Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçекен ашшĕ-амăшĕсен ачисен куççульпе тулнă куçĕсене куратăр-и?!

22 ноября 2014 г.

 

Район администрацийĕ предпринимательсене "фанфуриксене",

йÿнĕ одеколонсене сутма чарăнма ыйтса Килĕшÿ тума сĕнет

Совеç тени кашни çынрах пур. Шăп хăвăр совеçĕрпе килĕшÿре пурăнма сĕнесшĕн эпĕ сире. Мĕншĕн тесен районти çынсен сывлăхĕ, пĕтĕм наци сывлăхĕ мĕнле пуласси пирĕнпе сирĕнтен те нумай килет. Эсир пире ăнланасса, тĕрĕс йышăну тăвасса шанатăп, - терĕ иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев "фанфурик" тата йÿнĕ одеколон сутакан аптекăсемпе магазин ертÿçисене.

Ахальтен тĕл пулу йĕркелемерĕ вĕсемпе Ростислав Николаевич. Вĕсене 50 миллилитртан пысăкрах савăтри спирт пур косметикăпа парфюмери продукцине хăйсен ирĕкĕпе сутма чарăнма ыйтрĕ. Çапла тума чĕнсе каланă Килĕшÿ çине алă пусса çирĕплетме ыйтрĕ.

Ахальтен, ĕç çук çĕртен ĕç шыраса тунă утăм мар ку. Пурнăç хăй тата районта пурăнакансен шухăшне шута илсе тунă утăм вăл. Иртнĕ çул республикăра ыйту-хурав мелĕпе ирттернĕ калаçура пирĕн районта пурăнакансенчен 57 проценчĕ чи пысăк проблема тесе мĕн палăртнă, пĕлетĕр-и? Хуравлатăп, çынсем эрехпе иртĕхнине чи пысăк проблема тесе палăртнă.

Чăннипех те, шухăшласа пăхăр-ха: çĕр çинчи мĕн пур инкек çак усал шĕвекпе çыхăннă вĕт-ха. Тунă преступленисенчен çуррине ÿсĕрле тăваççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн даннăйĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Ÿсĕр водитель руль умне ларни миçе çыннăн пурнăçне татать тата. Шутласа пăхрăр-и: хăвăр ялăр тăрăх шухăшпа тепре çаврăнса тухăр-ха. "Фанфурик", йÿнĕ одеколон, пахалăхсăр эрех ĕçнине пула миçе çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Сахал мар вĕт; Апла пулсан миçе çыннăн куçĕнче паян куççуль типмест тата çывăх çынсене вăхăтсăр çухатнине пула?!

Халь тата çав ашшĕ-амăшĕ ĕçекен çемьесене шала кĕрсе пăхăр-ха. Лартас килет-и сирĕн хăвăр ачăрсене вĕсем вырăнне. Ним шухăшламасăр тÿрех çакна татса калама пулать: çук. Мĕншĕн тесен çав ачасен ашшĕ-амăшĕ эрех стаканĕнче "шыва" кĕнĕ чух килте выçă лараççĕ, таса та типтерлĕ вырăн мĕн иккенне пĕлмеççĕ. Унтан та ытларах, вĕсем хăйсене шкулта ыттисенчен "катăк" туяççĕ. Çав усал шĕвеке сутакансен хăйсене çав ĕçекен арçын-хĕрарăмсен вырăнне лартса пăхсан тата мĕнле-ши? Сутнă пулĕччĕç-ши çав "фанфуриксене";

Çук, кун пек лару-тăру пирĕн районти ĕçекен ашшĕ-амăшĕсен çемйинче кăна мар, республикăри пур ĕçекен çемьере те инкекĕ пĕр пек. Пуçласса вара çак "фанфуриксемпе" тата ăна сутакансемпе кĕрешме пирĕн район администрацийĕ пуçларĕ. Пĕлтĕр ку ыйтупа вăл республикăна тухрĕ. Усси пулчĕ. Почта уйрăмĕсене сутма чарчĕç çав шĕвеке республикăра.

Анчах та пур предпринимателĕн те совеçĕ "киле таврăнмарĕ" çав. Мĕншĕн тесен çак «фанфуриксемпе» йÿнĕ одеколонсене сутма чаракан саккун çук. Хăш-пĕр аптекăсем мĕнле сутнă, паян та çаплах сутаççĕ çав "фанфуриксене".

Ăна илекенсем ун ятне те каламаççĕ.

- Мана 3 штук парăр-ха, - теççĕ.

Е тата:

- Мана - 10, - теççĕ.

Шăнкăрт-шăнкăрт тухса ларать вĕсен умне кĕленче хыççăн кĕленче.

Ку çеç те мар. "Мана 20 штук парăр-ха. Ыран утă çулмалла, çынсене хăналас пулать вĕт", - тесе çур сумка-пакет тултарса утрĕ пĕр хĕрарăм çулла.

Хăйсем ĕçни кăна мар, ытти çынсене наркăмăшласшăн вĕт-ха ăна туянакансем.

