Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр продукцие анлăрах çул парар

06 ноября 2014 г.

Ыранхи кун аталанăвĕ хамăр туса ирттернине епле пĕтĕмлетнинчен, умри ĕç-хĕл çине эпир паян мĕнле пăхнинчен, тĕллевĕмĕрсене татса парассипе çак самантра епле тимленинчен пуçланать. Пурнăç аталанăвĕ çапла ыйтать. Ку сăмахсем хресчен ĕçĕ-хĕлĕпе те тачă çыхăннă. Тĕнчери лару-тăру пирĕн сĕтел çинче хамăр туса илнĕ продукци ытларах пулмаллине ыйтать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та хăйсен ĕçĕнче çак тĕллеве приоритетлă тесе палăртаççĕ.

Паян ялта пурăнакан çĕр ĕçĕнче тĕрлĕ харпăрлăх формине аталантарса вăл е ку бюджета пуянлатассипе тăрăшать. Ку ĕçре вара çĕр ĕçченĕсем пĕр çыхăра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна ялта пурăнакан кашни çын лайăх ăнланать. Халĕ каланине юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ республикăри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявне хутшăннисем те курăмлă ĕнентерчĕç. Апла пулсан пирĕн ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленность пурăнать тата аталанать.

Чăваш Енре ял хуçалăх çулне пĕтĕмлетессине уй-хир ĕçĕсем вĕçлесен ирттересси - ырă йăлара. Ку хутĕнче те пурнăçланă ĕçĕсемшĕн савăнăç шевлипе тата малашлăх ĕмĕтсемпе тулнă ял ĕçченĕсем театра йышлă пухăнчĕç. Вĕсен калаçăвĕнче кашнийĕнех хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулни тата малашлăха çирĕп шанни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп кăмăл пурри палăрчĕ. Кăна ыранхи кун шанчăкĕ тесе йышăнма пулать.

Çĕр ĕçченĕсене тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. Вăл тĕл пулура каланă сăмахсене уява хутшăннисем ансат тата пуриншĕн те ăнланмалла тесе йышăнчĕç.

- Агропромышенность комплексĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕпе Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен сĕтелĕ çинче вырăнти паха продукципе ытлă-çитлĕ усă кураççĕ. Эсир вăй хунипех республикăри ялсен сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнать: çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр, ялсем патне асфальт сарнă çулсем çитрĕç, ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем тата бассейнлă физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Çĕнĕ специалистсемпе çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма субсиди илеççĕ, хваттерлĕ пулаççĕ. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе малалла аталантарма, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшать, - терĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахне пуçланă май. - Пирĕн паянхи ÿсĕмсем - тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсен ĕçченĕсемпе специалисчĕсем, ертÿçисем, наука ĕçченĕсем, çĕр ĕç отраслĕн ветеранĕсем кашни кун ырми-канми вăй хунин тÿпи. Вĕсене çакăншăн пурне те пысăк тав. Кризиссем килеççĕ те иртеççĕ, анчах пирĕн ыранхи пирки шутлама манмалла мар. Умра пуçăнман ĕçсем те пайтах. Вĕсене пурнăçа кĕртесси - пĕрлехи тĕллев. Çак ĕçре эсир аталану тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Сирĕн хыççăн ыттисем те шанчăклăн утĕç,

Малалла Михаил Васильевич уява хутшăнакансем умне ыйту лартрĕ. "Мĕн пурнăçлани лайăх, анчах çак условисенчех эпир татах та ăнăçлăрах ĕçлеме пултарнă-и-ха; Хирĕçлеместĕп. Паллах пултарнă. Хамăр вăйсене курса-пĕлсе тăни пире паян малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатма, çĕнĕ чикĕсем палăртма пулăшать. Кÿршĕсем аталанса пынине курса тăрса пирĕн те пĕр вырăнта лăпланса лармалла мар", - терĕ хăй лартнă ыйту çине ăнлануллă хуравласа.

Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх тата продукци тирпейлекен предприятисен ертÿçисене вырăнта ĕçлекенсен ĕç укçийĕ пирки те асăрхаттарса хăварчĕ:

- Паян ял хуçалăх продукцийĕн пур тĕсĕ те тивĕçлĕ хакпа сутăнать. Апла пулсан ĕçлекенсене йĕркеллĕ ĕç укçи тÿлеме те майсем пур. Çак кăтарту тивĕçлĕ шайра пулманни нумай ырă пуçарăва ура хурса пырать, отрасле аталанма чăрмавлать.

Уяври салам сăмахĕсене Михаил Игнатьев ĕç хастарĕсене чысланипе вĕçлерĕ. Вуншарăн тивĕçрĕç ырă ята. Муркашсем "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин ĕç тăвакан директорне С. Шпарева тата хамăр ентеше "Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ" хысна унитарлă предприятин директорне А. Федотова чысланипе кăмăллă юлчĕç.

Кĕскен чăх-чĕп фабрики пирки. Тирпейлĕх, тасалăх, хăтлăх ыйтăвĕсем - "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче тĕп вырăнта. Производство пÿлĕмĕсенче çĕнĕлĕх хушăнсах пыни коллектив ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.

- Хамăр лаптăксем çинче кăçалхи вырма ĕçĕсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр, чăх-чĕп валли апат-çимĕç çителĕклĕ янтăларăмăр, сарайсемпе витесене хĕле тĕплĕ хатĕрлерĕмĕр. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 15 пин тенкĕрен кая мар, - терĕ коллектива чысланă хыççăн фабрикăн ĕç тăвакан директорĕ С. Шпарев. Фабрика çĕнĕлĕхсемпе тан пынине çирĕплетекен тĕслĕх. Кунта талăксерен 35 тонна комбикорм кирлĕ пулсан, Германире туса кăларнă станци сехетре 10 тонна паха апат хатĕрлеме пулăшать. Ку вăл - ăнăçăвăн черетлĕ утăмĕ. Çакна шута илсех-тăр фабрикăра кăçал 74 миллион штук экологи тĕлĕшĕнчен таса çăмарта илме пăхаççĕ. Сăмах май, фабрика ку ÿсĕме çитни иртнĕ çулсенче пулманччĕ-ха.

Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявĕнче кăçал пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарса ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов анлă доклад туса пачĕ. Уй-хирте ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе ырми-канми тăрăшакансене саламласа çĕнĕ ÿсĕмсене çăварлăхлама ăнăçу суннă май министр кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсене тĕплĕн тишкерчĕ, вăл е ку ĕçре çĕнĕ технологисене алла илессипе хастар пулнисене ятран асăнчĕ, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

- Эсир кашниех хăвăр ĕçре чунпа парăннă çынсем. Сирĕн тăрăшулăхпа çут çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕрле çĕнсе пыратпăр. Малашне те пĕр çыхăрах ĕçлесе пурăнасчĕ, тăван ене татах тĕреклетесчĕ, - терĕ Сергей Владимирович.

Раççей Федерацийĕн Правительствипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшăвĕпе пирĕн енре республика шайĕнчи нумай программа пурнăçа кĕрсе пырать. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем федераци программисене те активлă хутшăнаççĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа кăçал кăна республикăри çĕр ĕçченĕсем 2,2 миллиард тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çавна май уй-хирсене çĕнĕ техника сахал мар тухнă, çĕнĕ технологисем, пысăк тухăç паракан ял хуçалăх культурисем, вĕсене туса илессин тата тирпейлессин çĕнĕ мелĕсем пурнăçа кĕнĕ.

Паян çакна çирĕплетсех калама пулать. Республикăри çĕр ĕçченĕ кăçаллăха хăй умне лартнă уй-хир ĕçĕсен тĕллевĕсене пурнăçларĕ, тырă-пулăпа çĕр улмине тата пахча çимĕçе пĕтĕмпех пухса кĕртрĕ. Республикипе пурĕ 530 пин - (пĕлтĕрхинчен 34 процент ытларах) тырă-пулă пухса илчĕ. Кунпа пĕрлех хресченсем çитес çулхи тухăç валли те çирĕп никĕс хывса хăварчĕç: агротехникăна пăхăнса пĕтĕмпе 89,5 пин гектар (иртнĕ çулхинчен 18 пин гектар нумайрах) кĕрхи культурăсем акса хăварчĕç, 184,2 пин гектар çинче (129,9 процент) çĕртме сухи турĕç.

