03 декабря 2014 г.
"Единая Россия" Пĕтĕм Раççей парти ертÿçисен йышăнăвĕпе декабрĕн 1-мĕшĕнче партин вырăнсенчи уйрăмĕсенче çĕр-шывĕпех пĕрлехи йышăну кунĕ иртрĕ.
Çакна май пирĕн районта партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата партин политсовет членĕ - район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев (сăн ÿкерчĕкре йышăну вăхăтĕнче) çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
Районти 16 ял тăрăхĕн администрацийĕнче те çак кун "Единая Россия" партире тăракан район депутачĕсем граждансене тĕрлĕ ыйтупа татăклă хуравсем пачĕç.
Пирĕн районта пурăнакансем çак кун район ертÿçисемпе депутатсем патне пурĕ 30 ыйтупа тухнă. Уйрăмах Юнкă, Хорнуй, Уйкас Янасал тата Çатракасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансем активлăхпа палăрнă.
Мĕн канăç памасть-ха районта пурăнакансене; Ытларахăшĕ ял урамĕсенче çулсем тăвассипе, шывпа тивĕçтерессипе тата çĕр ыйтăвĕсемпе кăсăкланнă. Ытти ыйтупа пĕрлех Украинăран куçса килме тивнĕ, халĕ пирĕн районта пурăнакан çемьесене çĕнĕ çул парни туса парас ыйту та пулнă. Район пуçлăхĕ И. Николаев çак пуçарулăха ырласа парне туса парас ĕçе хăй хутшăнма кăмăллине пĕлтерчĕ.
Кашмаш ялĕнчи Яриков ячĕллĕ çĕнĕ урамра пурăнакансем асфальт çул хăçан тума май пуррипе интересленнĕ. Çатракасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче ыйтăва хуравланă май çав урамра çул тăвассин проектпа смета документацийĕ хатĕррине палăртнă. Çавăнпа та çитес çултанпа, май пулсан, çул тăвассине тăсса ямĕç.
Муркашри Парковая урамра нумай хваттерлĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Çавна май кунта ача-пăча паркĕ тăвассипе кăсăкланакансем пур. Р. Тимофеевпа Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев парк тăвассипе 2015 çулта ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕç.
Турай ял тăрăхĕнче пурăнакансем вара Муркашра "фанфурик" сутма чарăнассине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ нумаях пулмасть пирĕн районти хăш-пĕр предпринимательсем "фанфуриксемпе" йÿнĕ одеколонсен хăрушлăхĕ пысăккине ăнланса вĕсене сутма чарăннине çирĕплетсе ятарлă килĕшÿ çине алă пуснине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе вара "фанфурик" сутма чаракан саккун çук, çавăнпа та совĕç тата çынлăх пуррисем кăна çак наркăмăша сутма чарăннă. Çапах та район администрацийĕ ку ыйтăва кун йĕркинчен кăларма шутламасть-ха.
Хорнуйĕнче маларах шкулăн шутланнă сачĕ халĕ хуçасăр. Ăна пăхса тăракан та çук, мĕншĕн тесен шкулĕ те çук. Йышăну кунĕнче çак садăн шăпипе кăсăкланакансем те пулчĕç. Ăна куç умĕнчех пĕтме парас мар текен çынсем пурри савăнтарать паллах. Садăн ĕмĕрне тăсас тесен унăн хуçи кирлĕ, çавăнпах арендăна илес ыйтăва ялта пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлсе вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕпе çыхăнса татса памаллине палăртнă.
Каласа хăвармалла, йышăну кунĕнчи ыйтусенчен нумайăшне вырăнсенчех татса пама май пулнă. Тен ытти чухне те çынсем хăйсем пуçаруллăрах пулни тата çакăн евĕр тĕл пулусене тăтăшрах йĕркелени кăна кирлĕ. Район ертÿçисемпе депутатсем вара ыйтупа тухакансен шухăш-кăмăлне пĕлсе вĕсене яланах шута илме тăрăшаççĕ.
Н. Николаева.