Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх тĕрекĕнче ĕçченсен маттурлăхĕ

13 февраля 2013 г.

Çулталăкпа çулталăк пĕр килмест. Пĕр çул шăрăх мал туртăмлă ĕçлеме памасть, тепĕр çул çумăрлă çанталăк çĕр ĕçченне ура хурса пырать. Çакна пăхмасăрах уй-хирти тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçсене çиччĕ виçсе туса пыракансем йывăрлăхсем умĕнче пуç усса лармаççĕ. Çĕр-шыв программисемпе туллин усă курса тăрăшуллă ĕçĕпе вĕсем ыттисемшĕн аталану тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Халĕ калани район пуçлăхĕ И. НИКОЛАЕВ ертсе пыракан Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсан куç умне тухрĕ. Уйкас Янасал тăрăхĕнче кашни ĕçе вăхăтра хатĕрленнипе уй-хирти тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенчи ĕçсем вăхăтра тата кал-кал пурнăçланса пыраççĕ. Ĕç культури те кунта шурă ăмсану çуратать. Çапах хресчен умĕнче тăракан пур ыйтăва та татса панă теме çук-ха. Игорь Васильевич калашле «Мĕн хатĕрленипе пирĕн тухăçлă хĕл каçмалла». Хуçалăх ертÿçипе район кунĕ умĕн хаçатăн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ А. БЕЛОВ тĕл пулса калаçнă.

– Кирек епле лару-тăрура та алă усма хăнăхман Уйкас Янасал тăрăхĕнче. Пĕрлехи тăрăшулăхпа иртнĕ çул та хуçалăхри производствăна тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварнă çĕр ĕçченне паян тав тумалла тесе шутламастăр-и?

– Районăн çуралнă кунне тата хамăр хуçалăхри отчетлă пухăва хатĕрленнĕ самантра калаçăва чĕннĕшĕн пысăк тав. Май килнипе усă курса малтанах хамăр кооператив ĕçченĕсене районăмăр кунĕпе ăшшăн саламлатăп. Саламлатăп та иртнĕ çулхи ĕç-хĕлшĕн пурне те чĕререн тав тăватăп. Эпир малашне те пĕрле пуласса шанса тăратăп. Ун чухне вара ÿсĕмсен татах та пысăкрах чиккисене çĕнессе шанатăп. Ĕçлеме сирĕн сывлăх та вăй-хал, пурăнма телей те юрату, ĕçкĕ-çикĕ ирттерме тулли сĕтел, йышлă çемье сунатăп. Паян эпĕ хуçалăх тĕрекĕпе аталанăвĕнче кашни ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе маттурлăхне куратăп. Эсир тĕрĕсех асăрхарăр, пирĕн хресченсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усмаççĕ, хăнăхман вĕсем çакна. Хуçалăхра çĕнĕ, энерги перекетлекен технологисене пăхăнса ĕç-лесси çултан-çул ÿссе пырать. Хамăр тимленине кура патшалăх пулăшăвĕ вăхăтлă çитни те пире ĕçсене вăхăтра пурнăçлама çул уçса парать. Тавах куншăн. Хĕл кунĕсем тăнăран паян пирĕн умра пĕр тĕллев – çулла-кĕркунне янтăланă апатпа, кĕлетри пурлăхпа тухăçлă та перекетлĕ усă курасси.

– Çулталăк пĕтĕмлетĕвне экономика куçĕпе пăхсан лару-тăру еплерех?

– Çулталăк пĕтĕм-летĕвĕ паллă пулнăран паян конкретлă цифрăсемпе те калаçма юрать. Çакна калатăп, çанталăк условийĕсемпе туллин усă курса тырă-пулă тата çĕр улми тухăçне ытти çулхисенчен чакарса ямарăмăр: тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене гектар пуçне ампар виçипе 24 центнер ытларах пухса илни кĕлетсене 1335 тонна çĕнĕ тырă кĕртсе хума май пачĕ, иртнĕ çулхисенчен тăрăшуллăрах ĕçлесе хранилищĕсене 525 тонна «иккĕмĕш çăкăр» кĕртсе хутăмăр. Хуçалăхри 104 ĕçчен пĕр тĕллевпе ĕçленипе пĕлтĕр эпир ял хуçалăх продукцине сутса 26699 пин тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр: тепĕр майлă каласан хуçалăх производствине хутшăннă кашни ĕçчен пуçне – 256721 тенкĕ. Çакнашкал тăрăшулăхпа ĕçлекенсем умĕнче ĕç укçипе парăма кĕмерĕмĕр. Уйăхри вăтам ĕç укçи иртнĕ çул 7346 тенкĕпе танлашрĕ. Çак виçене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсех, производствăна ÿстерсех пырсан татах пысăклатма май пуррине пирĕн хуçалăхри кашни ĕçчен ăнланать тесе шутлатăп. Паян манăн иртнĕ вырмара палăрнă механизаторсемпе водительсене ятран асăнас килет. Вĕсем В. Аврамов, О. Григорьев, Е. Васильев комбайнерсемпе Ю. Мадиков тата Ю. Михеев водительсем. Çĕр улми кăларнă çĕрте А. Петров трактористпа «иккĕмĕш çăкăр» комбайнĕн комбайнерĕ Николай Николаев йĕпе-сапана пăхмасăр ĕçлерĕç.

