03 декабря 2014 г.
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Шупашкарта иртнĕ митингра хула çыннисем нацисене пĕрлештерекен пулăмсене аса илчĕç: Раççейпе пĕрлешме тĕв тытнă Крым çыннисене хута кĕрсе ирттернĕ пысăк митинг, Хула кунĕпе саламлама килнĕ "Стрижи" ушкăнĕн тĕлĕнмелле вĕçевĕ, "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум йĕркипе иртнĕ "Çăлтăрпа пĕрле - зарядка"...
Çак мероприятипе пĕр вăхăтрах кăшт аякра Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Кулагин хирĕçлевле пикет йĕркелерĕ. Халăх суйланă çын нацисене пĕрлештерме урăхла пуху ирттерме шутларĕ - унсăр пуçне чăваш халăхне кам пĕрлештерĕ-ха;
Чăваш Еншĕн Андрей Кулагин - паллă тата урăхларах çын. Сăмахран, чăваш парламентĕнчи ЛДПР ертÿçи патшалăх влаç органĕсенче пуçлăх должноçне йышăнать. Анчах та Кулагин, халăх калашле, "университетсем пĕтермен", машинăсем тăвакан техникумра кăна пĕлÿ илнĕ. Халĕ вăл - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, çулталăкри тупăшĕ 1,3 млн тенкĕ. Тишкерес пулсан, Чăваш Енре финанс облаçĕнче профессионалсем нумай чухне кĕтмен-туман çĕртен тупăнаççĕ. Сăмах май, комитет председателĕ - Анатолий Князев.
Анчах та Кулагин кунпа кăна палăрман - хăтланкаларăшĕпе ăна нумай чухне федераллă ĕçтешĕпе Владимир Жириновскийпе танлаштараççĕ. Либерал-демократ пĕрре Чăваш Ен Пуçлăхне "вăрăпа лекнĕ чиновниксене хÿтĕлеме" сĕннĕ, тепре хула тăрăх Михаил Игнатьев сăнне ÿкернĕ майкăпа çÿренĕ, тепрехинче парти митингĕнче хĕрсем ташланипе киленнĕ, Патшалăх Канашĕн трибуни умĕнче калаçнă чухне вара мăйĕ çине ачасен шăхличне çакса янă. Кусем - социаллă хастар парламентарин политика "паттăрлăхĕсен" пĕчĕк пайĕ кăна-ха. Шупашкартан 20 километрта федераллă трасса çумĕнче çĕр участокне харпăрлăха 10 пин тенкĕпе кăна туянни тĕлĕнмелле мар-и; 2010 çулхи апрельте, Шупашкар район администрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕн Анатолий Князевăн йышăнăвĕпе, "Поволжье" корпораци" акционерсен хупă обществи Апаш тăваткалĕнче вырнаçнă 20 сотăй çĕр участокне "Çул хĕрринчи кафе тивĕçтерĕвĕ" валли 10607 тенкĕ те 20 пуспа харпăрлăха туяннă. Ун генеральнăй директорне Андрей Кулагин 1994 çултах, техникумран вĕренсе тухсанах ларнă.
Тĕлĕнмелле, 2002 çулта "Поволжье" корпораци" ертÿçĕ сăпатĕнче çак çĕр лаптăкне арендăна илнĕ чухне килĕшÿри пĕр пункчĕпе арендатор çĕр участокне "кайран тÿлесе илме ирĕк çуккисĕр" усă курма илнине палăртнă. Унсăр пуçне, ман шутпа, Кулагин арендăна илнĕ çĕрĕ çинче туса лартнă çул хĕрринчи çак заведени "Волга" М-7 автоçул тăрăхĕ çине те кĕрсе каймасть-ши; "УпрДорВолга" патшалăх предприятийĕ хăйĕн çĕрне "Поволжье" корпорацие" арендăна е харпăрлăха куçарма ирĕк панине çирĕплетекен документа тупма май килмерĕ.
Чи кăсăкли, Кулагинăн финанс ÿсĕмĕ тата халăхри хастарлăхĕ çивĕч хирĕçтăрусен тата унăн партийĕн регионти уйрăмĕнчи пăлханусен сĕмĕ çинче аван курăнать. Нумаях пулмасть ăна регионти уйрăм ертÿçин постĕнчен отставкăна ячĕç. Кулагин унчченхи хăйĕн пулăшуçипе вăрçса кайни те паллă. Вăрăм чĕлхесем çакна вырăнти партиецсем депутатăн тупăшĕ ăнсăртран тăрук ÿссе кайнăшăн кăмăлсăр пулнипе çыхăнтараççĕ. Апла пулин те Кулагин хăйĕн пĕтĕмĕшле хирĕçлевлĕ сăнарне пăхмасăр Чăваш Енĕн политика хутлăхĕнче вырăн йышăнать. ЛДПРовец темиçе çул пĕчĕк шалу çинчен ĕнентерни тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсен пулăшуçисене шалу тÿлес тесе йыхравлани темшĕн чăна килмеççĕ. Апла-и, капла-и - мăй çинчи шăхличсем, кÿреннисем тата хĕсĕрленисем çинчен калакан лозунгсем хăй ĕçнех тăваççĕ. Анчах ăнланма çук - çакнашкал условисенче халăхсене альтернативлă майпа мĕнле пĕрлештерме пулать-ши;
И. МИХАЙЛОВ.
«Советская Чувашия», 2014 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕ.