Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преми укçипе - ача сачĕ

06 ноября 2014 г.

 

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлне хак панин кăтартăвĕсемпе грант шучĕпе бюджетсем хушшинчи трансфертсем уйăрса парассин ыйтăвне сÿтсе явнă. Пĕтĕмĕшле сумма 3 млрд. та 484 млн. тенкĕпе танлашать. Чăваш Республики асăннă хаклав енĕпе 20-мĕш вырăнтан 14-мĕш вырăна хăпарма пултарнă, çапла вара республика 165 млн. та 59 пин тенкĕ премие тивĕçет.

Кун пирки республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен ертÿçисемпе ноябрĕн 1-мĕшĕнче видеоконференци ирттернĕ чухне пĕлтернĕ.

"Ку преми укçипе эпир Шупашкар хулин пĕр микрорайонĕнче ача сачĕ туса лартăпăр. Хула администрацийĕ строительство ĕçĕсен вырăнне палăртма тивĕç", - тенĕ Михаил Васильевич.

Видеоконференцире çĕнĕ урамсене электрификацилессин тата ресурссемпе тивĕçтерсе тăракан организацисен аллине парассин, грипп чирĕн иммунопрофилактикине ирттерессин, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене хута ярассин, потребительсене пахалăхсăр алкоголь продукцийĕнчен хÿтĕлессин, муниципалитет харпăрлăхĕнчи гидротехника сооруженийĕсене капиталлă юсама 2016 çулта федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма проектпа смета документацийĕсене туса хатĕрлессин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика