Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Деклараци кампанийĕ пуçланчĕ

09 февраля 2013 г.

Енчен те эсир хăвăр харпăрлăхра виçĕ çултан кая мар пулнă пурлăха иртнĕ çул сутрăр пулсан, сирĕн апрелĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр налук инспекцине 3 НДФЛ формăллă деклараци тăратмалла. Ку кампани январĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă.

Пурлăх (хваттер, пурăнмалли çурт, çĕр лаптăкĕ, дача, садри çурт) сутса тунă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 1 млн тенкĕрен иртмест пулсан, çавăн пекех ытти пурлăхран (гараж, автомашина, пурăнман çурт-йĕр) илнĕ тупăш шайĕ 250 пин тенкĕрен иртмесен, уйрăм çынсене тупăшран илекен налука тÿлеттермеççĕ. Налук органне вара деклараци тăратмалла. Енчен те сире пысăк хаклă пурлăх, тупăш парнелерĕç пулсан та деклараци çырмалла.

Саккун ыйтнине вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Енчен те эсир çак ĕçрен пăрăнатăр пулсан, налук органĕн сире явап тыттарма ирĕк пур. Налукпа çыхăннă ыйтусемпе 62-4-52 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Р. Макарова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика