03 декабря 2014 г.
Ултавçăсем малтанласа сирĕн банк карттин номерне тата вăл хăш банкăн пулнине, çавăн пекех ун çинче мĕн чухлĕ укçа упраннине пĕлмеççĕ. Ку вăрттăнлăха вĕсене эсир хăвăр уçса паратăр, ăна тума вара ултавçăсен ыйтăвĕсемех сире пулăшаççĕ. Раççей Перекет банкĕн карттисемпе усă куракан питĕ йышлă, унпа танах вĕсем ултавçăсен аллине лекме пултарас хăрушлăх та пысăк.
Йăлана кĕнĕ тăрăх аферистсем чи малтанах сирĕн карттăна вăхăтлăх ĕçлеме чарни е укçа куçарни пирки телефон çине пĕлтерÿ яраççĕ. Çакăн пек информаци картта пачах та çук çынсем патне те çитме пултарать.
Пĕлтерÿ вуланă хыççăн чылайăшĕ хăй ултавçăпа çыхăнăва кĕрет. Аферистсем вара хăйсене банкăн хăрушсăрлăх службин ĕçченĕ е ытти сотрудник вырăнне хураççĕ. Вĕсем карттăна ĕçлеме пуçлаттарма е ытти тĕлĕшпе пулăшаççĕ имĕш. Чи малтанах картта хуçине банкомата кайма сĕнеççĕ, унта çитсен маларах палăртнă номер тăрăх шăнкăравламалла иккен. Вĕсем каланине пурнăçланă май каярах вара çын аферистсен серепине лекет. Тĕрлĕ кнопка пуснипе çеккунт хушшинче укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать, ăна вăл ултавçăн электрон енчĕкне хурса парать.
Çакна манса ан кайăр, Раççей Перекет банк ĕçченĕсем пĕлтерÿ янă чухне яланах клиентăн ятне, ашшĕ ятне палăртаççĕ. Пĕлтерÿре картта номерĕн юлашки цифрисене çыраççĕ, ултавçăсем вара çакна тума пултараймаççĕ.
Картта хуçисен çакна яланах асра тытмалла: сирĕн номер, вăл шутра пин-код тата картта вăйра тăракан тапхăр сирĕншĕн кăна пулмалла, ăна никамăн та тĕпчесе ыйтма ирĕк çук. Эсир пĕлтерÿ вулани банкомата тухса чупмалли пирки каламасть.
Раççей Перекет банкĕ.