01 ноября 2014 г.
Иртсе пыракан тапхăр Культура çулталăкĕ пулнипе паллă. Культура сферипе çыхăннă мĕнлерех ĕçсем пурнăçланса иртеççĕ-ха район территорийĕнче; Çак ыйту çине хуравлама Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека ертÿçи Ирина Николаева кăмăл турĕ.
- Культура ĕçченĕсемшĕн Культура çулталăкĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна тивĕçлĕ шайра ирттерме район шайĕнче ятарлă ĕç планне туса хатĕрлерĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк пуçланнăранпа тăтăшах тĕрлĕ мероприяти пурнăçланать.
Пирĕн библиотекăра январь уйăхĕнче çак çулталăка халалланă "Чуна ăшăтакан вучах" тата "Мухтанатăп санпа, Муркаш ен" кĕнеке куравĕсем иртрĕç. Район шайĕнче иртекен чылай мероприятие ял тăрăхĕсенче те вăя кĕртсе пыраççĕ. Библиотекăн информаци продукцийĕ краеведени материалĕпе питĕ пуянни вулакана ытларах та кăсăклантарать. Вĕсене эпир брошюра, буклет тата ытти мелпе кăларма тăрăшатпăр.
Февраль - март тапхăрĕнче пирĕн патра республика шайĕнчи вулав акцийĕ иртрĕ. Район библиотекисенче çакăнпа çыхăннă вăтăр ытла ĕç пулчĕ. Хайлавсен авторĕсемпе тĕл пулу, тĕрлĕ кĕнеке презентацийĕ, музыкăпа литература, поэзи каçĕсем турăмăр, вулав конференцийĕсем йĕркелерĕмĕр тата ытти те. Культура ĕçченĕсем халăх хушшинче туса ирттерекен мероприятисем çинчен тăтăшах район хаçатĕнче, библиотекăсен тата ял тăрăхĕпе район администрацийĕсен сайчĕсенче пĕлтерсе тăратпăр.
Пĕтĕмĕшле илсен планра культурăна, ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварса малалла аталантарассипе наукăпа практика конференцийĕсем, çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, пултарулăх каçĕсем, тĕрлĕрен фестиваль иртет. Апрелĕн 25-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче "Библиокаç - 2014" акци пулчĕ.
Культура ĕçĕ вара сценăпа кăна çыхăнман, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассинчен тата спорт ăмăртăвĕсене хутшăнассинчен аякра тăмастпăр эпир. Çакна тĕпе хурса вулав залĕнче "Эпĕ сывă пурнăç йĕркине суйласа илетĕп" сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕмĕр. Çак акци шайĕнче çавăн пекех "Сана юрласа паратăп, Çуркунне!" курав пулчĕ. Тĕрлĕрен паллă çынсемпе пултарулăх каçĕсем сахал мар иртеççĕ. Çамрăксемпе ирттернĕ тĕл пулăва хамăр район поэчĕсене йыхравларăмăр. Игорь Майков, Раиса Соловьева, Светлана Поликарпова хаваспах хăйсем пирки тата кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă пулмалли çинчен каласа хăварчĕç. Вулавçăсемпе пĕрле пухăнсан тĕрлĕ фильм пăхассине те йĕркелетпĕр. Мăн Сĕнтĕрти библиотекăра "Кĕнеке вăрри" фильм пухăннисен кăмăлне кайрĕ. Алексей Рыжков сăн ÿкерчĕкĕсен куравĕ те кашни çынна хăй патне йыхравларĕ. "Кĕнеке хĕресленĕвĕ" акцире вара вулавçăсем кăсăклă кĕнекесемпе ылмашăнчĕç.
Библиотекăсенче пулса иртекен мероприятисене аслă ăрурисене те, кĕçĕннисене те хутшăнтарма тăрăшатпăр. Тĕн йăли-йĕркипе çыхăннă ĕçсене те аякра хăврамалла мар пирĕн. 2014 çулта православи чиркĕвĕ Сергей Радонежский 700 çул тултарнине паллă тăвать. Эпир те ăна халалланă тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕмĕр. Тĕл пулăва Йÿçкасси тата Калайкасси шкулĕсенчи ачасем хутшăнчĕç. Библиотека ĕçченĕсем Сергей Радонежский кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Ачасем Троице-Сергиев Лаврĕнче виртуаллă çул çÿревре те пулчĕç.
Майăн 27-мĕшĕнче библиотекăсен кунне халалланă "Библиотека - культура центрĕ" савăнăçлă мероприятие те йышлăн хутшăнчĕç. "Кĕнекен хăйĕн шăпи" курав экспозици пухăннисене питĕ кăсăклантарчĕ. Культура çулталăкĕ шайĕнче "Эпир библиотека историне çыратпăр" район конкурсĕ иртрĕ, "Чи нумай вулакан ял тăрăхĕ" конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕтĕмпе кунта тăхăр ушкăн ăмăртрĕ, кашниех тĕрлĕ номинацире палăрчĕ.
Кĕнеке пахалăхне ăна вуламаннисене те пĕлтерес тесе культура ĕçченĕсем тĕрлĕ кĕнекене библиотекăран халăх хушшине илсе тухрĕç. Тĕслĕхрен, кафере кĕнеке, хаçат-журнал вулани нимĕнпе те япăх мар вĕт.
"Эпĕ вулатăп, эсĕ вулатăн, эпир вулатпăр!" акцие Муркаш шкулĕнче вĕренекен 30-а яхăн ача хутшăннă май кĕнеке вулама чĕнекен плакатпа Муркаш урамĕсем тăрăх утрĕç.
Çавăн пекех "Пирĕн тăрăхри православи çветтуйĕсем" видеоэкскурси тата чылай-чылай мероприяти кун çути курчĕ Культура çулталăкĕнче. Çÿлерех асăннисем планри ĕçĕн пĕр пайĕ кăна, малашне те тухăçлă ĕçлеме палăртаççĕ культура ĕçченĕсем.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче патриотизма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Муркаш тăрăхĕнче те ырă тĕслĕх вырăнне лартмалли паллă çын чылай. Пирĕн куравсенче "Гузовский культури" çут çанталăк палăкĕ, Ильинкăри шыв сикки, Ильинка ял тăрăхĕнчи авалхи металлурги горнĕ, Çуткÿль, Исетерккĕри Т. Николаевăна халалланă палăк, Йÿçкассинчи Амăшĕн палăкĕ, Н.В. Никольский паркĕ, Шурчари халăх пăлхавĕнче инкек тÿснисене халалланă палăк паллă вырăн йышăнать. Эпир вĕсемпе тĕл пулусенче паллаштаратпăр. Çаксем пирки те çынсен пĕлмелле. Пирĕн ĕçре нравственноç, халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварассине тата аталантарассине çав никĕс çинче çамрăк ăрăва воспитани парассине йĕркелесси те малти вырăнта.
Ĕçре пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район, республика тулашĕнчи культура ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Акă пирĕн пата Перьмрен килсе кайрĕç, нумаях пулмасть хам та Пензăра иртнĕ ятарлă вĕренĕве çитсе килтĕм.
Паллах, çÿлерех асăннă ĕçсем культура сферинче вăй хуракансемшĕн кăна пулмалла мар, унта аслисен те, кĕçĕннисен те хутшăнсан вĕсен пĕлтерĕшĕпе тухăçлăхĕ татах та ÿсмелле.
Р. Илларионова калаçнă.