Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вилĕме ăçта сутаççĕ, пĕлтер"

22 ноября 2014 г.

 

Чăваш Республикин прокурорĕн 2014 çулхи ноябрьти 121Ÿ22 р йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн "Вилĕме ăçта сутаççĕ, пĕлтер" уйăхлăх иртет. Наркотик хатĕрĕсем тата ун тытăмĕнчи аналогсем сывлăхшăн, кун-çулшăн питĕ хăрушă шутланаççĕ. Вĕсен синкерлĕхне чылай факт çирĕплетет. Çавăнпа та уйрăмах юлашки вăхăтра ун пирки нумай калаçма тивет.

Çÿлерех асăннă хатĕрсемпе усă куракансем вара уголовлă яваплăха кĕреççĕ. Йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе саккун çирĕп - айăплă çынна пурнăç тăршшĕпе хупса усрамалли приговор та пулма пултарать.    

Çавăнпа та усал йăлапа туслашассинчен аякра тăрăр, хăвăра тата ыттисене çак синкертен сыхлăр. Енчен те сирĕн наркотикпа психотроп хутăшсем пирки мĕнле те пулин информаци пулсан 39-20-12 (ЧР прокуратури), 62-7-59 (район прокуратури), 62-6-67 (шалти ĕçсен пайĕ) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

Район прокуратури,

шалти ĕçсен пайĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика