Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ тĕл пулусенче

06 декабря 2014 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май тĕрлĕрен ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăннă.

"Мускав муфтиячĕн" резиденцийĕнче Михаил Игнатьев декабрĕн 3-мĕшĕнче Мускав хулин тата Тĕп регионăн Мусульман тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа тĕл пулнă. Резиденцире вĕсем Чăваш Енри халăхсем хушшинчи килĕшĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Калаçăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шалти политикин тĕн организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен управлени департаменчĕн пуçлăхĕ Евгений Еремин та хутшăннă. Калаçу вăхăтĕнче республикăра тĕн хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.

* * *

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери "Электрические сети России - 2014" ятарлă выставкăна çитсе курнă. Унта вăл "УК "Инновационный территориальный электротехнический кластер Чувашской Республики" НП шутне кĕрекен предприятисен экспозицийĕсемпе те паллашнă. Кунта паян республикăн 20 ытла электротехника предприятийĕн харпăр хăйĕн стенчĕсемпе тата пĕрлехи экспозицийĕсемпе паллашма пулать.

Сăмах май Шупашкар хулинче электротехника производствине локализацилени 2012 çулта Чăваш Республикин инноваци электротехника кластерне йĕркелеме май панă. Унта кĕрекен предприятисем паян чи паха йышши 100 пин ытла продукци тĕсĕ туса кăлараççĕ, вĕсене вуншар çĕр-шыва ăсатаççĕ.

* * *

Декабрĕн 3-мĕшĕнче Раççей наукăсен академийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей наукăсен академийĕн президенчĕпе Владимир Фортовпа малашлăх тĕпчев ĕçĕсем тата инноваци ĕçĕ-хĕлĕ пирки килĕшĕве алă пуснă. Çакă Академипе Чăваш Республики хушшинчи ахаль те çирĕп çыхăнусене татах аталантарма тивĕç.

* * *

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, федерацин "Раççей Федерацийĕнче 2006 - 2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче спорт объекчĕсем тăвас, Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне (суперлига) ирттерме хатĕрленес ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче кăна Чăваш Енре спорт инфраструктурин объекчĕсене тума тата реконструкцилеме 5 млрд. тенкĕне яхăн уйăрнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен шучĕ ÿссе пырать. Ечен те 2009 çулта Чăваш Енре çынсен 26 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă пулнă пулсан, 2014 çулта ку хисеп 36 процента çитнĕ.

* * *

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Пĕтĕм тĕнчери VIII Форум тата "Раççей транспорчĕ" выставка уçăлнă çĕре хутшăннă. Вĕсем декабрĕн 4 - 6-мĕшĕсенче "Гостиный двор" комплексра иртеççĕ. Выставкăра федерацин "Раççей транспорт системине аталантарасси (2010 - 2020 çулсем)" тĕллевлĕ программи мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашма май пур.

* * *

Декабрĕн 4-мĕшĕнче Михаил Игнатьев РФ МЧС ертÿçипе Владимир Пучковпа тĕл пулнă.

В. Пучков республикăри влаç органĕсем пушартан асăрхаттарассипе, шывсем çинче асăрханулăхпа тивĕçтерессипе аван ĕçленине палăртнă. Республикăна пулăшассипе малтан калаçса татăлнисем вăйра, тенĕ министр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика