09 февраля 2013 г.
Чăваш Республикинче 2010 – 2020 çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли республика программи ĕçлет. Ăна республика шайĕнче вăя кĕртнĕ май иртнĕ çул предпринимательлĕхе 405, 2 миллион тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ, 1239 субъект бюджет пулăшăвĕпе усă курнă. Асăннă программа шайĕнче 9 пин ытла ĕç вырăнне сыхласа хăварнă, 2, 5 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.
Кăçал предпринимательлĕхе тĕрев памалли программăна пурнăçлама 519,6 млн тенкĕ ытла, çав шутра Чăваш Республика бюджетĕнчен – 109, 1 млн тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 410, 5 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.Чăваш Енре вăтам тата вак предпринимательлĕхĕн 57 пин субъекчĕ ĕçлет, 45 проценчĕ курттăм тата вак суту-илÿре тăрăшать.
Çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн район шайĕнче 2013 – 2020 çулсем валли ятарлă программа йышăнса çирĕплетрĕç. Эпĕ çак ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштарма район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕнчен Н. Костинăран ыйтрăм.
– Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ. Çавна май вĕсене тĕрек парас тесе районта ятарлă программа йышăнтăмăр. Унăн тĕллевĕ – районта вак тата вăтам предпринимательствăна çирĕп аталанма тивĕçлĕ условисем туса парасси. Çĕнĕ программа пулăшăвĕпе вара 2020 çул тĕлне асăннă тĕлĕшри ĕç-хĕл самай ÿсессе шанас килет.
Çак вăхăта пĕтĕмĕшле субъектсен йышĕ 938 танлашать, çав шутра пĕчĕк предприятисем – 130, вăтам предприятисем – 9, индивидуаллă предпринимательсем – 795. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе 2,5 пин çын е район экономикинче вăй хуракансен 32 проценчĕ çыхăннă. Вĕсем суту-илÿре, ял хуçалăхĕнче, çурт-йĕр çĕклессинче, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессинче, сĕтел-пукан, апат-çимĕç хатĕрлессинче тата ытти ĕçре тимлеççĕ. Асăннă субъектсен хатĕр продукцийĕ Чăваш, Тутар, Мари Эл Республикисене тата ытти тăрăха та ăсанать.
Вĕсем тивĕçтерекен услугăсем шутне атă-пушмак, тумтир, тĕрлĕ техника юсасси, илемлĕх салонĕсенчи, парикмахерскисенчи ĕçсем тата ыттисем кĕреççĕ.
Пĕчĕк хуçалăх формиллĕ субъектсем хăйсен вăйĕпе 2012 çулта 348 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата сутнă, услугăпа тивĕçтернĕ. Ку вăл 2011 çулхинчен 14 процент нумайрах.
– Патшалăх шайĕнчи программа пурнăçланнă май республика бюджетĕнчен района иртнĕ çул мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă;
– Вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Харпăр хăй ĕçне пуçаракансемшĕн республика шайĕнчен уйăракан грант питĕ вырăнлă. Иртнĕ çул Çатракасси ял тăрăхĕнчен П. Толикин ял хуçалăх техники туянма 980 пин тенкĕ, Р. Грачев çемье ферми аталантарма 1,100 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Металл – Строй» чикĕллĕ яваплăхлă общество (ертÿçи В. Ершов) 300 пин тенкĕлĕх грантлă пулчĕ. Иртнĕ çул бизнес аталанăвне хывнă инвестици калăпăшĕ 95, 0 пин тенкĕпе танлашать.
Предпринимательсен консультаци, йĕркелÿ, пурлăх тĕлĕшĕнчи пулăшупа усă курма май пур. Çапла вара иртнĕ çул вак тата вăтам предпринимательлĕх 323 субъекчĕ асăннă пулăшусене тивĕçрĕ.
Районти предпринимательсене пулăшса пыракан тепĕр тытăм – производствăлла бизнес-инкубатор. Вăл майĕпен аталанса пырать. Унта халĕ сакăр предпринимателĕн производстви пĕтĕмĕшле лаптăкăн 71 процентне йышăнать.
– Муркаш районĕ инвесторсене илĕртет-и; Вĕсене чи малтан инфраструктура кăсăклантарать пулĕ;
– Çапла, инвестор вăл хăйне валли пур енлĕ меллĕ те ăнăçлă лаптăк палăртать. Паянхи кун тĕлне вĕсемшĕн Муркаш, Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Оринин, Юнкă, Катькас, Ярославка ял тăрăхĕсем илĕртÿллĕ шутланаççĕ. Çаксенче çĕнĕ производство йĕркеленет. Инвестициллĕ илĕртÿлĕхе аталантарас, шайлаштарас тĕлĕшпе районта ятарлă канаш пур.
Р. МАКАРОВА
калаçнă.