Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем çултан-çул ÿсеççĕ

13 февраля 2013 г.

Районти çĕр ĕçченĕсем йывăрлăхсене çĕнсех аталану çулĕпе малалла пынине хăш-пĕр хуçалăхсен тĕслĕхĕнче те курма пулать. Çакăн пеккисенчен пĕри вăл – В. Андреев ертсе пыракан Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ. Асăннă хуçалăхăн Çатракассинчи ĕне тата сысна фермисене çитсен ĕçчен те малашлăха пăхакан çынсене тĕл пулатăн. Вĕсене курса калаçсан чун савăнать. Нумай хуçалăхри курăмлă çитменлĕхсем хушшинче пĕр пĕлĕт айĕнчех Çатракассисемпе Анаткассисем мал туртăмлă ĕçлени алă усмасан ÿсĕм çулĕ никамшăн та вăрттăнлăх пулманнине кăтартать. Иртнĕ кĕркунне районти çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявĕнче асăннă хуçалăх ĕçченĕсем нумай енпе чыс-хисепе тивĕçрĕç. Вĕсем: Александр Архипов механизатор, Андрей Архипов водитель, ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Фаина Антонова, механизациленĕ бригадăна ертсе пыракан Геннадий Викторовпа вырма çĕнтерÿçи Радонеж Кузнецов комбайнер. 2012 çулхи вырмара ял хуçалăх предприятийĕсен механизаторĕсем, механизациленĕ тата уй-хир бригадисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн вĕсенчен кашниех Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕç пулчĕ.

– Тавах ĕçченсене. Кăтартусем те, экономика ÿсĕмĕ те вĕсен тăрăшулăхĕсĕр пулмаççĕ, – терĕ хуçалăх ертÿçи Владимир Славич.

Асăннă ĕç коллективĕнче пулсан, мал туртăмлă ĕçченсемпе тĕл пулса калаçсан, кашнийĕн ĕмĕчĕсемпе паллашсан, вĕсен шухăш-туйăмĕ ăнăçуллă малашлăхпа çыхăннине асăрхатăп. Манăн паянхи сăмахăм та ырă пуçарусене аталантарса ĕç ÿсĕмĕн çĕнĕ картлашкисемпе пыракансем пиркиех. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Г. Васильева ĕç кунĕн ытларах пайне ферма ĕçченĕсемпе пĕрле ирттерни те çакнах çирĕплетет. Эпĕ фермăна çитнĕ чух та Галина Владимировна кунтахчĕ.

– Пирĕн пĕтĕм сăмах-юмахĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ пирки. Ку таранччен сыхласа хăварнă кĕтĕве таса-сывă хĕл каçарасси тата хатĕрленĕ апатпа тулăх усă курса продукци илессине чакарса ярас марри – пирĕн пĕрлехи тĕллев. Çав калаçу чĕлхе çинчен каймасть пирĕн, – терĕ вăл ферма ĕçченĕсен пурнăçĕпе интересленсен. Аслă юлташĕн сăмахĕпе кану пÿлĕмне пухăннă операторсем те килĕшсе пуçĕсене сĕлтрĕç.

Валентина Макарова ертсе пыракан ферма коллективĕнче паян ĕне сăвакансем çитеççĕ. Кашниех тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать. Виççĕшĕ хăйсен ушкăнĕнчи пĕр ĕне пуçне тивекен çулталăкри вăтам сăвăма 5 пин килограмм урлă каçарнă пулсан, тăваттăшĕ ку кăтартăва 6 пин килограмран ирттернĕ. Валентина Печкова вара иртнĕ çул хăйĕн ушкăнĕнчи кашни ĕне пуçне 7192 килограмм сĕт сума мехел çитернĕ.

– Хатĕрлесе панă апатăн кашни килограмĕпе тулăх усă курма тăрăшатпăр. Çакă ĕнтĕ вăл – ÿсĕмсен никĕсĕ. Каялла утăм вара пире валли мар, – калаçăва хутшăнчĕ хастар доярка.

Суворов яч. хис. хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕ пĕчĕк мар. Мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 487 пуç пулсан, вăл шутра ĕнесем 211 пуç. 770 пуç сысна тытни те – хуçалăхшăн тупăш çăл куçĕ. Иртнĕ çул кооператив ĕçченĕсем условнăй пĕр выльăх пуçне 29,8 центнер апат единици янтăланă. Çавăнпа та паян сумалли ĕнесен рационĕнче 3 кг çăнăх, 25 кг тырă сенажĕ, 5 кг паха утă, вăрă чустипе (жмых) кăшман нимĕрĕ (патока) пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар.

Хуçалăх тăтăшах шыравра терĕмĕр. Çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. Производство пÿлĕмĕсене электричествăпа ăшăтма тăкаклă пулнăран хĕл кунĕсенче хуçалăхри вăйсемпех çак системăна вутă хутса ăшăтмалли мелпе ылмаштарчĕç. Пĕрремĕш уйăхах 3 хута яхăн перекет кăтартни Çатракассисем тĕрĕс çул суйласа илнине пĕтĕмлетет. Кунпа пĕрлех фермăра душ пÿлĕмĕ хута яни тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене кĕпе-йĕм çумалли машина илсе пани хуçалăх ертÿçисем ферма ĕçченĕсем тĕлĕшпе çителĕклĕ тимлĕх уйăрни пирки калать.

Геннадий Васильев ертсе пыракан сысна ферми те, ĕне ферми пекех, пĕрремĕш çул мар ăратлăхпа ĕçлет. Иртнĕ çул кунтан 74 пуç ăратлă сысна сутнă. Сыснасем самăртнă çĕрте талăкри вăтам ÿт хушаслăх пĕлтĕр 632 грамм пулни кунти ĕçченсем те хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывни пирки калать.

– Аслисем мĕн тунине пирĕн упраса хăвармалла та малалла аталантармалла. Ку – пирĕн умри тĕллев. Эпир ăна пурнăçа кĕртме хатĕр. Хуçалăхри выльăх пăхакансен кунта хирĕçле сăмах та çук, – терĕ Ираида Михайлова выльăх тухтăрĕ.

Хуçалăхăн кăтартăвĕсем обществăлла выльăх патĕнче пите хĕретмеллисем мар.

Ферма ĕçченĕсемпе сыв пуллашса тухса машинăпа трактор паркне васкатăп. Ĕçрен пушаннă кашни техника хатĕрĕн хĕл каçма хăйĕн вырăнĕ пур. Пĕрремĕш ăшăсем çитсессĕнех техникăна çур акине хатĕрлессипе тулли хăватпа ĕçе кÿлĕнме пур условисем те çитеççĕ.

Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Г. Викторов та кунтах. Геннадий Аверкиевичпа хуçалăхри паллă механизатор тата комбайнер Радонеж Кузнецов инженер пÿлĕмĕнче çитес çурхи юсав ĕçĕсем пирки калаçу ирттеретчĕç. Эпĕ çитсен пирĕн калаçу иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетни çине куçса кайрĕ. «Иртнĕ çул перекет ыйтăвне мала тăратрăмăр та çак çул çинче А. Архипов, Ф. Журавлев, В. Яковлев, А. Архипов, Ю. Орлов, Н. Ивашкин, В. Казаков, Е. Филиппов, Н. Семенов механизаторсемпе А. Архипов, И. Дмитриев, М. Яковлев, В. Орлов водительсем хăйсене тирпейлĕ тытрĕç. Вĕсем пус çумне пус хушассипе тимленипех пĕлтĕр çур акине те кĕске вăхăтра ирттертĕмĕр, выльăх апачĕ янтăлассипе те çаврăнăçуллă пултăмăр, вырмара та пит хĕретмерĕмĕр, кирлĕ чухлĕ кĕрхи культурăсем акрăмăр, – инженертан малтан сăмах хушрĕ хуçалăхри лару-тăрăва пĕлсе тăракан Р. Кузнецов.

– Курăк ăнса пулнăччĕ иртнĕ çул. Унăн тутлăлăхне шывпа юхтарса яни чăн çĕр ĕçченĕшĕн калама çук пысăк намăс. Çĕр аннемĕр умĕнче пит хĕретес мар тесе ĕнтĕ ирхи сывлăмран каçхи сывлăмччен пирĕн механизаторсем хирте вăй хучĕç. Кашни ĕçех вăхăтлă пурнăçласа тулăх хĕл кунĕсем валли çирĕп никĕс хывса хăварчĕç, – калаçать тирпейлĕ упранакан ял хуçалăх техники енне чÿречерен тинкернĕ май хуçалăхăн тĕп инженерĕ Г. Викторов. Хăйĕн сăмахĕнче Геннадий Аверкиевич юлашки çулсенче механизаторсем хăйсем те техника управĕ çине тимлĕрех пăхма пуçланине палăртрĕ.

Хуçалăхра ĕç дисциплини çирĕппи тата пурте ăна пăхăнни машинăпа трактор паркĕпе иртнĕ чух кашни утăмра куç тĕлне пулчĕ.

– Ĕç дисциплини перекетлĕхе пуçарать. Перекетлĕх вара хуçалăх экономикине тĕрев парать, – сăмах хушрĕ Радонеж Кузнецов хăй управа лартнă «хир карапĕ» патĕнчен иртнĕ май. Эпĕ унпа килĕшмесĕр пултараймарăм.

Хуçалăхра обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе пĕрлех уй-хирте ĕçлемелли ял хуçалăх техникине çурхи ака-сухана хатĕрлессипе те ĕçсем малалла пыраççĕ. Вĕсем епле пынине унта пулсан пăхма та кăмăллă.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика