03 декабря 2014 г.
Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçинче чылай çул Анна Николаевна Николаева тăрăшать. Çак кун умĕн эпĕ ун патне çул тытрăм.
- Анна Николаевна, сирĕн тăрăшулăх куç умĕнче, общество членĕсем районта кăна мар, республика шайĕнче те маттурлăхпа палăраççĕ. Кунта, паллах, ертÿçĕ тÿпи пысăк.
Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕн ертÿçинче чылай çул Анна Николаевна Николаева тăрăшать. Çак кун умĕн эпĕ ун патне çул тытрăм.
- Анна Николаевна, сирĕн тăрăшулăх куç умĕнче, общество членĕсем районта кăна мар, республика шайĕнче те маттурлăхпа палăраççĕ. Кунта, паллах, ертÿçĕ тÿпи пысăк.
- Хавхалантаруллă сăмахсемшĕн пысăк тав, пирĕн çынсем хăйсем питĕ маттур, ытти районти тата республикăри мероприятисене те хутшăнаççĕ. Асăннă организацие районта 1988 çулхи июль уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш ертÿçи Василий Петухов пулнă. Вăл çак категорири çынсене пĕр тытăма пухассине пуçланă. Каярах вара асăннă ĕçе тĕрлĕ çулта пилĕк çын пурнăçланă. Палăртса хăварас килет, çав çулсенчи аталану обществăра паллă йĕр хăварнă. Пирĕн вара малашне те ăна ăнăçлă йĕркелеме тăрăшмалла. 2008 çултан пуçласа çак тилхепене мана тытса пыма шанчĕç, май килнĕ таран тăрăшатпăр. Район организацийĕ пуçламăш 16 организацирен тăрать, кашниех пĕр чăмăрта пулассишĕн тимлет.
Эпир, асăннă категорири çынсем, ыттисемпе пĕр тан праваллă, манас марччĕ çакна. Ку пĕлтерĕше кашниех тĕрĕс ăнлантăрччĕ. Район тата ял тăрăхĕсенче социокультура тата спорт мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Республика шайĕнчисене те активлă хутшăнатпăр, пуçаруллисен йышĕ ытларах пулсан лайăхрах та пулĕччĕ. Çынпа çын хутшăнсан чун уçăлать, пурнăçа тăватă стена хушшинче пĕччен тата кичеммĕн ирттерни вара никама та савăнăç кÿмест. Кун пек чухне çын хăйне хăй хавшаса пырать.
Пулă тытас енĕпе ăмăртасси районта ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе эпир Етĕрне районне те çитсе килтĕмĕр. Хăвăрах шухăшласа пăхăр-ха, кунта пулă мĕн чухлĕ тытни мар, пĕрле пухăнни тата вăхăта усăллă ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынна ĕç кăна мар, чун апачĕ те кирлĕ, çавăн пекех эмелтен ытларах ăшă сăмах сиплет. Кÿршĕ районсемпе эпир тачă çыхăну тытатпăр. Элĕк районĕнче иртнĕ ал ĕç ăстисен куравне хутшăнтăмăр. Эпир те хамăра ыттисем умĕнче тивĕçлипех кăтартма пултаратпăр.
Эпир çулталăк календарĕпе тан пыма тăрăшатпăр, паллă кунсене хамăра майлă ирттеретпĕр, паллах, май пур таран. Экологи субботникĕсенчен те аякра юлмастпăр. Пирĕн хушăра ал ĕç ăстисем те, апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăллакансемпе спорт тусĕсем те, юрă-ташăпа савăнтаракансем те пур. Çапла вара пĕрле пухăнса кичемлĕхе сирме тăрăшатпăр эпир. Тури чăвашсен музейĕнче те тăтăш пулатпăр.
Хамăр обществăн хăш-пĕр активистне ятран асăнса хăварас килет. А. Кузнецов, А. Кондратьев, Ю. Щегольков, Р. Николаева тата ыттисем те тĕрлĕ мероприятие хутшăнассинчен аякра тăмаççĕ. Аслă çулхисем кăна мар, кĕçĕннисем те пур пирĕн йышра. Вĕсем те район, республика шайĕнче маттурлăхпа палăраççĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар хулинчи "Олимпийский" тĕп стадионта иртнĕ ăмăртăва Алина Егорова хутшăнчĕ. Вăл чи çамрăк спортсмен пулчĕ унта, чупассипе тата сикессипе лайăх кăтартупа палăрчĕ, асăнмалăх парнепе таврăнчĕ.
Укçа-тенкĕсĕр вара кирек епле ĕç пурнăçлама та çăмăл мар. Пирĕн организацие тĕрлĕ мероприяти ирттерме "Визит" тата "Блеск" магазинсем, БТИ, Муркаш пасарĕ пысăк пулăшу кÿреççĕ, пысăк тав вĕсене уншăн.
- Тавах калаçушăн. Манăн вара çакна та палăртса хăварас килет. Асăннă организаци ертÿçи Анна Николаевна - пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çулĕпе сумлă пулнине пăхмасăр вăл кăçал Муркаш райповне типĕтнĕ тĕрлĕ эмел курăкĕ 220 килограмм чухлĕ пухса пачĕ. Çулсеренех вăл ку енĕпе пуçарулăх кăтартать. Обществăшăн ырă ĕçсем тума малашне те ăна çирĕп сывлăх пултăрччĕ.