22 ноября 2014 г.
Паян пирĕнтен кашниех пурнăçпа тан пыма тăрăшать. Кунта вара тĕрлĕ информаципе вăхăтра паллашса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна пирĕн республикăра тĕп вырăна кăларса уйăхсерен пĕрлехи информаци кунне ирттересси те ĕç йĕркине çирĕп кĕчĕ. Çав кунсенче вырăнсене çитсен те çынсем ăна кĕтнине курма пулать. Çакă ялта пурăнакансем хускатакан ыйтусенчен те курăнать.
Иртнĕ юн кун района килнĕ информаци ушкăнĕн пĕр пайĕ Юнкă ял тăрăхне çитсе вырăнти ĕç-пуçпа, кунта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусемпе паллашрĕ. Нумай ыйту вырăнтах хурав тупни, теприсене халăха майлă татса пама шута илни Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев ертсе пыракан информаци ушкăнĕн ĕçĕ пулчĕ.
Юнкăри информаципе культура центрĕнчи тĕл пулăва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин уçрĕ. Вăл пухăннисене килнĕ хăнасемпе, кĕскен ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова кун йĕркинчи калаçăвăн темисем пирки ăнлантарчĕ. Юридицин тÿлевсĕр пулăшăвне ăçта тата хăçан илме май пурри, ачасен прависем тата пĕрлехи портала кĕрсе регистрациленсе унпа усă курасси пирки каласа пачĕ. ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ А. Яковлев вăрманпа усă курнă тата тăван тавралăха сыхланă, килти хушма хуçалăха тытса пынă, ял хуçалăх производство кооперативĕсене ертсе пынă чухне право ыйтăвĕсене пăхăнмалли пирки сăмах пуçарчĕ. Кунта тĕл пулăва пухăннисемпе пĕрлехи информаци кунне ирттерме килнисем иртнĕ уйăхри пăрлă çумăрпа хуçăлнă йывăçсене касасси-иртесси, кил таврашĕнчи хытă каяша вăрман таврашне тăкассине чарасси пирки калаçрĕç.
- Тăватă çул каяллахи шăрăх çу кунĕсем тата кăçалхи пăрлă çумăр вăрман хуçалăхне пысăк сиен кÿчĕç. Шар курнă вăрмансене çĕнĕ пурнăç парасси пĕр кунта тата пĕччен-иккĕн туса ирттермелли ĕç мар. Шăрăх çул 10 пин гектар çинче алхаснă пушар 7 - 8 пин гектарне çунтарса ячĕ. Çав лаптăксене юлашки çулсенче пĕтĕмпех тасатрăмăр, çамрăк вăрмансем лартса хăвартăмăр. Çак инкек пире вăрман хуçалăхне сыхласси çине тимлĕрех пăхмалли пирки аса илтерчĕ. Турра шĕкĕр, Муркаш тăрăхĕ вăрманти пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăннăран сирĕн енре çав çулсенче "хĕрлĕ автан" вăрмана кĕрсе кайнă тĕслĕх пулмарĕ. Тавралăх илемĕ хамăр алăра пулни кăçал та ума тухрĕ. Пăрлă çумăр çул хĕрринчи вăрман тăрăхĕсене тата вăрмансене пысăк сăтăр турĕ. Вăл çамрăк вăрмансене уйрăмах çапса хуçрĕ. Вăрмансенчи тата çул хĕрринчи илемлĕхе каялла тавăрассипе пурин те пĕр тĕллевлĕ ĕçлемелле. Пĕр йышра пулсан эпир çакна тума пултаратпăр. Ку тĕлĕшпе тивĕçлĕ органсем халăхпа ăнлантару ĕçĕ ирттерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ялта пурăнакансем çÿп-çапа вăрмансене турттарса кайса тăкни те ырă пулăм мар. Çак киревсĕрлĕхпе те пирĕн пĕрле кĕрешмелле, - терĕ сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе Сăнавлă вăрман хуçалăхĕн директорĕ В. Марков.
Ялта пурăнакансемпе тата вырăнти интеллигенципе ирттернĕ тĕл пулу хыççăн пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕ Юнкăри вăтам шкулта пулчĕ. Кунта çитес çул шкултан вĕренсе тухакансемпе вĕсене пурнăç çулне малалла йĕркелессипе уçă калаçу пулчĕ. Тĕл пулăва килнисем шкул пĕтерекенсене право йĕркине пăхăнса тĕрĕс йышăнусем тума сĕнÿсем пачĕç.
- Экологишĕн пирĕнтен кашниех яваплă. Эсир ку ĕçе çулсерен тивĕçлĕ шайра туса пынине курса-пĕлсе тăратпăр. Акă кăçал та сирĕн тăрăшулăха Раççей шайĕнче палăртрĕç. Пĕтĕм Раççейри шкул лесничествисен "2014 çулхи чи лайăх шкул лесничестви" конкурсра шкул лесничествисен ĕçне йĕркелесе пырассипе эсир диплома тивĕçрĕр, - тесе А. Яковлев шкул ачисене диплом пачĕ тата кĕнекесен пуххине парнелерĕ.
Пĕрлехи информаци ушкăнĕнче паллă кăмпаçă И. Дзекунов та пулчĕ. Вăл çынсемпе ачасене хăй кăларнă кĕнекепе, кăмпасен пурнăçĕпе тата сăвă вулама пултарас ăсталăхĕпе паллаштарни тĕл пулусене илем кÿчĕ.
А. БЕЛОВ.