06 декабря 2014 г.
Шупашкар районĕнчи пĕр сад участокĕнче Валентина Максимовна пенсионерка çулĕсем пуррине кура сайрарах та сайрарах пулкаланă: сывлăх хавшани сад участокĕпе тулли вăйпа ĕçлеме паман. Кăштах тирпейлеме тата кĕр çитсен пан улми пуçтарма çеç пыркаланă вăл унта. Юлашки 2 - 3 çул хушшинче вара асанне хăйĕн сад участокне пачах кайса пăхман. Виçĕ çул иртсен хăйĕн сад участокне пырсан унăн территорийĕнче ют мунча ларнине курсан вăл епле тĕлĕннине кирек кам та ăнланма пултарать.
- Манăн çĕр лаптăкне çавăрса илсе мунча тунă. Тĕрĕс мар хăтланнă. Епле-ха капла тесе эпĕ сад юлташлăхĕн председателĕ патне кайрăм. Вăл вара манăн кÿршĕн мунча тата çĕр тĕлĕшпе документсем йĕркеллĕ тесе хурав пачĕ. Эпĕ кÿршĕсемпе лару-тăрăва вырăнта йĕркелеме майĕ çуккине ăнланса прокурор патне тухрăм, - хăйĕн хуйхи-суйхипе паллаштарать Валентина Максимовна ĕç ветеранĕ.
Прокуратура пенсионерка ыйтăвне пăхса тухма Чăваш Республикин Росреестр управленине ярса парать. Мĕншĕн тесен шăпах çак ведомство çĕр тĕлĕшпе саккунсене пăхăнассине тата çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курассине йĕркелесе-тĕрĕслесе пырать. Патшалăх çĕр инспекторĕ пенсионер ыйтăвĕпе вырăна тухса тĕрĕслев ирттерет. Кÿршĕсен çĕр участокĕсене виçни, участоксем тĕлĕшпе алăри документсемпе паллашни Валентина Максимовна темиçе çул участока килмесĕр пурăннă вăхăтра "çĕрсĕр тăрса юлнине" çирĕплетеççĕ.
Лару-тăрăва патшалăх çĕр инспекторĕ çапла ăнлантарса парать:
- Тĕрĕслев нумай интереслĕ пулăм уçса пачĕ. Асăннă сад юлташлăхĕ 1994 çулта йĕркеленнĕ. Шупашкар район пуçлăхĕн постановленийĕпе çав вăхăтра çĕр участокĕсем уйăрса панă çынсен списокне çирĕплетнĕ. Валентина Максимовнăн кÿршин ячĕ унта çук. Унтанпа çĕнĕ список туни тата ăна çирĕплетни те пулман. Документсемпе килĕшÿллĕн кÿршĕ çав çĕр участокне 2010 çулта çеç илнĕ. Участока панă номер "а" хушма сас паллиллĕ. Çав вăхăта пур участока та валеçсе тухнă пулин те, ирĕклĕ çĕр участокĕ тупăнни хушма ыйтусем çуратать. Ун тĕлĕшпе эпир малалла ĕçлĕпĕр. Валентина Максимовнăн çĕр участокĕ тĕлĕшпе илсен пĕрре пăхса чăнах та çĕре харпăрлăха туртса илнĕ пек курăнать, анчах ăна документсемпе çирĕплетме çук. Мĕншĕн тесен пенсионер ăна вăхăтра виçтермен. Тепĕр майлă каласан ĕç ветеранĕн сад участокĕн чикки çук, ăна хут çинче палăртман. Пулса тухнă лару-тăрăва Валентина Максимовнăн суд урлă çеç татса памалли юлать. Урăхла çул çук.
Пулса тухнине пĕтĕмлетсе Чăваш Республикипе ĕçлекен Росреестр управленийĕнче кунашкал тĕслĕх пĕрре-иккĕ çеç пулманни пирки пĕлтерчĕç. Кун пек лару-тăруран хăтăлас тесен куçман пурлăха вăхăтра виçтерсе кадастр учетне тăратасси пирки манмалла мар.
Чылай хушă тĕрĕслĕх шыранă хыççăн Валентина Максимовнăна кÿршипе калаçса татăлма май килнĕ. Кÿрши мунчана унăн участокĕ çинчен куçарма сăмах панă.
М. ИВАНОВА.