Республикăра çĕр улми туса илесси унчченхи çулхинчен 5,2 процент сахалланнă (600 пин тонна). Çав вăхăтрах пахча çимĕç туса илесси малалла кайнă, хуçалăхсенче тырăлăх кукуруза туса илесси вăй илнĕ тата 5,6 пин гектара çитнĕ. Çак çĕнĕлĕхпе усă курас текенсем татах пуррине шутласан ку кăтарту чикĕ пулманни курăнать.

"Иккĕмĕш çăкăр" туса илесси чакнине ура хурас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ         М. Игнатьев пуçарнипе кăçал çĕр улми тата пахча çимĕç нумай вăхăт упранакан хранилищĕсем тума пулăшмалли патшалăх программи ĕçлеме пуçларĕ. Çакă çĕнĕлле шухăшлакан хресченшĕн тепĕр аталану çулĕ уçать.

Ÿсен-тăран отрасльне аталантарни - обществăлла выльăх-чĕрлĕх секторне çĕнĕлĕхсемпе хĕç-пăшаллантарса малалла уттармалли ен. Ыранхи кунпа пурăнакансем çапла тăваççĕ те. ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов çак тĕлте уйрăм хуçалăхсене ятран асăнчĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти "Путь Ильича" агрофирмăпа "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики те пур.

- Çакăн пек пысăк хуçалăхсене аталантарма кăçал çеç республикипе 6,7 миллиард тенкĕ кредит ресурсĕсемпе (иртнĕ çулхи çак тапхăртин 112 проценчĕ) усă куртăмăр. Вăл шутра инвестици кредичĕсем 2,1 миллиард тенкĕпе (иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,8 хут нумайрах) танлашрĕç. Пурнăç уттинчен юлманнисем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ, - танлаштаруллă калаçрĕ Сергей Владимирович.

Республика пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсене аталантарассине самантлăха та кун йĕркинчен кăлармасть. Кăçал вĕсем хăйсене аталантарма илнĕ кредит шайĕ унчченхи çулсен виçинчех сыхланса юлнă: 3,1 миллиард тенкĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла, килти хушма хуçалăх тытакан граждансен пĕр пайĕ хăйсен ĕçне хресчен (фермер) хуçалăхĕн шайне çитерчĕ. Çавăнпа та хресчен (фермер) хуçалăхĕсене тĕллевлĕ пулăшассине патшалăх хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăнать.

Савăнăçлă уявран пирĕн район делегацийĕ республика шайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашса, вĕсене хамăрăннисемпе танлаштарса çĕнĕ ÿсĕмсене çĕнмелли ĕмĕт-тĕллевсемпе таврăнчĕ.

Республика ертÿçисем каланине итленĕ май вĕсен сăмахĕсене эпĕ хамăр район аталанăвĕпе танлаштарса пытăм. Тÿрех çакна калатăп. Чăваш Ен аталаннă май Муркашсем те çак çулпах пыни курăнать. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Тимофеевăн шухăшĕсене илсе кăтартни те вырăнлă пулмалла: "Ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетни - пурнăçланă ĕçсен уявĕ çеç мар, мĕн туса çитерейменнине сÿтсе явса малашлăха палăртса çирĕппĕн калаçмалли сăлтав та. Мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланатпăр. Ăна тĕпе хурса паян хамăрăн малашлăх планĕсене палăртатпăр. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене кура вĕсем те пурнăçланасса шанатпăр".

Республикăри хресченсен професси уявне Муркашсем кăçал япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Уй-хир ĕçĕсенче наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă куракан, ял хуçалăх техникине тăтăш çĕнетсе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса ĕçлекен, çĕр пахалăхне çулсерен хăпартса пыракан, пысăк репродукциллĕ çĕнĕ сортсемпе усă куракан хуçалăхсем çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме пултарнине çирĕплетрĕç. Ку вăл çапла пулмалла та.

Хамăн сăмахăма С. Сретинскийпе В. Горбунов фермерсен сăмахĕпе вĕçлетĕп: "Мĕн тунипе лăпланса ларас марччĕ. Малалла туртăнса, çĕнĕ технологисене алла илсе курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасчĕ".

Уявра пулнă май вĕсем пуласси пирки иккĕленÿ юлмарĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика