22 ноября 2014 г.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан черетлĕ ушкăн Хорнуй ял тăрăхне çитсе килчĕ. Пĕрремĕш тĕл пулу Тойкилтĕри фельдшерпа акушер пунктĕнче иртрĕ, кунта пысăк йыш пухăннă. Чи малтанах Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пенси реформинчи улшăну çинче чарăнчĕ.
- 2015 çултан пуçласа страховани пенсийĕ тата пухăнакан пенси вăя кĕрет. Виçĕ условире страховани пенсийĕ уйăраççĕ, енчен хĕрарăмсем 55 çула, арçынсем 60 çула çитнĕ, страховани стажĕ 15 çула çитнĕ, ĕç тапхăрĕнчи индивидуаллă пенси коэффициенчĕ 30-тан сахал мар пулсан. Çĕнĕ саккунра страховани стажне страхламан тапхăра кĕртессине сыхласа хăварнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене çулталăкри ятарлă пенси коэффициентне çирĕплетеççĕ, енчен те çак вăхăтсенче ĕçлемен пулсан. Çапла вара пенсие тухас çула сыхласа хăварнă, стаж шайĕ тата официаллă ĕç укçи калăпăшĕ мĕн чухлĕ пулнин пĕлтерĕшĕ ÿсет, - палăртрĕ хăй шухăшне Роза Алексеевна кашни самант çинче тĕплĕн чарăннă май.
Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче хăш-пĕр улшăну пулнă пулин те, çынсемпе ĕçлесси малтанхи йĕркепех пулса пырать. Йышăнăва килес пулсан маларах та çырăнма пулать, 62-9-81 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.
Районти лару-тăрупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владислав Ананьев паллаштарчĕ. Кăçал ака-суха тунă мĕн пур категорин уй-хир лаптăкĕ 25,2 пин гектар йышăнчĕ. 460 гектар усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕмĕр. Районта вара пĕтĕмпе 980 гектар ял хуçалăх çĕрĕ ака-суха тумасăр выртать. Шел пулин те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хăш-пĕр йывăрлăх пур, - паллаштарать Владислав Кириллович.
Кунта пухăннисен ытларах пайĕ сумлă çулхи çынсем, вĕсен пăшăрханăвĕ тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Асăннă ял тăрăхĕнче халĕ "Путь Ильича" агрофирма аталанать. Ĕç вырăнĕсем пур, шалуне лайăх тÿлеççĕ, анчах та йĕрке пăсакансене тата эрехпе иртĕхекенсене кунта пачах та тытса тăмаççĕ. Çак тăрăхра пурăнакансем унта вăй хума васкаманни сисĕнчĕ. Çавăнпа та ытти тăрăхри çынсем тăрăшаççĕ кунта. "Олигарх патне каймастпăр эпир", - пулчĕ хурав. Ялта пурăнакан çыншăн тислĕк шăрши ют мар. "Фермăран тăтăшах тислĕк турттарса кăлараççĕ, асфальт çул çине пылчăк кăлараççĕ, "киленет" çак шăршăпа ачи-пăчи те, ватти-вĕтти те", - пулчĕ черетлĕ пăшăрхану.
Ыйту: Ялта ĕне тытакана мĕншĕн компенсаци тÿлемеççĕ;
Хурав: Çанталăк япăх килнĕрен выльăх апачĕ туянма хушма хуçалăхра ĕне тытакансене патшалăх шайĕнчен 2010 çулта компенсаци уйăрнă. Халĕ вăл йĕрке вăйра тăмасть. Вунă пуçран ытларах усракан фермерсене ку енĕпе пулăшу пур.
Çул çÿрев Тойкилтĕри информаципе культура центрне илсе çитерчĕ. Асăннă учреждени эпир çитнĕ тĕле уçăччĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра халăха 30 пин тенкĕне яхăнлăх тĕрлĕ услуга панă, вăл шутра концерт программипе тухни те. Пĕр хĕрарăм çул çÿреве тухнă ушкăн умне хăйне пăшăрхантаракан ыйтупа тухрĕ.
Ыйту: Ял клубне вăхăтра уçманнипе кунта çÿрекен те юлмарĕ.
Хурав: Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова каланă тăрăх çитес вăхăтра ĕç графикне çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Асăннă центр ертÿçи Дина Михеева палăртнă тăрăх вара клуба отпуск тата больничнăй вăхăчĕсенче кăна уçман.
Ĕç ушкăнĕ пынă самантра кунти коллективăн хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пыратчĕ. Çавăнпа вĕсен кăткăс ыйту таврашĕ тупăнмарĕ.
Р. Илларионова.