Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăхĕ кашнин асĕнче

03 декабря 2014 г.

 

Мирлĕ пурнăçра пурăнатпăр пулсан та, час-часах унта та кунта вăрçă вучахĕ хыпса илни çÿçентерет. Ку вара салтака каллех çула чĕнет. Мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварассишĕн, пулас ăрусем таса пĕлĕт айĕнче пурăнассишĕн, ачисем ашшĕ-амăшĕпе юнашар пулассишĕн вăл вăрçă вутне кĕрет. Кунта вара вилĕм, юн, куççуль, çухату, паллă марлăх...

Раççейре раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Паллă мар салтак кунне паллă тăваççĕ. Çак чыславпа пирĕн çĕр-шыв çыннисем нихăш салтакăн паттăрлăхĕ те - çапăçу хирĕнче пуç хунă-и вăл, служба тивĕçне пурнăçласа пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă-и е мирлĕ пурнăçа хÿтĕлесе вăрçă вутĕнче хыпарсăр çухалнă - манăçманнине çирĕплетеççĕ. Нимĕç фашисчĕсен çарне Мускав патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа шăпах çак кун 1966 çулта Ленинград çулĕ çинчи 41-мĕш километрта паттăрла пуç хунă салтаксен пĕрлехи вил тăпринчен илсе паллă мар салтакăн юлашкисене чыслă лару-тăрура Александровский садра пытарнă. 1967 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çав вырăнта "Паллă мар салтакăн вил тăпри" асăну архитектурин ансамблĕ уçăлнă. Унта нихăçан сÿнмесĕр çунакан вут чĕртнĕ. 1997 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче 1-мĕш номерлĕ хисеп караулне Ленин мавзолейĕ патĕнчен Паллă мар салтакăн вил тăпри çине куçарнă. Мемориалăн курăмлă вырăнĕнче "Санăн яту паллă мар, анчах паттăрлăху вилĕмсĕр" тесе çырни куç умĕнчен каймасть.

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе пурнăç панисен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассипе ĕçлекен "Раççейри шыравçăсем" пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕ 2013 çулта пĕрремĕш хут "Паллă мар салтакăн кунĕ" акци ирттерчĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче Раççей Президенчĕн администрацийĕн ертÿçипе       С. Ивановпа ирттернĕ тĕл пулура асăннă юхăм членĕсем çак куна Раççейри паллă кунсен шутне кĕртме ыйтнă.

"Раççейри шыравçăсем" пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн сĕнĕвĕ вăя кĕчĕ. Çĕнĕ саккун проектне йышăнни хамăр çĕр-шыва хÿтĕлесе тата çĕр-шыв интересĕсемшĕн Раççей тулашĕнче пуç хунă, анчах ячĕсем паллă мар çар çыннисен паттăрлăхне эпир ĕмĕр асра тытни пулать.

Паллă мар салтаксен вил тăприсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ тăрăхсенче кашни ял тата хула çывăхĕнчех пур. Шыравçăсен тăрăшулăхĕпе вĕсенчен хăшĕ-пĕрин ячĕсем паллă пулаççĕ пулин те, ытларахăшĕ çав-çавах ятсăр юлаççĕ. Вĕсен ячĕсене эпир пĕлместпĕр пулсан та, вăл салтаксем - Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисем. Çавăнпа та вĕсене чысласси - пирĕн парăм. Паллă мар салтакăн паттăрлăхне сума суни пирĕн общество çар çыннисен мухтавне çÿллĕ шайра тытнине çирĕплетет.

А. ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика