06 декабря 2014 г.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Çыру вулассине йăлана кĕнĕ тăрăх Кремльти Георгиевски залĕнче йĕркеленĕ. Унта 1100 яхăн çынна йыхравланă. Вĕсен йышĕнче Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Аслă суд ертÿçисем, губернаторсен корпусĕ тата ыттисем те пулнă.
Çак çыру Раççей историйĕнче - 21-мĕш, В. Путин вуланă 11-мĕш Çыру пулчĕ. Президент пулнă вăхăтри малтанхи икĕ тапхăрĕнче те В. Путин Çырăва çуркунне вуланă. 2012 тата 2013 çулсенче Раççей Президенчĕ çак ĕçе Раççей Конституци кунĕнче, декабрĕн 12-мĕшĕнче, пурнăçланă.
Крым Раççейшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ
Малтанах Владимир Владимирович РФ гражданĕсене çирĕп кăмăллă пулнăшăн, йывăрлăхсене чăтса ирттерме пултарнăшăн тав сăмахĕ каларĕ. "Раççей хăйĕн гражданĕсене сыхлама пултарнине ĕçре кăтартса пачĕ", - терĕ вăл.
Пирĕн халăхшăн асăннă пулăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен Крымра та пирĕн çынсем пурăнаççĕ. Стратеги тĕлĕшпе те ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Пĕрлĕхлĕ Раççей нацийĕн тата Раççейăн централизациленĕ патшалăхĕ шăпах çакăнтан пуçланать.
Украина пирки: Мускав Анăçа пăхăнма шутламасть
Путин çавна аса илтерчĕ. Раççей Украинăн никама пăхăнманлăхне ниепле те хирĕç мар: 90-мĕш çулсен чиккинче те çапла пулнă, ку тĕлĕшпе позици халĕ те улшăнман.
Юнлă хирĕçÿсем Украинăна кирлĕ-им; Яланах калаçса татăлма пулать. Влаçа çапла майпа тытса илни тĕрĕс пулмасть.
Анăç Украинăна финас тĕлĕшĕнчен пулăшма шантарнинче те тĕрĕслĕх курăнмасть. Халĕ пустуй сăмах вакличчен Украина экономикине пулăшни кирлĕ. Паллă ĕнтĕ, реформăсене пурнăçа кĕртнĕ май. Анчах та Анăç çĕр-шывĕсем çапла тума васкамаççĕ-ха.
США пирки: Украинăри кризис - санкцисем валли сăлтав кăна
Раççей Президенчĕ палăртнă тăрăх Америка вĕçĕмех Раççейпе ытти çĕр-шывсене хирĕçтерме, пăтăрмахсем кăларса тăратма тăрăшать. Раççее хирĕç кăларса тăратакан санкцисем Украинăри влаç тытăмĕнчи улшăнусемпе пачах çыхăнман. Раççей çултан-çул вăй илсе пыни США-па унăн союзникĕсене тахçанах шухăшлаттарать. Украинăра кун пек лару-тăру пулса тухман пулсан вĕсем урăх май шыраса тупнă пулĕччĕç. Ку вăл ĕнер мар, вуншар çул маларах хатĕрлесе хунă политика.
Çар хăвачĕ енĕпе Раççейрен иртсе кайма май пулмĕ
Енчен те Европăри хăш-пĕр çĕр-шывра наци чысĕ пирки тахçанах манса кайнă, никама пăхăнманлăх вăл пуш сăмах кăна пулсан, Раççейшăн вара чăннипех те никама пăхăнманлăх - пире пурăнма кирлĕ услови. Ыйту çакăн пек тăрать: е эпир никама пăхăнман патшалăх пулса юлатпăр, е тĕнчере саланса çухалса пĕтетпĕр. "Çакна ытти патшалăхсем те ăнланма тивĕç", - терĕ В. Путин.
"Эпир хĕç-пăшал шайне ÿстерсе пырассишĕн çунмастпăр. Анчах та çĕнĕ условисенче çĕр-шывăн оборона хăватне сыхласа хăварма пирĕн майсем те, "стандартлă мар" йышăнусем те çителĕклех", - палăртрĕ вăл.
Раççей ытти çĕр-шывсенчен уйрăлса кайма шутламасть
Президент шантарсах çавна палăртрĕ. Раççей нихăçан та ыттисенчен уйрăлса каяс çулпа пыма шутламасть, хăйĕнче тăшман шырамасть.
Патшалăх ертÿçи палăртнă тăрăх хальхи условисенче те Раççей Европăпа тата Америкăпа хутшăнусене пăрахăçлама шухăшламасть. Пирĕн çĕр-шыв тĕнчешĕн уçă, пĕрлехи инвестици проекчĕсене сÿтсе явма хатĕр. Раççей вара малашне политикăпа экономикăна пăтраштарман, пĕрлехи проектсем пăхса тухма, суту-илÿ аталантарма килĕшекен çĕр-шывсемпе "ĕçлеме" хатĕр. Акă Азипе Лăпкă океан регионĕсем юлашки вăхăтра ăнăçлă аталанаççĕ. РФ Китайпа хутшăнусене йĕркелет.
Пĕчĕк бизнеса кирлĕ мар тĕрĕслеврен хăтармалла
Кирлĕ-кирлĕ мар, планланă тата планламан тĕрĕслевсен шутне чакарас пулать. Паллă ĕнтĕ, пачах тĕрĕслевсĕр пулаймасть. Анчах та пĕчĕк предприяти лайххисен шутĕнче, виçĕ çул хушши пур нормăна та пăхăнса ĕçлесе пырать пулсан, В. Путин кун пеккисене тепĕр виçĕ çул хушши планланă муниципалитет тата патшалăх тĕрĕслевĕсенчен хăтарма сĕнет. Ку вăл вара çынсен пурнăçне хăрушлăх кăларса тăратакан е ытти çавăн йышши тĕслĕхсене пырса тивмелле мар.
Çавăн пекех В. Путин çитес 4 çул хушшинче çĕр-шывра налук системине улăштармалла мар тесе палăртрĕ, нульрен пуçăнакан производствăсене вара пулăшма шантарчĕ.
Капиталсен амнистийĕ пирки
В. Путин саккунсăр майпа чикĕ леш енне куçарнă капиталсен амнистине ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Кун пек çынна право сыхлавĕн, налук органĕсем укçа-тенке ăçтан, мĕнле майпа тупнă пирки инстанцисем тăрăх сĕтĕрме пăрахĕç. Çын хăйĕн укçи-тенкине тата пурлăхне Раççейре легализацилет пулсан, уншăн унăн административлă тата уголовлă явап тытмалла пулмĕ.
Продуктсемпе эмелсен хакĕсене тĕрĕслесе тăмалла
Президент çакăн пек задача лартрĕ: Раççейре 3 - 5 çул хушшинче апат-çимĕç продукчĕсемпе тата эмелсемпе хамăра хамăр тивĕçтерме тытăнмалла. Вĕсен хакĕсене вара çирĕп тĕрĕслесе тăрас пулать.
Çулсем тăвассине икĕ хут ÿстермелле
В. Путин каланă тăрăх Раççейре транспорт çÿрессине йĕркене кĕртсе çитерес пулсан, çулсем тăвассине икĕ хут ÿстермелле. Федераци субъекчĕсем вара регион шайĕнчи тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене йĕркене кĕртессипе çине тăма тивĕç. Çак задачăна татса пама хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç.
Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланать
В. Путин палăртнă тăрăх юлашки икĕ çул хушшинче çĕр-шывра çынсен йышĕ ÿссе пырать. Крымпа Севастополе шута илсен, 2014 çулта Раççейре çынсен шучĕ 146 миллиона çитмелле. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă мерăсемпе Крым çур утравĕн çыннисем те усă курма пултарĕç. Сăмах ача амăшĕн капиталĕ тата ытти çăмăллăхсем пирки пырать.
Халĕ çĕр-шывра çынсем вăтамран пурăнасси 71 çулпа танлашрĕ. В. Путин шухăшĕпе çитес вăхăтра çак кăтартăва 74 çула çитерме пулать. Çавăн пекех вăл 2015 çула Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе йышăнма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен Раççейре ытларахăшĕ халĕ шăпах çак чирсене пула çĕре кĕрет.