06 декабря 2014 г.
Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ В. Данилов:
- Хăйĕн Çырăвĕн пуçламăшĕнчех РФ Президенчĕ В. Путин хальхи вăхăтра тĕнчере, Украинăра мĕншĕн çакăн пек лару-тăру пулнине питĕ уçăмлă ăнлантарчĕ. Санкцисене пăхмасăрах пирĕн çĕр-шывăн аталанмалли майсем пуррине палăртрĕ. Раççей хÿтлĕхĕ пирки каланă чух Раççейĕн хăйне хÿтĕлеме вăй, кăмăл, хастарлăх пур тени хавхалантарчĕ. Вăтам тата пĕчĕк бизнеса çирĕпрех аталантарас тĕллевпе налук енĕпе тата надзор енĕпе çăмăллăхсем туса памалли çинчен каларĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсемшĕн паллах лайăх пулмалла çакă. Капиталсен амнистийĕпе те усă курасшăн, çул-йĕр тăвас ĕç калăпăшне те акă икĕ хут ÿстерме кирлине палăртрĕ В. Путин. Çак тата ытти самантсем аталану çине лайăх витĕм кÿме тивĕç.
Сывлăх сыхлавне илес пулсан вара 2015 çула Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тума сĕнни питĕ вырăнлă. Мĕншĕн тесен çынсем вилессин анлă сарăлнă сăлтавĕ - шăпах çак чирсенче. Юлашки çулсенче чире асăрхаттарасси лайăхланса, ку тĕлĕшпе медицина пулăшăвĕ пахалăхлăрах пулса пырать, çавна май вĕсемпе чирлесси сахалланать пулин те, кирлĕ утăм тесе шутлатăп. Кунпа пĕрлех В. Путин эффективлă мар расхутсене çулсеренех 5-шер процент чухлĕ чакармалли пирки каларĕ. Çак утăма тĕрлĕ ене шута илсе, тĕплĕн шухăшласа пурнăçламалла тесе шутлатăп.
Çынсене медицина пулăшăвĕн хăш енĕсем тÿлевлĕ, хăшĕсем тÿлевсĕррине лайăх ăнлантармалли пирки сăмах пулчĕ. Ку чăнах та çапла, унсăр ăнланманлăх пулма пултарать. Патшалăх медицина службине аталантарнипе пĕрлех уйрăм харпăрлăхри медицина службине те аталантарса пымалли пирки каларĕ президент. Ку çаплах пулмалла, çыннăн суйлав пултăр, анчах та медицина учрежденийĕсен тĕллевĕ пĕр пек пулни пĕлтерĕшлĕ - çынсен пурнăç çулне тăсасси. Акă 2000 çулта çынсен пурнăç тăршшĕ Раççейре вăтамран 66 çулпа танлашнă пулсан, халĕ - 71 çулпа. Çакă патшалăх тăнăçлă аталанса пынине çирĕплетет, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртать.
В. Путин тата ытти самантсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсене пурнăçласа пырса çынсен сывлăхне çирĕплетме тăрăшăпăр, апла пулсан - пурнăç шайне ÿстерме те.