06 ноября 2014 г.
Октябрĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче Канаш районĕнчи пĕрремĕш СССР спорт маçтăрне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Геннадий Смирнова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 2000 - 2001 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче республика турнирĕ иртнĕ. Муркаш районĕнчен ку ăмăртусене "Сывлăх" ФСК-ДЮСШ воспитанникĕсем хутшăннă. Муркаш шкулĕнче вĕренекен Андрей Павловпа Данил Дмитриев 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарнă, бронза медальсене тивĕçнĕ.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе республикăра мала тухассишĕн 1998 - 1999 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем ăмăртнă. Москакасси шкулĕнче вĕренекен Екатерина Бычкова 49 килограмлă виçе категорийĕнче 3-мĕш пулнă, унăн та бронза медаль.
Октябрĕн 23 - 26-мĕшĕсенче Саратов облаçĕнчи Вольск хулинче бокс енĕпе регионсем хушшинчи 11-мĕш турнир иртнĕ. Ăна Совет Союзĕн Геройне В.В. Трихалкина халалласа йĕркеленĕ. Муркашри "Сывлăх" ФСК воспитанникĕсем Иван Налимовпа Анатолий Кожевников ăмăртура 1-мĕш вырăнсене, Алексей Николаев 2-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă.