕр умлă хыçлă çĕкленеççĕ. Строительство ĕçĕ малашне те çак шайрах аталансан район центрĕ кĕçех хула шайне те çĕкленĕ, тепĕр тесен вăл халĕ те пур енлĕ ăнăçлă. Унччен кунта икĕ хутлă çуртсем пулнă пулсан, халĕ ытларах 3 – 4 хутлисем вăя кĕреççĕ, вĕсем йăлтах паянхи пурнăç ыйтăвне тивĕçтерекеннисем – çĕнĕ йышши технологипе пурнăçланисем. Кунта вара МСО "Моргаушская" акционерсен хупă обществин тÿпи питĕ пысăк. Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче вăл паллă вырăн йышăнать.
Асăннă организацин генеральнăй директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, райадминистраци пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн членĕ, предпринимательсен канашĕн ертÿçи Владислав Семенов кунти ĕç-хĕлпе паллаштарма кăмăл турĕ.
– Владислав Николаевич, иртнĕ çул сирĕншĕн ăнăçлă çул пулнăн туйăнать. Эсир халĕ районти предприятисем хушшинче малтисен ретĕнче.
– Организаци коллективĕн пĕрлехи тăрăшулăхĕ район сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарма пултарни вара питĕ кăмăллă, çакăнтан пирĕн тĕп ĕç-хĕл курăнать те. Строительсен коллективĕн тĕп тĕллевĕ – район ăнăçлăхĕшĕн ĕçлесси, çынсене пысăк пахалăхлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси, çакăнпа çыхăннă ытти ыйтăва çăмăллатма пулăшасси.
Граждансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Раççей Президенчĕ тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тĕрлĕ программа кăларчĕç. Çак программăсем районта туллин вăя кĕрсе пыраççĕ. Çавна май районти çамрăк çемьесем, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем тата ытти категорири граждансем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе, субсидисемпе усă курса çурт-йĕрлĕ пулаççĕ. Акă Раççей тата Чăваш Республики шайĕсенчен уйăракан амăш (çемье) капиталĕ те çамрăк çемьесемшĕн питĕ меллĕ. Унпа усă курса хваттерлĕ пулакансем сахал мар.
Малтанхи çулсенче вара пире кризис самай чăрмав кÿчĕ, çавна май организаци пачах та тупăшсăр ĕçленĕ тапхăрсем те пулнă. Хамăр тăкаклă ĕçленĕ, çапах та çурт-йĕр çĕклес ĕçе районта чарса лартман, строительство калăпăшне те чакарман. Çакă эпир тупăш тăвассишĕн кăна мар, район аталанăвĕшĕн, сăн-сăпачĕшĕн, çынсен ыйтăвне тивĕçтерессишĕн тулли хăватпа ĕçленине тепĕр хут çирĕплетет. Чи пĕлтерĕшли вара – çурт-йĕрлĕ пулас текен çын çĕнĕ хваттерте хăйне ăшă те меллĕ туйни. Маларах асăннă финанс кризисĕн йывăр вăхăтне эпир хыçа хăвартăмăр тесе шухăшлатăп. Халĕ пирĕн патра шăпах çак тапхăра чăтса ирттернĕ пултаруллă та тÿсĕмлĕ 49 çын ĕçлет. Вĕсен пĕрлехи тăрăшулăхне кура районта строительство ĕçĕ ăнăçлă юхăмпа пырать. Тĕрлĕ специалистлă коллектив пĕр объект вĕçне тухичченех теприне пуçлать, эпир ĕçсĕр лармастпăр. Нумай хваттерлĕ çурт никĕсне хывнă хыççăн ăна туянас текенсене те явăçтаратпăр.
Акă Парковая урамах илер-ха, еплерех сăн-сăпат кунта. Газосиликат блоксем, кантăк пакетсем, хваттерсене кашнине уйрăммăн хутса ăшăтасси – йăлтах паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекеннисем. Хваттер тăвассипе кăна тимлеместпĕр эпир, ача-пăча вылямалли тÿремсем те тăватпăр.
Иртнĕ çул эпир çынсене алă ытла хваттерпе тивĕçтертĕмĕр, çĕнĕрен икĕ çурт хута ятăмăр. Ĕçлекенсене вăхăтра шалу тÿлетпĕр. Унсăр пуçне социаллă тÿлевсем вăйра тăраççĕ. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 16 пин те 858 тенкĕпе танлашать.
– Хваттерсĕр пуçне эсир мĕн сĕнме тата мĕнле услугăпа тивĕçтерме пултаратăр?
– Çавăн пекех пирĕн строительсем районти хуçалăхсен, организацисен, уйрăм çынсен çурт-йĕрне тĕпрен çĕклеме, юсама, реконструкци тума пулăшаççĕ. Унсăр пуçне хăватлă, ятарлă техникăпа – кранпа, экскаваторпа тата ыттипе тивĕçтеретпĕр.
Р. Илларионова.