22 ноября 2014 г.
Производство
Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январь - октябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсем пĕтĕмпе 2576928 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 2107189 пин тенкĕ е 122,3 процент пулать.
Ял хуÇалăхĔ
Асăннă калăпăшра ял хуçалăх продукцине 399533,4 пин тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи çак тапхăрта 351011,2 пин тенкĕ (малашне те текстра çак тапхăрпа танлаштарнă) е 113,8 процент туса илнĕ.
Пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 2785,8 тонна (иртнĕ çул - 3138,2 тонна) е 88,8 процент аш-какай туса илнĕ. Ку кăтарту ял хуçалăх производство предприятийĕсенче - 881,8 тонна (иртнĕ çул 1091,2 тонна) е 80,8 процент, килти хушма хуçалăхсенче - 1842,4 тонна (1935,5 тонна) е 95,2 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 61,6 тонна (111,5 тонна) е 55,2 процент.
Çак тапхăр тĕлне районта пĕтĕмпе 33158,7 (34312,6) тонна е 96,6 процент сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх производство предприятийĕсенче - 7445,9 (7803,7) тонна е 95,4 процент, килти хушма хуçалăхсенче - 25360,9 (26117,2) тонна е 97,1 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 351,9 (391,7) тонна е 89,8 процент.
Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенчи пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм - 4005 (4128) килограмм е 97 процент. Ял хуçалăх производство предприятийĕсенчи çÿлерех асăннă тапхăрти кăтарту - 3471 (3558) килограмм е 98 процент.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне çÿлерех асăннă тапхăрта мĕн пур категориллĕ хуçалăхра 44,2 (49,8) центнер аш туса илнĕ е 88,8 процент. Ял хуçалăх производство предприятийĕсенче - 23,8 (29,2) центнер е 81,5 процент пулнă. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхра сĕт - 526,3 (544,6) центнер е 96,6 процент тунă.
Мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 14311 (15111) пуçпа е 94,7 процентпа танлашать: ял хуçалăх производство предприятийĕсенче - 4587 (4832) пуç е 94,9 процент, хушма хуçалăхсенче - 9534 (10099) пуç е 94,4 процент, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 190 (180) пуç е 105,6 процент.
Çÿлерех асăннă тапхăрта 70371,7 (62518,4) пин штук е 112,6 процент çăмарта туса илнĕ.
Промышленность
Промышленность предприятийĕсем 2177395 (1756178,1) пин тенкĕлĕх е 124 процент продукци туса кăларнă. Çакăнта укçа тупăшĕн калăпăшне илес пулсан акционерсен "Шупашкарти "Сеспель" предприяти" хупă обществин тÿпи пысăк, вăл 1296992 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă е 98,8 процент, иртнĕ çулхи кăтарту - 1312204 пин тенкĕ. "ТрубПласт" предприяти кăтартăвĕ - 489140,5 пин тенкĕ, Муркашри кирпĕч завочĕн кăтартăвĕ - 99211 пин тенкĕ е 112,4 процент.
"Моргаушкорм" чикĕллĕ яваплăхлă общество 720,6 пин тенкĕлĕх е 66,9 процент продукци хатĕрлесе кăларнă. Муркаш почтамчĕн кăтартăвĕ - 8287 пин тенкĕ е 122,8 процент.
ТŸлевлĔ пулăшу ĔÇĔ
Тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсене 72116 пин тенкĕлĕх е 111,8 процент пурнăçланă.
Ваккăн тавар сутасси
Икĕ райпо коллективĕ те пурнăçланă ĕç калăпăшне палăрмаллах ÿстернĕ. Асăннă тапхăрта пĕчĕк предпринимательство йышне кĕмен организацисенче ваккăн тавар сутасси 872324 пин тенкĕлĕх е 111,9 процент пулнă. Пĕтĕм калăпăшăн ытларах пайĕ Муркаш (539297,8 пин тенкĕ е 114,6 процент) тата Мăн Сĕнтĕр (287215 пин тенкĕ е 110,2 процент) райповĕсем çине лекет. Кооператорсемпе ял хуçалăх секторĕ хушшинчи хутшăну ял хуçалăх продукцине туянассипе, тирпейлессипе тата сутассипе çирĕпленсе пырать.
Обществăлла апатлану
Обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен умĕнчи тивĕçне ответлăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Январь - октябрь уйăхĕсенче вĕсем районĕпе пĕтĕмпе апат-çимĕç продукцине 93876 пин тенкĕлĕх е 107,5 процент сĕннĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ - 42923 пин тенкĕлĕх е 88,1 процент, Муркаш райповĕ 50025 пин тенкĕлĕх е 132,7 процент тивĕçтернĕ.
ĔÇ рынокĔ
Районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,22 процентпа танлашать. Пĕтĕмпе 44 çынна ĕçсĕррисен шутне илнĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра ĕçсĕр статуслă 53 çын пулнă.
Р. Александрова.