Кун пек май çук. Çавăнпа та ĕнтĕ район администрацийĕ тепĕр хут ку ыйтупа тата тепĕр татăклă утăм тума шутларĕ. Килĕшÿ текстне хатĕрлесе, çав шĕвексемпе сутă тăвакан предпринимательсене пуçтарчĕ. Çак Меморандума район администрацийĕ çынсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнччăр, эрехпе иртĕхесси чактăр, спирт пур усал шĕвеке сутма чарăнччăр тесе йышăнма тĕллев лартрĕ.

Чуна уçса калаçрĕç тĕл пулура.

- Вăйпах никам та никама карланкăран ямасть, - текен шухăш та пулчĕ хăшĕн-пĕрин. Йăнăш мар пуль ку та. Анчах та "фанфуриксене", йÿнĕ одеколона çапла нумай мĕн тума илнине пĕлсе тăнă çĕртех чун пур, çынна усал сунман çыннăн алли çĕкленмелле мар пек. "Мана пула тем ан пултăр-ха ку çынна",- текен шухăш та пулин чармалла пек çав шĕвеке сутма.

Район администрацийĕ предпринимательсене çав шĕвексене сутма чарасси пирки Килĕшÿ тума чĕнсе каланине район прокуратури те ырларĕ.

- Çынсем çав шĕвек йÿнĕ пулнипе тата ăна тупса илме çăмăл пулнипе туянаççĕ. Пĕр çын çак шĕвекпе сутă туса "пысăк" укçа туни çĕршер çынна инкек кÿрет. Килĕшÿ çине алă пусма чĕнсе калатăп, - терĕ район прокурорне пулăшакан Юрий Семенов тĕл пулура.

Чăннипех те, пуçтарăннă предпринимательсенчен ытларахăшĕ тÿрех Меморандум çине алă пусрĕ. Хăшĕсем ăна коллективпа сÿтсе явма тесе пĕрле илчĕç. Вĕсене вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕрĕс йышăну тума тепĕр хут чĕнсе каларĕ.

Унăн çумĕ, çул çитменнисене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси председателĕ, районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Лилия Тарасова чăтаймарĕ, çапла каларĕ:

- Сире эпир тепрехинче ăнăçсăр çемьесене кайнă чух хамăрпа пĕрле пыма чĕнетпĕр. Унта амăшĕсем киле таврăнасса кĕтсе макăракан выçă ачасене курсан, вĕсем мĕнле условисенче пурăннине курсан, сирĕн çав "фанфуриксене" сутма алă та çĕкленмĕ, - терĕ Лилия Юрьевна.

Тепĕр самант. Тĕл пулăва хăш-пĕр предпринимательсем чĕнсен те килмерĕç.

- "Фанфуриксене" сутма чаракан саккун тухсан сутма чарăнатпăр, - терĕç пулмалла вĕсем. (Çав саккун пулнă пулсан çÿлерех асăннă тĕл пулу çинчен те, нимĕнле Килĕшÿ пирки те сăмах пыман пулĕччĕ. Саккуна пăснăшăн явап тытма тиветчĕ ун чух).

Усал шĕвек ĕçсе çемйи-çемйипе çынсем пĕтни те ним те мар-ши вара вĕсемшĕн; Вĕсенче амăш туйăмĕ те, ашшĕ туйăмĕ те юлман-шим вара;

Çак шухăш таксистсемпе килтен эрех сутакансене те пырса тивет. Тĕл пулура предпринимательсем ку ыйтăва та хускатрĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Михаил Мясников хăйсем ку ыйтупа та ĕçленине палăртрĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем пулсан дежурнăйсем патне шăнкăравласа пĕлтермелле. Полицейскисем çакăн пек кашни шăнкăравпа, çырупа тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Тĕл пулăва килмен предпринимательсен ячĕпе вара район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çапла каларĕ:

- Çитес вăхăтрах общественность представителĕсемпе вĕсем патне хамăр каятпăр, - терĕ.

Мĕнле калаççĕ-ха: "Магомет ту патне каймасан, ту хăй ун патне пырать", - теççĕ вĕт.

Тĕл пулура Килĕшÿ çине алă пуснă предпринимательсене вара тÿрех магазин çине çакма туртса хунă "фанфурик" кĕленчи ÿкернĕ табличка пачĕç. Унта çапла çырса хунă: "Кунта сутмаççĕ".

Сăмаха вĕçленĕ май вара предпринимательсене район администрацийĕ сĕнекен Килĕшĕве тума, ăнланма тепĕр хут чĕнсе калас килет. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Усал туни те каялла кĕтмен çĕртен хăвнах усалпа пырса "шаплаттарать". Пурнăç чăнлăхĕ ку. Манса каяс марччĕ çакăн çинчен. Тата халăхра çапла калани те пур, ашшĕ-амăш тунă усал ĕçшĕн кайран вĕсен ачисен явап тытма тивет, теççĕ. "Фанфурик" тата йÿнĕ одеколон суткакансен çакна та асрах тытасчĕ.

Укçа; Вăл нихăçан та çитмест. Пур - пĕрле, çук - çурмалла, теççĕ. Çапла пурăнасчĕ. Çынна усал кăна тăвас марччĕ. Çĕр çинче пĕрре пурăнатпăр вĕт.

Л. Туктина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика