03 декабря 2014 г.
Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне ирттерессинче район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ те аякра тăмасть. Çавна май асăннă пай ертÿçи Валентина Аникина ку тĕлĕшри лару-тăрупа паллаштарма кăмăл турĕ:
- Çулсеренех çак куна районта чыслăн паллă тăватпăр. Ăна ирттерессине ООН Генеральнăй Ассамблейи 1992 çулта çирĕплетнĕ. Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне уяв тесе калаймăн, вăл асăннă категорири çынсем патне тимлĕх ытларах уйăрмаллине пĕлтерет. Тĕрĕссипе вара Раççей, республика правительствисем вĕсем тĕлĕшпе сахал мар ĕç вăя кĕртеççĕ. Район администрацийĕ те асăннă категорие кулленхи тимлĕхре тытать. Кашниех çут тĕнчене пурнăçа тивĕçлĕ шайра ирттерме килет, анчах та хăш чухне шăпа синкерлĕ те килсе тухать, апла пулин те вăл пуриншĕн те чи хакли.
Иртнĕ уйăх вĕçĕ тĕлне районта 2269 инвалид учетра тăрать, вăл шутра инвалид ачасем 99-ăн. Инвалид ушкăнĕ пур çынсене социаллă тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтеретпĕр. Саккунпа килĕшÿллĕн асăннă категорие санаторипе курорт сиплевĕ валли путевкăпа черетсĕр тивĕçтерме право пур. 34 çын кăçал "Волжские зори" тата "Чувашиякурорт" санаторисенче сывлăха çирĕплетме пултарчĕ. Çавăн пекех "Надежда", республика тулашĕнчи санаторисене те кайма май пур. Санаторипе курорт канăвĕ тата сиплевĕ валли путевкăпа усă курас текенсен социаллă хÿтлĕх пайне килсе черете тăмалла. Çакна палăртса хăвармалла, путевка тивĕçесси çыннăн кăмăлне кура мар, врач пĕтĕмлетĕвĕнчен килет.
Çавăн пекех Чăваш Республикинчи граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин патшалăхăн ятарлă программи шайĕнче социаллă пулăшу мелĕсем вăйра тăраççĕ. Социаллă тивĕçтерĕвĕн стационар учрежденийĕсенче черетсĕр йышăнассине пăхса хунă. Саккунпа килĕшÿллĕн инвалидсене коммуналлă услугăшăн уйăхсерен тÿлес йĕрке вăйра тăрать. Пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисене уйăхсерен асăннă услугăшăн 736 тенкĕ тÿлеççĕ, çакăн чухлĕ виçене е компенсацие инвалид ачасем те тивĕçеççĕ.
Районти социаллă пулăшу центрĕ çумĕнче мобильлĕ бригада йĕркеленĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн, социаллă пулăшу центрĕн, пенси фончĕн, сывлăх сыхлав учрежденийĕн тата обществăлла организаци ĕçченĕсенчен тăракан пĕрлехи ушкăн аякри ялсене, вырăнпа выртакан чирлĕ çынсем тата инвалидсем патне тухса ку тĕлĕшри тĕрлĕ услугăпа тивĕçтерет. МСЭ бюровĕ граждансене йышăннă чухне çÿлерех асăннă ведомствăсен специалисчĕсемпе «пĕр чÿрече» мелĕпе усă курать.
Çавăн пекех районта инвалидсемпе Раççейри инвалидсен обществин вырăнти организацийĕ тачă çыхăнса ĕçлет. Асăннă организацие хăй тĕллĕн тĕрлĕ мероприяти ирттерме çăмăл маррине шута илсе социаллă хÿтлĕх пайĕ тата социаллă пулăшу пайĕпе пĕрле канашласа çулталăк планне хатĕрлет. Плана кĕртнĕ кашни уйăхри ĕçе пĕрлехи вăйпа йĕркелеме тăрăшатпăр. Кăçалхи пĕрремĕш тĕл пулу январь уйăхĕнче çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Унта малтанхи çул ĕçне пĕтĕмлетрĕмĕр. Февраль уйăхĕнче вара "Рыцарь турнирĕ" пулчĕ, арçынсем валли тĕрлĕ ăмăрту хатĕрлерĕмĕр. Черетлĕ уйăхри "Тĕлĕнтермĕш хирĕ" тĕл пулăва хĕрарăмсене халалларăмăр. Апрель уйăхĕнче пире районти ача-пăча библиотеки йышăнчĕ. Май уйăхĕнче 20 çын çут çанталăка пухăнса тухма пултарчĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕн территорийĕнче ку хăйне майлă кану пулчĕ. Çав уйăхрах Шупашкар хулинчи "Олимпийский" тĕп стадион сывлăх енчен кăлтăклă хăш-пĕр ачана ăмăртăва пуçтарчĕ. Пирĕн район та аякра юлмарĕ çак ĕçрен. Çавăн пекех чылай ĕç пурнăçланать çулталăк хушшинче. Тĕл пулусене тĕрлĕ ведомство специалисчĕсене, вăл шутра врачсене те хутшăнтарма тăрăшатпăр. Çаксене йĕркелессинче обществăри çынсен активлăхĕ пысăк пулнине палăртас килет.