22 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли куна кăçалхипе виççĕмĕш çул паллă турăмăр. Черетлĕ информаци кунĕнчи пирĕн районти ĕç ушкăнне ертсе пынă ЧР юстици министрĕн çумĕпе Ирина СЕМЕНОВĂПА ачасен прависем пирки тĕплĕнрех калаçрăмăр.
- Ирина Анатольевна, ача прависем пирки мĕнле документсенче çырса çирĕплетнĕ?
- Ача прависем çинчен пĕтĕм тĕнчери пĕрлехи документсенче çырса çирĕплетни çинче никĕсленнĕ РФ норматив право акчĕсенче каланă.
Çыннăн прависен пĕтĕм тĕнчери декларацийĕнче акă ачасем уйрăммăн хÿтлĕхе, вĕсене пăхса тăнине тата пулăшнине тивĕç тесе палăртнă. Ача прависен декларацийĕнче те ача ÿт-пÿ тата психика тĕлĕшĕнчен аталанса пынăран çураличчен те, çуралнă хыççăн та хÿтлĕхе тивĕç пулнине каланă.
Ача тесе Ача прависен конвенцийĕнче 18 çула çитмен кашни çынна палăртнă. Каламалла, мăшăрланнă çемьере çуралнисем те, мăшăрланман çемьере çуралнисем те пĕр пек социаллă хÿтлĕхпе усă курма тивĕç.
Раççей Федерацийĕнче ачан тĕп прависем пирки çак нормăпа право акчĕсенче çирĕплетнĕ: РФ Конституцийĕ, РФ Çемье кодексĕ, "Тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу памалли хушма гарантисем çинчен", "РФ ача прависен тĕп гарантийĕсем çинчен" Федераци саккунĕсенче тата ыттисенче те.
- Çапла вара ачан тĕп прависем шутне мĕн кĕрет?
- Пĕрремĕшĕ - пурнăç прави: ачан пурăнма право пур. Хыççăн - ят тата гражданлăх прави, çемьеллĕ пулас право, тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илес право, ĕçлес, канас правасем, çурт-йĕр прави, пурнăçпа сывлăха хÿтĕлес право тата ыттисем те.
- Ачалăх тапхăрĕсене кура правасем хушăнаççĕ-и?
- Çапла. Акă çуралсанах унăн гражданлăх, ят, хушамат, ашшĕ ятне илес право пуçланать. Вăл çуралнă хыççăн пурăнма тата çемьере воспитани илме праваллă пулса тăрать. Ача хăйĕн ашшĕ-амăшне пĕлме, вĕсенчен хÿтлĕх илмелли праваллă, çавă хăйĕн прависемпе интересĕсем тĕлĕшпе вĕсенчен хÿтлĕх илес праваллă пулса тăрать.
6 çула çитсен ачан вĕренес (6 çул та 6 уйăхра) право тата йăлари вак-тĕвек килĕшÿсем тума право пуçланать. Сăмахран, лавккаран апат-çимĕç туянасси.
10 çул тултарнă ачаран унăн ятне е (тата) хушаматне улăштарас тесен, ăна усрава илме е çемьене пăхса ÿстерме илес тесен килĕшÿ ыйтмалла, ашшĕ-амăшĕ уйрăлнă чухне те суд ачаран вăл кампа юлас тенине ыйтать тата ытти те.
14 çулта ачан паспорт илмелли право пур, кунсăр пуçне ашшĕ-амăшĕпе килĕшсе пурăнмалли çурт-йĕре суйламалли, тĕрлĕ килĕшÿ тумалли, кунне 2,5 сехетрен ытла мар ĕçлемелли право тата ытти тĕрлĕ правасем те вăя кĕреççĕ.
15 çулта çамрăкăн эрнере 24 сехет ĕçлеме (ĕç вырăнĕнче) право пур. Вăл çул çине велосипедпа тухма пултарать. 16 çулта мотоциклпа çÿреме вĕренес, мопедпа çÿрес право вăй илет, çак çула çитнĕ çамрăк килĕшÿпе эрнере 35 сехетрен ытла мар ĕçлеме пултарать тата ытти те. 17 çулти гражданина çар учетне илме юрать. 18 çулта çамрăк хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тата явап тытма пултарать.
- Ачан правасемпе пĕрлех тивĕçĕсем пирки те кĕскен каласа хăварăр, тархасшăн.
- Чăнах та, пур гражданинăнни пекех, ачасен те тивĕçĕсем пур. Пĕрремĕшĕ - ачасен те ытти çынсен прависемпе интересĕсене пăсмалла мар. 14 çултанпа хăш-пĕр преступленишĕн уголовлă ответлăх пуçланать, 16 çултанпа ача пур тĕрлĕ преступленишĕн те, административлă йĕркене пăснăшăн та хăй ответлă пулса тăрать.
- Тавах интереслĕ калаçушăн.
Н. Николаева.