09 февраля 2013 г.
Черетлĕ ял хуçалăх çулĕн иккĕмĕш уйăхĕ иртсе пынă май çĕр ĕçченĕ унчченхи çулталăка пĕтĕмлетет, мĕн тунине тишкерсе малашлăх плансене уçăмлатать. Паян районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче отчетпа суйлав пухăвĕсен тапхăрĕ пырать. Районта пуринчен малтан çак ответлă ĕçе выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци коллективĕ туса ирттерчĕ. Çавăнпа та район хаçачĕн тĕпелне паян эпир асăннă коллективăн ертÿçине Н. ЯКОВЛЕВА чĕнтĕмĕр.
– Николай Семенович, сирĕн коллективăн ĕçĕ-хĕлĕ районти пĕрлешÿллĕ хăçалăхсемшĕн çеç мар, ялсенче килти хушма хуçалăх тытакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Мĕнле вăй тăрать-ха çакăн хыçĕнче;
– Пирĕн калаçăва ĕç коллективĕпе кăсăкланнинчен пуçланине ырлатăп кăна. Пирĕн пек йывăр тиенĕ лава пĕччен-иккĕн туртаймастăн. «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци» бюджет учрежденийĕ – паянхи куна тулли хăватпа ĕçлеме тата ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăçлама пултаракан предприяти. Пирĕн тытăм пĕр ветстанци, 2 ветеринари лечебници, 13 ветеринари участокĕ паян аслă пĕлÿллĕ 25 выльăх тухтăрне, 18 ветеринари фельдшерне пĕрлештерсе тăрать.
Ялти тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе ветеринари енĕпе пăхса тăрассипе 16 ял тăрăхĕнче те ветеринари участокĕсем ĕçлеттеретпĕр. Унта ĕçлекенсем хăйсем умне лартнă ответлăха туяççĕ, ĕçсене хăй еккипе ямаççĕ.
– Мĕнле ĕçлерĕр-ха иртнĕ çул; Ума лартнă тĕллевсем йăлтах пурнăçланчĕç-и;
– Патшалăх ветеринари службин тĕп задачисем çаксем. Пĕрремĕшĕ – районта пурăнакансене выльăх-чĕрлĕхпе этемшĕн пĕрешкел хăрушлăхлă чирсенчен сыхласси. Иккĕмĕшĕ – выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Виççĕмĕшĕ – ерекен тата анлă сарăлакан чирсене асăрхаттарассипе профилактика ĕçĕсем ирттересси. «Ĕне сĕчĕ чĕлхе çинче», – тет хресчен ытарлăн. Çакна тĕрĕс ăнланса эпир те хамăр ăнăçусен никĕсĕ кулленхи ĕçре пулнине курса тăратпăр. Ветеринари участокĕсенче халăхпа çывăх ĕçлени пире пĕтĕмĕшле лару-тăрăва çирĕп алăра тытма пулăшать. Пĕрлехи ĕçре хăйĕн тÿпи те пуррине ăнланакан кашни ветеринар яваплăха çирĕп туйса, вĕсем хăйсен ĕçĕ пĕрлехи пахалăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлсе ĕçленишĕн тав тăватăп. Умри тĕллевсене лайăх курса тăни вĕсемшĕн кунта паянхи пулăм мар. Ĕç калăпăшĕ вара самаях пысăк. 2013 çул пуçланнă тĕле районти пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 14887 пуç шутланнă. Вăл шутран пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче – 5012 пуç, килти хушма хуçалăхсенче – 9643 пуç, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче – 232 пуç. Ĕнесен хисепĕ те ĕçсен калăпăшне çÿллĕ шайра тытса пыма ыйтать. Паянхи куна районта пурĕ 8214 пуç сумалли ĕне. Вĕсенчен 2032 пуç – ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, 6073 пуç – çынсен хуçалăхĕсенче, 109 пуç – фермерсен харпăрлăхĕнче.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тепĕр пайĕ – сыснасем. Оперативлă кăтартусемпе паянхи куна район территорийĕнчи тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем пĕтĕмпе 6557 пуç сысна усраççĕ: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче – 4571 пуç, килти хушма хуçалăхсенче – 1036 пуç, фермерсен харпăрлăхĕнче – 950 пуç.
Выльăхсен çак йышĕпе пĕлтĕр ветеринарипе профилактика тата эпизоотие хирĕç кĕрешмелли ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр.
– Уйрăммăн илсен;..
– Çулталăк хушшинче 92 пин ытла диагностика тĕпчевĕсем ирттертĕмĕр, пур йышши чĕр-чунсемпе кайăк-кĕшĕке 2,5 миллион пуç вакцинăларăмăр, 960 пин ытла пуç тĕлĕшпе тĕрĕслевсем турăмăр. Тĕллевлĕ те комплекслă ĕçленипе иртнĕ çул районта пахалăхсăр выльăх продукцийĕ реализациленĕ тĕслĕх пулман.
Тĕллевлĕ ĕçленине кура вăл е ку социаллă хăрушă чирсем тĕлĕшпе эпизооти лару-тăрăвĕ çирĕп алăра. 2008 çултанпа районти выльăх-чĕрлĕхпе йытă-кушака урни чирĕнчен профилактика прививкисем тăватпăр. Çак чир тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче ăнлантару ĕçĕсем ирттеретпĕр.
Профилактика ĕçĕ-хĕлĕ çĕпĕр язвипе африка чуми тĕлĕшпе те самантлăха чарăнса лармасть. Ĕлĕкрех çĕпĕр язвиллĕ выльăхсене пытарнă тата ытти выльăх çăвисене пăхса тăрассине, вĕсем тĕлĕшпе ĕçлессине те алăран ямастпăр.
Юлашки çулсенче сыснасен африка чумине хамăр ене кĕртесрен асăрханса анлă ĕçсем ирттеретпĕр. Çак ĕçре пире тĕрлĕ формăллă хуçалăхсем туллин пулăшасса шанса тăратпăр.
– Николай Семенович, районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕ малашлăха епле пăхать;
– Ял хуçалăхĕнче укçа-тенкĕ туса илесси, тĕпрен илсен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ урлă пулса пырать. Çакна районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем аван пĕлеççĕ. Пĕлеççĕ те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Сывă та ăратлă выльăхпа ĕçлесен çеç хуçалăхсем хăйсен экономикин аталанăвне çул уçайраççĕ. Ку енпе аталанакансене патшалăх та пулăшусăр хăварманни пирĕн тухăçлă ĕçлемелли мелсем çителĕкли пирки калать. Пирĕн отчетлă пуху районăмăр кунĕ умĕн иртнĕ пирки эпир паян хамăрăн аслă ĕçтешĕмĕрсене, пире çакнашкал пуянлăх парса хăварнă юлташăмăрсене тав тумасăр пултараймастпăр. Пурлăх базине курах пире паян районти выльăх чирĕсемпе чи çÿллĕ шайра кĕрешме, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ветеринарипе санитари енчен тирпейлĕхре тытма, сыватупа профилактика ĕçĕсене вăхăтлă ирттерме май пур. Çапла вара паян эпир хамăр тăрăхри выльăхсене çĕпĕр язвинчен, туберкулезран, бруцеллезран, лейкозран, ящуртан, чăх-чĕп грипĕнчен тата ытти хăрушă чирсенчен сывă тытма пултаратпăр.
– Финанс ĕçĕ-хĕлĕн аталанăвне тишкернĕ май эсир уйрăммăн хăвăр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ çинче чарăнса тăтăр. Ку енпе мĕн пурнăçлани сирĕншĕн çителĕклĕ туйăнать-и;
– Ял халăхне тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тивĕçлĕ пулăшу парса хамăр валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илесси – пирĕн кун йĕркинче тăракан ыйту. Кунта эпир хамăрăн пулăшу тĕсĕсене анлăлатма тăрăшатпăр. Иртнĕ çул эпир тÿлевлĕ услугăсемпе виçĕм çулхинчен ăнăçлăрах ĕçлерĕмĕр: хуçалăхпа финанс планĕпе пăхнин 115 проценчĕ пулчĕ вăл. Çакăн хыçĕнче пирĕн кашни ĕçченĕн ырми-канми ĕçĕ тăрать. Вăл кăçал та сыхланса юласса шанатăп.
А. БЕЛОВ калаçнă.