06 ноября 2014 г.
Ку таранччен çăмăллăхсемпе усă курма тивĕçлĕ граждансене, вăл шутра инвалидсене те, реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, протезпа ортопеди изделийĕсемпе тивĕçтерессишĕн, санаторисемпе курортсене сипленме кайма путевкăсем уйăрса парассишĕн Чăваш Республикин Сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министерстви яваплă пулнă. Ку йĕрке кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çаплипех сыхланса юлать. Апла пулсан çăмăллăхсемпе усă курма тивĕçлисенчен протезпа ортопеди изделийĕсемпе тивĕçтерме, путевкăсем уйăрса пама заявленисене кăçал Чăваш Республикин Сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министерствинчех йышăнаççĕ.
Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вара ку полномочи РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ çине куçать. Унăн адресĕ: Шупашкар хули, Ярославская урам, 56-мĕш çурт. Республикăри хуласемпе районсенче социаллă страховани фончĕн представительствисем пур. Çапла вара çăмăллăхсемпе усă курма тивĕçлисен 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хăйсен заявленийĕсемпе социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмне е унăн хуласемпе районсенчи представительствисене пымалла пулать.
Çыхăнмалли телефон: (8352)30-39-32.
РФ Социаллă страховани фончĕн
Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн пресс-служби.