06 ноября 2014 г.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн авариллĕ çурт-йĕрти çынсене 2013 - 2015 çулсенче хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме йышăннă. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва шута илсе асăннă программа шайĕнче ĕçлессине 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Çапла вара 174,3 пин тăваткал метр чухлĕ авариллĕ çурт-йĕр пăрахăçа тухмалла.
Ку тĕллевпе пĕтĕмпе Чăваш Енре тĕрлĕ çăл куçри 4,979 миллиард тенкĕ укçапа усă курма палăртнă, вăл шутран 2,106 миллиард тенкĕ - республика бюджетĕнчен, 2,436 миллиард тенкĕ - Патшалăх корпорацийĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассин фондĕнчен, 312 миллион тенкине вырăнти бюджетран усă курма палăртнă, 125 миллион тенкине бюджет мар çăл куçран явăçтараççĕ. Пĕтĕмпе пилĕк çул хушшинче республикăри 13 пин те 300 çын ытла (5048 пин çемье) çын хăтлă çурта куçать.
Чăваш Республикин Строительство ĕçĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх халĕ республика шайĕнче "Чăваш Республика территорийĕнчи авариллиĕ çурт-йĕр фондĕнчи граждансене куçарасси" 2013 - 2017 çулсенче пурнăçламалли адреслă программа çирĕплетнĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2013 - 2014 çулсенче вăя кĕнĕ май унăн шайĕнче çак вăхăтра республикăра пĕтĕмпе 1376,5 миллион тенкĕлĕх çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕç пурнăçланмалла, 1,4 пин çемьене е 3,8 пин граждана хăтлă çурта куçармалла. Çÿлерех асăннисене тĕпе хурса район территорийĕнче те тĕллевлĕ программа пурнăçланать. Халĕ 2013 - 2015 çулсенче вăя кĕртмелли ĕç-хĕл тапхăрĕ пырать.
Район администрацийĕн капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçал çынсене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе пурнăçлама палăртнă ĕçсем çапларах. Ятарлă комисси çирĕплетнипе Мăн Сĕнтĕрти нумай хваттерлĕ 9 çурт (Ленин урамĕнчи 33-мĕш тата 73-мĕш номерлĕ çуртсем, Новая урамри 2-мĕш, 13-мĕш тата 15-мĕш номерлĕ çуртсем, Советская урамри 1-мĕш, 3-мĕш тата 22-мĕш номерлĕ çуртсем, Учительский тăкăрлăкри 12-мĕш çурт), Муркашри нумай хваттерлĕ 3 çурт (Октябре 50 çул урамри 26-мĕш тата 32-мĕш номерлĕ, Гагарин урамĕнчи 12-мĕш номерлĕ çурт) авариллĕ шутланаççĕ.
Мăн Сĕнтĕрте 72 çын пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатĕ: пĕрремĕш тапхăрта - 31 çынна 19 хваттере, иккĕмĕш тапхăрта 41 çынна 22 хваттере куçарма палăртнă. Çÿлерех асăннă йыш валли 1490,2 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ.
Муркашра асăннă категорие куçарма нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă май 62 çынна 24 хваттерлĕ тумалла. Вĕсем валли 953,6 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ.
Çак ĕç йăлтах патшалăх шучĕпе пурнăçланать. 2013 - 2015 çулсенче çĕнĕ çурт-йĕр тăвассине йĕркелеме пĕтĕмпе 68428298,4 тенкĕ уйăрма палăртнă. Вăл шутран Патшалăх корпорацийĕ - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассин фондĕнчен 42759782,01 тенкĕ, Раççей Федераци субъектĕнчи бюджетран - 24295177,81тенкĕ, район бюджетĕнчен 1373338,58 тенкĕ.
Р. Илларионова.