Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. ИЛЬИН: "Саккуна пурин те пăхăнмалла"

01 ноября 2014 г.

 

Пурнăç улшăннă май Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи çĕнĕ саккунсене йышăнсах пырать. Вĕсем вара пирĕн пурнăç йĕркисене йĕркелеççĕ. Çак çулпа пырса Раççей Президенчĕ 1997 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче "Суд приставĕсем çинчен" федераци саккунне алă пусрĕ. Унтанпа иртнĕ 17 çул хушшинче суд приставĕсен структурипе тытăмĕ палăрмаллах çирĕпленчĕ, вĕсен яваплăхĕ те курăмлă ÿсрĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕнчи суд приставĕсен професси кунĕ. Çак уяв умĕн суд приставĕсен Муркашри уйрăмĕн пуçлăхĕпе тата аслă суд приставĕпе Александр ИЛЬИНПА тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Халĕ ăна сăмах:

- Професси уявĕ умĕн пире районта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçма май туса панăшăн район хаçачĕн редакцине чĕререн тав тăватпăр. Кунпа пĕрлех эпĕ паян хамăр тытăмра ĕçлекенсене, унчченхи вăхăтра суд приставĕсен сферинче вăй хунисене, пирĕн пулăшупа тăтăш усă куракансене, пирĕнте çăлăнăçпа тĕрĕслĕх шыракан район çыннисене Суд приставĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Пирĕн хушăри çыхăну малашне те татăлмасса, вăл общество аталанăвĕ çине ырă витĕм çеç кÿрессе шанса тăратăп. Çакă вăл "Суд приставĕсем çинчен" федераци саккунĕн тата пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ пулса тăрать те.

- Александр Геннадьевич, пысăк калăпăшлă ĕç туса пыракан коллективпа паллаштармăр-и; Эпĕ пĕлнĕ тăрăх сирĕн тытăмра ытларах çамрăксем вăй хураççĕ.

- Çамрăксем нумай пулнине хирĕçлеместĕп, анчах вĕсене тăрăшулăх кăтартса ертсе пыракан аслă ăрури пысăк опытлă суд приставĕсене те ятран асăнмасăр иртме çук. Вĕсем: Н. Андреев, М. Костин, В. Щербакова, Т. Гудова.

Коллектив тенĕрен. Пирĕн тытăмра паян пуçлăхпа унăн çумĕсĕр пуçне ĕç тăвакан суд приставĕсем - çиччĕн, судсенчи çирĕплетнĕ ĕç-хĕле пăхса тăракан суд приставĕсем - çиччĕн, пĕр дознаватель, пĕр делопроизводитель, 3 специалист, икĕ техслужащи. Вĕсенчен кашниех хăйĕн ĕçне ответлăха туйса вăхăтра пурнăçланипе палăрать. Кунта манăн ĕç тăвакан суд приставĕсене Елена Ремизовăна, Игорь Варламова, Сергей Самкова палăртас килет. Вĕсем хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

- Саккунпа килĕшÿл-лĕн хăйсен тивĕçне кура суд приставĕсем ĕç тăваканнисем тата судсенчи çирĕплетнĕ ĕç-хĕле пăхса тăраканнисем çине пайланаççĕ. Кунсăр пуçне сирĕн çине дознани функцине те хунă. Ку тĕлĕшпе кăçалхи лару-тăру еплерех;

- Çапла, суд приставĕсен федераци служби дознани ыйтăвĕсемпе те ĕçлет. Иртсе пыракан çулталăкра Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн (алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнни) 31, суд йышăнăвĕсене пурнăçламан ертÿçĕсем тĕлĕшпе 4 уголовлă ĕç пуçартăмăр. Алимент тÿлемен пĕр çын вилнине шута илсе çав ĕçе хупнисĕр пуçне ыттисене пурне те вĕçне çитертĕмĕр, суд умне тăратрăмăр. Çапла вара саккуна пурин те пăхăнмалли пурнăçа кĕчĕ. Ку вăл малашне те çаплах пулĕ.

- Сăмах ĕç кăтартăвĕсем çине ытларах куçса пырать. Эсир пурнăçлакан ĕç районшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнăран уяв кунĕнче хаçат вулакансене кăçалхи хăш-пĕр кăтартупа çывăхарах паллаштараймăр-и;

- Юрать. Отчетлă тапхăрта пирĕн патăмăра пурнăçлама тăратнă ĕç производстви 16204 çитрĕ. Вĕсенчен асăннă тапхăрта пуçарнă ĕçсем - 10074. Çак хушăра вĕçленĕ тата сăлтавĕсене кура хупнă ĕçсем - 9181. Халĕ каланă кăтартусем çине укçа-тенкĕ витĕр пăхас пулсан куç умне çакнашкал ÿкерчĕк тухать. Ĕç производствипе шыраса илмелли пĕтĕмĕшле сумма - 376084 пин тенкĕ. Вăл шутран асăннă тапхăрта пуçарнă ĕçсемпе - 125833 пин тенкĕ.

Халĕ калани тата маларах асăнни пирĕн кулленхи ĕç пулса тăрать. Вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пынăран юлашки çулсенче пирĕн уйрăма республика шайĕнче тăтăшах ырăпа палăртрĕç. Çакна дипломсемпе Хисеп грамотисем тата Тав çырăвĕсем çирĕплетеççĕ. Хамăрăн ĕçе малашне те тивĕçлĕ шайра пурнăçлама суд приставĕсен службинче тăракансене Раççей Конституцине тата саккунсене пăхăнса ĕçлеме ăнăçу, килĕшÿ, телей те сывлăх сунатăп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика