06 декабря 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев декабрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне яракан Çырăвне вуланă çĕре хутшăннă. Церемони хыççăн журналистсене панă интервьюра Михаил Игнатьев çакна палăртнă:
- Патшалăх пуçлăхĕ хамăрăн çитĕнÿсене тата умри проблемăсене уççăн палăртрĕ, влаç органĕсемпе общество умне конкретлă задачăсем лартрĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ кăçал хăйĕн Çырăвне тĕнче политикин, тĕнче санкцийĕсен ыйтăвĕсенчен пуçларĕ. Кунпа пĕрлех вăл вырăс халăхĕн ăс-хакăлпа патриотизм вăй-халĕ епле çирĕп пулни пирки те каларĕ. Мĕншĕн тесен ăна пăхăнтарма тăрăшсан вырăс халăхĕ яланах çĕнтернĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, вăл Украинăра негативлă пулăмсем пуçланни çинче чарăнса тăчĕ, политика лару-тăрăвĕ çивĕчленчĕ, Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешрĕç. Пĕтĕм Раççей халăхĕ, Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕ çак икĕ регионăн тата Президент йышăнăвне ырласа йышăнчĕç.
Виççĕмĕшĕнчен, харпăр хăй инвестицийĕсене, уйрăм çын харпăрлăхне хÿтĕлесси, предпринимательсене хăйсен капиталне чикĕ леш енчен Раççее куçарса легализацилеме майсем туса парасси пирки çирĕплетсе каларĕ. Кун пеккисем валли уйрăм амнисти пулать.
Паллă ĕнтĕ, кунсăр пуçне Раççей Президенчĕ хамăр çынсене малашне социаллă сферăра: вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче, физкультурăра тата спортра, культурăра услугăсемпе мĕнле тивĕçтермеллине палăртрĕ.
Владимир Владимирович Путин ĕç рынокĕнче паян ĕç вăйĕ епле кирлине питĕ уçăмлă каларĕ: рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, ятарлă пĕлÿ илнĕ инженерсем. Импорт продукцине ылмаштарас тĕлĕшпе ку вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анăçа пăхăнса тăрассине пĕтерес пулсан пысăк технологи продукцине хамăрăн туса кăларма тытăнас пулать. Экономика санкцийĕсем пире ку тĕлĕшпе пулăшма кирлĕ кăна.
Пирĕн республикăра ку тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Ĕнер эпĕ Пĕтĕм тĕнчери "Раççей электричество сечĕсем - 2014" ятарлă выставкăна кайса куртăм. Пирĕн предприятисемпе организацисем унта хăйсене питĕ лайăх енчен кăтартаççĕ. Вĕсем тĕнче рынокĕнче продукци сутассипе лидер пулса тăракан кирек хăш компанипе танах продукци сĕнме пултараççĕ. Кун пек компанисем шутĕнче Сименс, АВВ т. ыт. те. Инвестицисене çынна, интеллекта хывас пулать. Çынсем вара хăйсен пултарулăхне, интеллект пахалăхĕсене кура çĕнĕ продукци туса кăларччăр, çĕнĕ сĕнÿсем сĕнччĕр, малашлăхлă çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртчĕр.
Çырура çавна та палăртнă. Хальхи вăхăтра контрольпе надзор органĕсем предпринимательствăна аталантарма, тĕрлĕ проектсене уйрăм çынсен инвестицийĕсене хывма чăрмав кÿреççĕ. Мана уйрăмах çакă чуна кайрĕ. Енчен те коммерци организацийĕ виçĕ çул хушши уççăн, пĕр тиркевсĕр ĕçлет пулсан, тепĕр виçĕ çул хушши ун тĕлĕшпе ĕçре чăрмав кÿрекен нимĕнле кирлĕ-кирлĕ мар тĕрĕслевсем пулмĕç. Кам хăйĕн бизнесне тÿрĕ чунпа аталантарать, Раççей экономикине, çынсен пурнăç шайне ÿстерме тÿпе хывать, вĕсем тĕлĕшпе хушма çăмăллăхсем пулмалла. Кун пеккисем ыранхи куна шанчăкпа пăхма пултарччăр, хăйсен укçи-тенкине производствăна аталантарма хывччăр, пысăк тухăçлă та пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеччĕр.
Тепĕр темăна та палăртрĕ - проектсене кура финансласси. Паянхи куна илес пулсан патшалăх коммерци банкĕсем кăна мар, коммерци банкĕсем пачах та нумай инвестици проекчĕсене укçа-тенкĕ хывасшăн мар. Проектсене кура финансласси пулсан предприятисен, производствăсен шучĕ ÿсĕ, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Ку вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Раççей Президенчĕ пирĕн ума задачăсем лартрĕ. Эпир вара регионсенче бизнес-сообществăсемпе, общество организацийĕсемпе пĕрле вĕсене пурнăçлăпăр.