Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлет, аталанать фермер хуçалăхĕ

22 ноября 2014 г.

 

Раççей Федераци шайĕнче фермер ĕçĕнче пуçарулăх кăтартакансем валли грант тата пĕр хутчен паракан пулăшу уйăрас 2012 - 2014 çулсенчи программăсем (çемье ферми аталантаракансем тата хресчен (фермер) ĕçне пуçаракансем) туллин пурнăçланаççĕ. Федераци программисемпе ĕçлессинче Чăваш Республики, ытти регионпа танлаштарсан, уйрăмах ăнăçлă та пуçаруллă пулнине палăртнă. Асăннă программăсене хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшас, хушма хуçалăх тытакансене çак юхăма кĕртес, çапла майпа ял çыннисене курăмлă пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи курăмлă.   Сăн ÿкерчĕкре эсир куракан Шетмĕпуç ял тăрăхне кĕрекен Сарчак ялĕнчи Любовь Волкова хресчен (фермер) хуçалăхĕ республика шайĕнчи грантпа усă курма тивĕç пулчĕ. Çавна май вырăнти лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашма эпĕ хуçалăх ертÿçипе Любовь Ивановнăпа тĕл пулма васкарăм.

- Патшалăх ял хуçалăх ĕçне аталантарма пулăшу уйăрни питĕ савăнтарать. Пирĕн хуçалăхшăн та грант питĕ вырăнлă пулчĕ. Çак пулăшупа техникăпа агрегат туянтăмăр. Паллах, унсăр пуçне хамăр укçа-тенкĕне чылай тăкаклама тиврĕ кăçал, - паллаштарать хуçалăх ĕçĕпе тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм.

Çĕр ĕçне "хурçă утсăр" çĕнтерме май çук, ăна туянма 680 пин тенкĕне яхăн такакланă Волковсем. Çулмалли, тавăрмалли, прессламалли агрегатсем те çуллахи хĕрÿ ĕçре питĕ кирлĕ, çавăнпа вĕсемпе те пуянлатнă хуçалăха. Хăйсен вăйĕпе суха агрегачĕпе прицеп кÿрсе килнĕ. Ĕçлет, аталанать фермер хуçалăхĕ, пурнăç уттипе тан пыма тăрăшать. Ĕçчен çынна вара ĕçĕ те ытларах кăмăллать пулас.

Хисеплĕ мăшăршăн ял хуçалăхĕ пачах та ют мар, вĕсем мĕн ачаран ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Ку енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ Любовь Ивановна Мичурин ячĕллĕ хуçалăхра тĕп зоотехникра 10 çул вăй хунă. Каярах вара ĕç тилхепине урăх еннелле тытас тĕллевлĕ пулнăран почта уйрăмĕн ертÿçинче тимлеме пуçланă. Кунта 18 çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă. Ку чухне вара хушма хуçалăхра ытларах тата тĕллевлĕрех вăй хума пуçланă. Паллах, çапла тума çумра тăрăшуллă тата çур сăмахран ăнланакан мăшăр пулни хавхалантарнă. Александр Никитич çÿлерех асăннă колхозри выльăх ферминче тимленĕ. Пысăк тухăçшăн тата тăрăшса вăй хунăшăн кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Çавăнпа та малашнехи пурнăçне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăнтарнă.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест иккен, ачисем те хăйсем пекех ĕç чунлă çынсем пулса ÿснĕ. Меллĕ вăхăт тупăнсанах хăйсен çемйисемпе ашшĕ-амăшĕ патне васкаççĕ, хĕрÿ ĕçре яланах пулăшаççĕ.

- Паллах, пысăк хуçалăхра иккĕн кăна ĕçлесе çитерме май çук. Ачасене пĕчĕккĕллех хуçалăхра хамăрпа ĕçлеттереттĕмĕрччĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине ĕçпе кÿлĕнтермест, çавăнпа та урăхларах воспитанипе ÿсеççĕ хальхи ачасем. Ĕç вара çынна тĕрĕс çулпа утма пулăшать, - ачисемпе кăмăллă пулнине палăртса калаçăва тăсать Любовь Ивановна.  

Волковсем яш çулсенчи çынсем мар ĕнтĕ, апла пулин те фермер ĕçне тулли шайра аталантарма тăрăшаççĕ. Малтанхи утăма пахча хыçĕнчи 30 пуç тăмалăх сарайĕнчен пуçланă, 15-шер вăкăр самăртнă, ытти выльăх усранă. Кăçал вара асăннă объектра грант шучĕпе 90 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕ ирттернĕ.

- Вăхăчĕ çапла килсе тухрĕ, колхозсем юхăнма, сарайсем япăхма пуçларĕç. Хамăр хыçра лаша витин çурчĕ пушă ларатчĕ. Усă курма япăх мар, вутта яма питĕ шелччĕ. Килте канашларăмăр та хăш-пĕр документ тунă хыççăн выльăх-чĕрлĕх усрама пуçларăмăр, - иртнĕ тапхăра аса илет маттур хĕрарăм.

Хуçалăх тĕрлĕ выльăх йышлă ĕрчетет: сумалли ĕне, пăру, вăкăр, сурăх, хур, сысна. Пысăк пахалăхлă продукци вара сутăнмасăр тăмасть. Ку енĕпе Волковсем чăрмав курмаççĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх кăçал çичĕ тонна сĕт сутлăха ăсатнă, унсăр пуçне - ытти юр-вар.

Хуçалăх усă куракан çĕр лаптăкĕ пĕчĕк мар. Виçĕ гектарлă уй-хир - вĕсен харпăрлăхĕнче, арендăри пилĕк гектар çине ыраш акса хăварнă, çавăн пекех выльăх кăшманĕпе çĕр улмине уйрăм лаптăкра ÿстернĕ. Кашни уй-хир ĕç аллине вăхăтра кĕтет. Грант условийĕпе килĕшÿллĕн фермер хуçалăхĕн хушма ĕç вырăнĕ йĕркелемелле. Ку енĕпе те пĕр вырăнта тăмаççĕ вĕсем. Пĕрисем ял хуçалăхĕ сÿнни пирки калаçаççĕ пулсан, теприсем аталану çулĕпе пыраççĕ. Волковсен тăрăшулăхне республика шайĕнче те тимлĕхсĕр хăварман.  

Р. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика