09 февраля 2013 г.
Ачасен апатланăвĕпе çи-пуçĕ те вĕсен сывлăхĕ çине витĕм кÿреççĕ. Çакна специалистсем тахçанах тĕпчесе палăртнă. Çавăнпа та ачасен мĕнле çи-пуç тата мĕнле пушмак пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Çи-пуçа мĕнле пусмаран çĕлени, сăмахран, ачасен ÿт чирĕсемпе, вируслă инфекци чирĕсемпе е тата гриппа чирлессипе те тÿррĕнех çыхăннă.
Пирĕн республикăра юлашки çулсенче ачасем сывлав органĕсен чирĕсемпе ытларах чирлени палăрать – чирсен 41 проценчĕ чухлех. Статистика тăрăх вăтамран кашни ача çулталăк хушшинче шăнса пăсăлассипе аптăрать. Иккĕмĕш вырăнта – нерв тытăмĕн чирĕсем – 8,2 процент, хыççăн – хырăмлăх чирĕсем – 7,3 процент, куç чирĕсем – 7,13 процент, ÿт чирĕсем – 5,2 процент.
Ÿт чирĕсен 20 проценчĕ таранах ÿт пахалăхсăр тумтирпе сĕртĕннинчен килет. Ачасем хăйсен вăхăтне ытларах шкулта ирттереççĕ. Çавăнпа та шкула çÿремелли тумтир пахалăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шкул формине кĕртес ыйту та ахальтен тухса тăмасть.
Шкул формине ачасен ÿсĕмне кура çĕлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмре тĕрлĕ хусканусем тунине шута илеççĕ. Паллах, шкул формине тăхăнсан ача хăйне хăтлă туймалла.
Çĕр-шывăн хăш-пĕр субъекчĕсенче шкул формине ĕçе кĕртнĕ тĕслĕх сахал мар. Сăмахран, Мускавра, Волгоград, Саратов, Ярославль тата ытти облаçсенче. Пахалăхлă материалтан çĕленĕ шкул форми чăнах та ачасен сывлăхĕшĕн усăллине ăнланса вĕрентÿ ÿчрежденийĕсен ертсе пыракан органĕсем шкул формине ĕçе кĕртме йышăннă та ĕнтĕ.
Шкул форми тепĕр енчен пăхсан социаллă ыйтусене те татса парать, ачасем хушшинче кăмăл-сипет тĕлĕшпе те лăпкă лару-тăру тытса тăма пулăшать, вĕренес кăмăла та хушать. Ачасен тумтирĕ мĕнле пулмаллине ятарлă нормативлă документсемпе çирĕплетнĕ.
Шкул формине кĕртес ыйту кашни шкултах тухса тăрать. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн ачасен сывлăхне пырса тивет. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕ те ку ыйтăва тĕрĕс ăнланасса шанса тăратпăр.
Н. Луговская,
ЧР Роспотребнадзорăн ертÿçи.
НумайăшĔ хирĔÇ мар
Пĕтĕм Раççейри обществăлла шухăша тĕпчекен центр шкул формине тавăрас (паллах, малтанхи пеккисене мар) тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ.
Ыйтнисен 77 проценчĕ шкул форми кирлине пĕлтернĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем пулнă. 18 проценчĕ шкул форми кирлĕ мар тесе шутлать. Кусем ытларах – çамрăксем, арçынсем тата пĕтĕмĕшле ача çук çынсем.
Шкул форми мĕнле пулассин шăпине çынсен 55 проценчĕ патшалăха шутлама шанать. 14 проценчĕ – çакă регион шайĕнче е вырăнта татса памалли ыйту тесе шутлать, 10 проценчĕ – ыйтăва ашшĕ-амăшĕн хул пуççийĕ çине хурасшăн, 8 проценчĕ – шкул директорĕ çине.
Çак ыйтăма пĕлтĕр ирттернĕ. Раççейри 46 регионти çынран ыйтнă.
Пирĕн республикăри Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ырланипе вара нумаях пулмасть пĕр çĕвĕ фабрики «Шкул формин чи лайăх моделĕ» конкурс ирттерчĕ. Республика конкурсĕнче Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕренекен Анастасия Яковлева çĕнтернĕ. Вăл хатĕрленĕ шкул формин моделĕ ытларахăшне килĕшнĕ. Конкурса тăратнă модельсене пурте малтанах Интернет урлă хак пама пултарнă. Çамрăк модельерсем хатĕрленĕ шкул формисем чăнах та питĕ илемлĕ, хăтлă тата пахалăхлă материалтан. Вĕсене курсан такамăн та шкула каяс килĕ.
Хаçат вулакансем, пирĕн районти ашшĕ-амăшĕсемпе учительсем шкул форми пирки мĕн шутлаççĕ; Сирĕнтен çырусем е шăнкăравсем (62-1-38) кĕтетпĕр.
Н. Николаева.