06 декабря 2014 г.
Сирĕн хаçатра район территорийĕнче тухнă пушарсем пирки тăтăшах пĕлтерса тăни "хĕрлĕ автан" хăрушлăхĕ пирки аса илтерсех тăрать. Пушар хурал ĕçченĕсем инкексен пĕр пайĕ мунчара тухни пирки пĕлтереççĕ. Ку вăл кĕтмен çĕртен сиксе тухакан питĕ хăрамалла пулăм. Çак инкекрен пăрăнас тесен кил хуçин малтанах мĕн тумалла, мĕн асра тытмалла;
П. ЕРМОЛАЕВА,
кил хуçи хĕрарăмĕ.
Полина Витальевна хускатнă ыйту хаçат вулакансенчен кашнинех хумхантармалла пек туйăнать. Çавăнпа та вулакан ыйтăвĕпе эпир районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн аслă инспекторне Олег БАСКАКОВА паллаштартăмăр. Унăн хуравĕ кашниншĕнех ăнланмалла тесе шутлатпăр:
- Хаçат вулакан тĕрĕс ыйту хускатни ялта пурăнакан пушар хăрушсăрлăхĕпе кăсăклансах тăнине çирĕплетет. Ку вăл - юлашки çулсенчи ырă улшăну. Апла пулсан та ялсенче пушар тухаслăх пĕчĕк мар. Кăçалхи раштавăн 3-мĕшĕ тĕлне Муркаш енре "хĕрлĕ автан" алхаснă 38 тĕслĕхе регистрацилерĕмĕр. Çав инкексенче миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 31 пушар пулнăччĕ, çулăм тыткăнĕнче 2 çын вилнĕччĕ. Пушарсенче кăçал ытларах пурăнмалли çуртсем, сарайсем, мунчасем кĕлленчĕç.
Пушар хăрушсăрлăх правилисене асăрханса пурăнмалли пирки тăтăш асăрхаттарса тăратпăр пулин те, йĕркене пăсакансем çав-çавах тупăнаççĕ-ха. Юлашки çулсенче мунчасенче пушар тухасси йышланни - районта пурăнакансемшĕн пĕрлехи ыйту. Асăннă тапхăрта пĕлтĕр те, кăçал та мунчасенче пилĕкшер пушар тухрĕ. Мĕнле хăтăлмалла-ха ку инкекрен; Хуравĕ пĕрре: килти хушма хуçалăхра мунча тунă чух, ăна хутнă чух ял çыннисен пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Мунчасенче пушар нумай тухнин хăйне евĕр пĕр пек сăлтавĕсем пур: е кăмака юсавсăр, е вăхăтра пăхса тăманнипе мăрье юрăхсăра тухнă. Вăрттăнлăх мар, хĕл кунĕсенче ял çыннисем мунчана эрнере пĕрре е ытларах та хутаççĕ. Сивĕнсе ларнă мунча кăмаки е мăрйи вара хăвăрт вĕри панипе наччасрах çурăлма пултарать. Çапла вара ĕнер юсавлă пулнă кăмака паянхи юсавсăрлăха пула "хĕрлĕ автана" çул уçать. Çапла ан пултăр тесен кирпĕчпе купаланă мăрьесене тимĕр шăнăçпа меллĕн çавăрса картлани (обшивка) питех те вырăнлă. Кунпа пĕрлех мăрьерен метр çурă радиусра хăвăрт хыпса илекен хатĕрсем тытмалла мар. Мăрье çывăхĕнче кĕпе-йĕм типĕтессинчен те кил хуçисен асăрханмалла.
Çак асăрхаттарусене пăхăнатăр пулсан та, кил хуçин мунча кăмакине хутсан мăрьене хăпарса пăхни ытлашши пулмĕ.