Уй-хир ĕçĕсем пирки калаçнă чух уйрăм сăмах хуçалăхăн тĕп агрономĕ Федор Егоров пирки. Вăл ырми-канми тăрăшнипе тата хăй ĕçне ответлăха туйса пурнăçланипе кооператива вăрлăх туса илекен хуçалăх шайĕнче тытса пыма май килет. Çакă хуçалăх экономикишĕн пысăк тĕкĕ пулнине пирĕн патăмăрта ĕçлекен кашни ĕçчен ăнланать. Тĕллевлĕ вăй хурса юлашки çулсенче хуçалăх паха вăрлăх хатĕрлесе сутассипе ăнăçлă ĕçлет. Çавна май тĕш-тырă тухăçĕ те, пĕтĕмĕшле тухăç илесси те унчченхи çулхисенчен палăрмаллах ÿсрĕ. Тырă тасатмалли тата типĕтмелли çĕнĕ комплекс хута яни те пире иртнĕ çул пысăк усă кÿчĕ. Пĕлтĕр эпир пĕтĕмпе 1,8 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянтăмăр. Çакă та пире паян аталану çулĕпе ыттисенчен юлмасăр пыма май парать. Кунпа пĕрлех иртнĕ кĕркунне хуçалăх вăйĕпе фермăсене хĕле тĕплĕ хатĕрленине палăртмалла. Кунта строительсен тÿпи пысăк. Тавах вĕсене вăхăтлă ĕçшĕн. Купăрляри пăру сарайне тĕпрен юсаса çĕнетни паян аталану çулне уçать.

– Ÿсен-тăран продукцийĕ туса илессипе ăнăçлă ĕçлесе пыни выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ çине те витĕм кÿретех пулас?

– Ял хуçалăхĕнче çак икĕ пысăк отрасль пĕри тепринсĕр пурăнаймасть. Уй-хир ĕçченĕсен тăрăшулăхне кура обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем те алă усса лармаççĕ. Кунти пирĕн тĕп ĕмĕт – çывăх çулсенче ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлеме пуçласси. Анчах ку хальлĕхе ĕмĕтре кăна-ха. Апла пулсан та юлашки çулсенче эпир хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх йышне пĕр пуç та чакарман. Çакă вăл – пурте хăйсен ĕç вырăнĕнче ответлăха туйса вăй хунин пĕтĕмлетĕвĕ.

Юлашки вăхăтра сĕт хакĕ ÿсни пире выльăх апачĕ янтăлама хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илме çул уçрĕ. Çак çулпа ĕçлетпĕр, хуçалăха аталантаратпăр. Сĕт çине çитнĕ май манăн паян ĕнесем патĕнче ĕçлекен, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан Рената Терентьевăпа Галина Федоровăна, Юлия Ивановăпа Зинаида Семеновăна, сыснасене самăртнă çĕрте тимлекен И. Антоновпа П. Клементевăна лайăхпа палăртас килет. Вĕсем пĕрешкел условисенчех тухăçлă ĕçлеме май пуррине кăтартаççĕ.

– Патшалăх пулăшăвĕ тенĕрен хаçат вулакансене унăн виçипе паллаштараймăр-ши?

– Вăрттăнлăх мар вăл. Çакă хуçалăх ĕçченĕсене иртнĕ çул та тупăш çулĕпе пыма пулăшрĕ. Çулталăк хушшинче патшалăхран 3,5 миллион тенкĕ пулăшу илсе тупăшлă ĕçлессине сыхласа хăвартăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика