22 ноября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăха çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн республикăри муниципалитетсенче "Сывлăх профилĕсене" хатĕрлеççĕ. Сывлăх сăмах пуртан çак документсем медицинăпа тачă çыхăннă темелле, анчах та "Сывлăх профилĕ" кĕскен каласан вырăнта пурăнакан çынсен пурнăçне, ĕç-хĕлне йĕркелесе пымалли пысăк программа евĕр. Çак профиль хуласемпе районсенчи çивĕч ыйтусене конкретлă мероприятисем ирттерсе татса пама май памалла, çынсен пурнăçне те лайăх енне улăштарма тивĕç. Çак профиле хатĕрлессинче чиновниксен те хастар пулмалла, мĕншĕн тесен "Сывлăх профилĕ" вырăнти аталану стратегийĕ пулса тăрать. Документа хатĕрлессине вырăнта пурăнакансен те активлă хутшăнмалла (сайтсенче ятарлă ыйтăм йĕркелени пирки маларах пĕрре мар çырнăччĕ).
Паян вара "Сывлăх профилĕ" пирки медицина ĕçченĕпе калаçатпăр. Редакци тĕпелĕнче - Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Владислав ДАНИЛОВ.
- Владислав Григорьевич, сирĕн шутпа "Сывлăх профилĕ" мĕнпе паха документ пулмалла?
- Вăл, ман шутпа, тарăн шухăшласа питĕ тĕплĕ хатĕрленĕ документ пулмалла. Ăна хатĕрлесе пурнăçа кĕртессипе пирĕн республикăра Муркаш тата Канаш районĕсем пилот районсем шутланаççĕ. Пирĕн районта профиле хатĕрлес ĕç пырать ĕнтĕ. Паха енĕ вара - ăна хатĕрлессине район администрацийĕ кăна мар, Муркаш районĕнче пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарни.
2005 çулта пирĕн районта "Сывлăх профильне" тунă пулнă, ятарлă брошюра кăларнăччĕ ун чух. Вăл вăхăтра çак документа Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн пуçарăвĕпе туса хатĕрленĕччĕ. Сывлăх сыхлавне илес пулсан пирĕн сферăри ĕç-хĕле аталантарассинче çав профиль пысăк вырăн йышăнчĕ.
- Профиль тĕрлĕ ене шута илет терĕмĕр, анчах та сывлăха сыхлас сфера, ытти сферăсемпе танлаштарсан, çыннăн пурнăçĕнче анлăрах вырăн йышăнать пулĕ?
- Чăнах та сывлăха сыхлас сфера тин çеç çуралнă ачаран пуçласа ытти пур ÿсĕмри çынна та пырса тивет. Кунта пур енлĕн медицина пулăшăвĕ те, куллен туса пыракан профилактика ĕçĕ те, ытти те кĕрет. Анчах та сывлăх районта пурăнакансен тупăшĕ мĕнле пулнинчен те, вĕсем таса вырăнта пурăннинчен те, спортпа туслă пулнинчен те, культура шайĕнчен те, ытти фактортан та нумай килет. Çавăнпа та районăн социаллă тата экономика аталанăвĕ пирĕн çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр майлă каласан социаллă пурнăçпа экономика шайĕ ÿссе пыни сывлăх çинче те лайăх енчен палăрмалла.
- Çавăнпах ĕнтĕ профиле йĕркелеме пулăшакан ятарлă ыйтăма та тĕрлĕ енлĕ ыйтусем кĕртнĕ, кашни çын вĕсем çине хăй тĕллĕн хуравлама пултарать.
- Çапла вара лару-тăрăва вырăнта пурăнакансемпе тÿрремĕн çыхăнса уçăмлатни пулать те ку. Акă ыйтăмри хуравсене тишкерсен унта хутшăннисен 80 проценчĕ майлă сывлăх çыншăн чи пахи тесе пĕлтерни палăрать. Сывлăхпа çыхăннă ыйтусем тухса тăни ытларахăшĕ стресс пулнипе, хусканусем сахал тунипе, тĕрĕс мар апатланнипе çыхăннине палăртнă. Сывлăха лайăхлатма пулăшакан майсенчен вара чи малтанах ĕç укçине ÿстермеллине, медицина пулăшăвĕпе кашни çыннах çăмăллăн усă курмалли майсем йĕркелемеллине, эрех ĕçнине, пирус туртассине хирĕç çирĕпрех кĕрешмеллине, массăллă спорта явăçма майсем ытларах туса памаллине, илсе килекен продукци пахалăхне ÿстермеллине тата ыттине те палăртнă.
Çакăн пек хуравсене шута илнипе пĕтĕмĕшле документа хатĕрлеççĕ, малашнехи утăмсене палăртаççĕ. Профильпе пăхса хунă мероприятисене тĕллевлĕ пурнăçласа çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пымалла. Çапла пулсан кăна "Сывлăх профилĕн" результачĕ пулать.
Н. Николаева.