15 октября 2014 г.
Октябрĕн 9-мĕшĕнче РФ Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир ПУТИН Чăваш Енре демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă мерăсен комплексне пысăка хурса хакларĕ, республикăра пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çине тата физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Михаил Игнатьева тав сăмахĕ каларĕ:
"Республикăра (Чăваш Енре) 20 çул демографи кăтартăвĕ чакса пынă. 20 çул! Юлашки виçĕ çулта вара çак кăтарту çирĕппĕн хăпарнă. Ку, паллах, эпир йышăнакан пĕтĕмĕшле мерăсен результачĕ пулса тăрать. Ку вăл медицина, çĕнĕ перинатал центрĕсене хута яни, амăш капиталĕн майĕпе паракан финанс пулăшăвĕ тата демографи лару-тăрăвĕ япăхланнипе тĕл пулма тÿр килнĕ регионсен юлашки пĕр-икĕ çулти пулăшăвĕ те, виççĕмĕш ача çуратма хавхалантарни те. Спортпа физкультурăна тимлĕх уйăрни те юлашки вырăнта мар.
Çак ĕçре эсир нумай çул тăрăшнăшăн сире тав тăватăп. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ĕçлекенсем çак тĕллевпе пурнăç тăршшĕпех вăй хураççĕ, хăйсен тĕслĕхĕпе вĕсем чылай ырă ĕç тунă. Сирĕн воспитанниксен кăтартăвĕсем паха - уйрăммăн та, командăпа та, вĕсем кăмăла хускатаççĕ, çамрăксене, ытти пур ÿсĕмри çынна та спортпа туслашма хавхалантараççĕ.
Тавах сире паянхи ĕçшĕн. Паянхи калаçура сÿтсе явнисем çĕр-шывăн çитес пилĕк çуллăхри спорт аталанăвне палăртакан программăна кĕрĕç".