13 февраля 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун районта республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулнă. Уйрăм хуçалăхсенче пулса курнă май вăл çурхи ĕçсене хатĕрленесси мĕнле пынипе, фермăсенчи лару-тăрупа интересленнĕ.
Ильич яч. хис. хуçалăхра пулса курнă май хăна кăмăллă юлнă. Хуçалăх элитăллă вăрлăх туса илессипе тата сутассипе ĕçлет. Кунта çак вăхăта хăйсем валли кондициллĕ вăрлăх хатĕрлесе çитернипе пĕрлех сутлăх та элитăллă вăрлăх 240 тонна янтăлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Кунпа пĕрлех Сергей Владимирович «Ударник» хуçалăха та çитнĕ, хранилищĕре çĕр улми вăрлăхĕ суйлакансем патĕнче пулнă, Йÿçкассинчи сĕт комплексĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулнă.
Предприяти директорĕ Владимир Федоров каласа панă тăрăх çĕр улмине вăрлăхлăх сутма килĕшÿсем пур ĕнтĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ шухăшĕпе çитес 2 – 3 çул хушшинче кризислă лару-тăруран тухма майсем пур. Чи малтанах производство калăпăшне чакармалла мар. Кăçал кунта 200 гектартан кая мар «иккĕмĕш çăкăр» лартма, 1000 гектар ытла тĕш тырă акса хăварма палăртаççĕ.
Министр Е. Андреев яч. хис. хуçалăхра вара механизаторсен ушкăнĕпе курнăçнă.
; ; ;
Иртнĕ эрнерех районта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ыйтнипе ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев пулнă. Министр йăла каяшĕн çĕнĕ полигонне çитсе курнă. Район асăннă объекта хута яма унччен бюджетран 17 миллион тенкĕ уйăрнă. Подрядлă организаци умĕнчи парăм татах 13 миллион тенкĕ. Сăмах асăннă суммăна республика бюджетĕнчен саплаштарасси пирки пынă. Хамăр инф.