Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм çулĕпе çирĕппĕн утать

13 февраля 2013 г.

Муркашри кирпĕч заводне 2006 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Владимир Тукмаков директор ертсе пырать. Халĕ асăннă завод ÿсĕм çулĕпе çирĕп утать, çакна вĕсен ĕç кăтартăвĕ те çирĕплетет, кунти хатĕр продукцие туянакан та йышлă. Çавна май район экономикин аталанăвĕнчи тÿпи те сумлă. Эпĕ пынă самантра та пысăк тиевлĕ автомашина вĕçсĕр-хĕрсĕр ларатчĕ, пĕр-пĕр пысăк завод тейĕн. Кунти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле вара директор çумĕ Юрий Петров ăнăçлă йĕркелет. Вăл çапларах каласа пачĕ:

– Пирĕн тĕллев – пуçаруçăсен ĕçне малашне те тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пырасси. Продукципе тупăш калăпăшне татах та ÿстересси, завод ятне çÿлтен çÿле çĕклесси ялан тĕп вырăнта тăрать. 40 çул хушшинче лайăххи те, япăххи те пулнă, йăлтах чăтса ирттертĕмĕр. Эпир халĕ – ÿсĕм çулĕ çинче. Тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе паянхи кун пирĕн коллективăн тулли хăватпа ĕçлеме майсем çителĕклĕ. Пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыратпăр. Тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан çĕнĕ автомат вырнаçтартăмăр. Кунта ĕçлекенсене турттарма автомашина туянтăмăр. Çавăн пекех çитес вăхăтра татах тепĕр çĕнĕ техника туянасшăн. Малтанхи çулсенче заводра йăлтах алă вăйĕпе тăрăшнă пулсан, паян автоматизаци мелĕ пуç пулса тăрать. Çакă, паллах, тупăш илессинче, кунта ĕçлекенсен вăй-хăватне, сывлăхне сылассинче те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

2006 – 2008 çулсенче пирĕн производство ăнăçлă аталанчĕ. Анчах та тĕнчери экономикăпа финанс кризисĕ пире те ура хучĕ. Çавна май продукци хатĕрлесе сутасси самай чакрĕ, унпа пĕрлех – услам илесси те. Астăватăр пулĕ, вăл тапхăрта, пĕтĕмĕшле илсен, строительство ĕçĕ вăхăтлăх чарăнчĕ. Пирĕн тĕп продукци вара шăпах çавăнта каймалласкер, сутăнайманнипе тупăш параймарĕ. Çавăнпа та пĕр кăмакана вăхăтлăха чармалла пулчĕ, унпа пĕрлех ĕçлекенсен йышĕ те палăрмаллах чакрĕ.

Экономикăпа финанс кризисĕччен заводра 186 çын тăрăшнă. Паянхи кун тĕлне 152-ĕн вăй хураççĕ, иртнĕ çул 118-ăн пулнă. Çуллахи вăхăтра шкул ачисене те явăçтаратпăр. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем кĕскетнĕ ĕç кунĕпе ĕçлеççĕ, кирпĕч сортлаççĕ. Кунта тимлекенсен вăтам ÿсĕмĕ хĕрĕх çула яхăн. Апла пулсан пысăк тухăçпа тăрăшмалли коллектив теме пулать. Хăй вăхăтĕнчи йывăр тапхăр коллектива пысăк парăм умне тăратрĕ, паянхи кун тĕлне вара заводăн парăм пачах та çук.

Икĕ кăмака тулли хăватпа ĕçлет, пирĕн продукцие туянакан яланхи клиентсем йышлă. Хатĕр кирпĕч картишĕнче сутăнмасăр пачах та купаланса выртмасть, мĕн хатĕрлени йăлтах вырнаçать. Çакă татах та ÿсĕмлĕрех ĕçлеме хавхалантарать. Кунсерен заводран пин-пин штук кирпĕч ăсанать. Пĕр талăкра халĕ икĕ кăмакаран 42 пин штук кирпĕч тухать, çапах та хатĕр продукци çитмест. Завод талăкĕпех ĕçлет.

Продукци пысăк пахалăхлă пулнине кура республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те аван туянаççĕ. Пысăк парти турттаракансем маларахах саккас параççĕ. Халĕ вара продукци ытларах Хусана (хатĕр продукцин 70 проценчĕ) ăсанать. Унта универсиада ирттерме хатĕрленнĕ май спорт сооруженийĕсене çĕнетеççĕ. Çавăн пекех Муркаш кирпĕчне туянма Мари Эл Республикинчен (20 процент) килеççĕ, ытти пайне вара хамăр республика çыннисем илеççĕ. Енчен те пахалăх туянакана тивĕçтермен пулсан çавăн пек инçе çула илсе каймĕччĕç пулĕ.

– Рынок шайĕнчи ăнăçлăха эсир мĕнпе ăнлантаратăр;

– Паллах, пысăк пахалăхпа. Технологие çирĕп пăхăнни пысăк пахалăхлă продукци хатĕрлесе кăларма май парать. Кирпĕч тунă çĕрте усă куракан тăм кашни кун пахалăх тĕлĕшпе лабораторире тĕрĕсленет. Кирпĕч хатĕрлемелли тăм çил, хĕвел, юр, çумăр пулăшнипе пĕр çулталăк пиçсе, пулса выртать. Кайран тин производствăна каять. Унччен вара маларах хатĕрленипе усă куратпăр. Пирĕн патран 100, 125, 150 маркăллă стандартлă кирпĕч тухать.

– Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕ сире татах та ытларах тимлеме хавхалантарни сисĕнет.

– Çапла, ĕç ăнăçсан татах та ытларах тăрăшас кăмăл пысăкланать. Иртнĕ çул пирĕн коллектив 11 млн та 534 пин штук кирпĕч хатĕрлесе кăларнă, продукцие сутса 78 млн та 481 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

– Вăрттăнлăх мар пулсан кунта ĕçлекенĕн пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи миçе тенкĕпе танлашать-ха;

– Паллах, вăрттăнлăх мар. Иртнĕ çулхи кăтартупа пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 13 634 тенкĕпе танлашнă, паянхи кун тĕлне вăл татах та пысăкрах. Рабочисем уйăхсерен икĕ хутчен шалу илеççĕ. Унсăр пуçне коллективлă килĕшÿ çинче хăш-пĕр çăмăллăхсем палăртса хунă. Кадрсен ыйтăвне ăнăçлă татса пама тăрăшатпăр. Чылай çул ĕçлекен специалистсем – çамрăксен вĕрентÿçисем. Вĕсем яланах ырă канаш-сĕнÿ пама хатĕр.

Р. МАКАРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика